Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑхӗнчен (тĕпĕ: хуҫалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1929 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗнче Нюксеница ялӗнчи 23 хресчен хуҫалӑхӗнчен тӑракан «Прожектор» пӗрремӗш коммунӑна йӗркеленӗ.

9 февраля 1929 года организована первая коммуна «Прожектор» в составе 23 крестьянских хозяйств села Нюксеница.

Нюксеница районӗ // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9D%D1%8E%D ... 0%BD%D3%97

килти кайӑксен каяшне харпӑр хӑй хуҫалӑхӗнчен кӑлармалла мар: малтан биотермика мелӗпе сиенсӗрлетмелле;

Помоги переводом

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Хӑйӗн хуҫалӑхӗнчен урӑх ниме те пӗлесшӗн ҫунман Лавр ҫакна йӑлтах курсан та курмӑш пулчӗ.

Помоги переводом

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Улпут хуҫалӑхӗнчен леререхре, таҫта чугун ҫул районӗнче, ракетӑсем ҫутӑла-ҫутӑла хӑпараҫҫӗ.

За поместьем, где-то в районе железной дороги, взвивались ракеты.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫавӑнпа та ял ҫыннисен кашни хуҫалӑхӗнчен 300-шер тенкӗ пухма тытӑнма тивет.

Помоги переводом

Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28

Вӗсен хуҫалӑхӗнчен мӗн усси пур?

От ихнего хозяйства какая прибыль?

5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Киштекре ҫӗр ытла кил-ҫурт хуҫалӑхӗнчен халӗ пурӗ те ик теҫеткене яхӑн кӑна тӑрса юлнӑ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хӑй Прасковья Васильевна куна кӑмӑлласах йышӑнать, анчах халлӗхе пурнӑҫлама май килмен пӗр услови лартать иккен — сухалама юрӑхсӑр виҫ ҫӗр гектар ҫӗре Черемшанкӑ хуҫалӑхӗнчен кӑларса пӑрахчӑр, тет иккен вӑл.

Сама Прасковья Васильевна как будто шла на это с охотой, но ставила одно непременное и пока невыполнимое условие — пусть, мол, с черемшанекого хозяйства спишут триста с лишним гектаров негодной непахотной земли.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Татариновсен патне алла тытнӑ чечекпех пытӑм та, ку вара мана самай иментерчӗ: Энскӑри сад хуҫалӑхӗнчен Петькӑпа иксӗмӗр левкойсем тататтӑмӑр та вӗсене эпир ҫупкӑм-ҫупкӑмӑн туса спектакльсем иртнӗ хыҫҫӑн пилӗкшер пуса сутаттӑмӑр, ҫавӑнтан вара эпӗ алла чечек тытса пӗрре те урам тӑрӑх иртмен.

Я шёл к Татариновым с цветами в руках, и это было как-то неловко: с тех пор как мы с Петькой таскали левкои в энском садоводстве и после спектакля продавали их публике за пять копеек пучок, я не ходил по улицам с цветами в руках.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗтӗм хуҫалӑхӗнчен ун, значӑт, пӗр чӑх ҫеҫ пытанса юлнӑ.

От хозяйства от всего оказалась у ней одна курица, значит.

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Юра Вариков чӑтайман — вӑрман хуҫалӑхӗнчен юр тӗкекен трактор тупса килнӗ.

Помоги переводом

«Ывӑлӑм, шӑнтнӑ пулӑ пек, юр айӗнче 3 эрне выртрӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

13. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ тумтирӗм аркине силлерӗм те каларӑм: ҫак сӑмаха тытман кирек хӑш ҫынна та Турӑ ҫапла силлетӗр, унӑн килӗ-ҫуртӗнчен те, хуҫалӑхӗнчен те ҫапла силлесе илтӗр те, вӗсем пуш-пушӑ юлччӑр! терӗм.

13. И вытряхнул я одежду мою и сказал: так пусть вытряхнет Бог всякого человека, который не сдержит слова сего, из дома его и из имения его, и так да будет у него вытрясено и пусто!

Неем 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней