Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуҫипе (тĕпĕ: хуҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтра кайри пӳлӗмрен трактир хуҫипе пӗрле ик-виҫӗ ҫын кӗчӗҫ те тӳрех шӑлҫемми ҫынна — Ҫтаппана ярса тытрӗҫ, ӑна алӑк патнелле сӗтӗре пуҫларӗҫ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кил хуҫипе арӑмне Казаков ҫапла асӑрхаттарчӗ:

Помоги переводом

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кай та, мӗн те пулин туянма тесе, кил хуҫипе иксӗр Захар Петрович лавккине анӑр.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Завод хуҫипе Тарье инке, тепӗр пӳлӗме тухса, тата тем-тем калаҫрӗҫ.

Помоги переводом

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кирпӗч завочӗн хуҫипе иксӗмӗрех пӗрер стакан тӗплерӗмӗр.

Помоги переводом

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил хуҫипе мӑшӑрӗ мӗнле шухӑшпа сывланине хӑвӑр лайӑх пӗлсе ӗненнӗ хыҫҫӑн тин вӗсене алӑ пусса пама сӗнӗр, — терӗ вӑл.

Помоги переводом

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ ӗнтӗ кил хуҫипе арӑмӗ ташлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫӗн кин кил хуҫипе мӑшӑрне мухтаса тата темиҫе акмак каланӑ хыҫҫӑн йыснӑшӗ патне тапӑртатса пычӗ, икӗ урипе те тӑрс! тутарса, пуҫне тайрӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем вара кӗлет хуҫипе тек тавлашма та аптрарӗҫ.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил хуҫипе сыв пуллашнӑ чух Шигалейӗн каллех чунӗ ҫемҫелчӗ, патша ҫынни нӑшӑк-нӑшӑк туса илчӗ.

Помоги переводом

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лешӗ эрех шӑршине сиссе тулхӑрса илчӗ, анчах хуҫипе вӑрҫмарӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Сысна хуҫипе хуралҫӑ алӑк патӗнче чылай калаҫаҫҫӗ, юлашкинчен сарӑ сухаллӑ пӗчӗк старик, укҫа кӑларса, васкамасӑр шутлать, шелле-шеллех ӑна Элекҫи еннелле тӑсать.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Малтанхи хутӗнче кил хуҫипе Янтул кӗрсе тухрӗҫ мунчана.

Первыми на себе испробовали новую баню Элендей и Яндул.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑнана кайсан сим пыл ӗҫнӗ чух алтӑрне тытма ҫеҫ мар, хуҫипе этемле калаҫма та пӗлес пулать.

Помоги переводом

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрарӑмсем вырӑс элчи час тухса кайнӑшӑн хӗпӗртерӗҫ те темелле: вӗсем тинех кил хуҫипе тӑраниччен калаҫаҫҫӗ ӗнтӗ, пурин ҫинчен те ыйтса пӗлсе хӑйсем мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ.

Помоги переводом

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла хирӗҫӳ пуҫланчӗ хурал хуҫипе.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Кил хуҫипе арӑмӗ Хусан хӑнине хапха умне тухсах ӑсатрӗҫ, ҫул курки те ӗҫтерчӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Арман хуҫипе лавккаҫӑ ун хутне кӗрсе ҫухӑрашрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Салтак тухса кайсан, вӑл хыпаланса бекеша тӑхӑнчӗ, вара кил хуҫипе сывпуллашрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Миша склада хупас пирки Ревер патне Хусана тухса кайнӑ, анчах унта вӑл хуҫипе курнӑҫайман.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней