Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушӗччӗ (тĕпĕ: хуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ лаборатори начальникне хам иккӗмӗш хут тӗрӗслев тума шутлани ҫинчен каланӑ пулӑттӑм, вара вӑл синтетика группине мана иккӗмӗш тӗрӗслев валли мӗн кирлине татах илсе пырса пама хушӗччӗ».

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн ирӗкӗ пулсан, вӑл ӑна, ҫав ютенӗ карчамаса, шалча ҫине лартӑччӗ, алли-урине касса пӑрахма, куҫне чавса кӑларма хушӗччӗ

Помоги переводом

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ырханни ырхан та ӗнтӗ, йӗркеллӗ ҫисен, хушӗччӗ ӳт.

Правда, худовата малость, но при хорошей еде наесть тело недолго.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫамрӑк, вӗҫкӗн ҫынпа ҫӳресси — урӑх ӗҫ, анчах Ольга инкӗшӗ ҫапах ним те каламан пулӗччӗ: вӑл, яланах сӑпайлӑскер, урӑх йӗрке тунӑ пулӗччӗ: ҫав каччӑпа пӗрле хӑй те ҫӳреме кайӗччӗ, е кама та пулин урӑххине ҫӳреме хушӗччӗ, вара лешин Ольгӑпа уҫӑлса ҫӳресси хӑй тӗллӗнех пӗтнӗ пулӗччӗ.

Гулять с молодым человеком, с франтом — это другое дело: она бы и тогда не сказала ничего, но с свойственным ей тактом, как-нибудь незаметно установила бы другой порядок: сама бы пошла с ними раз или два, послала бы кого-нибудь третьего, и прогулки сами собою бы кончились.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней