Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗнӗ оборудование лапароскопла хутшӑнусем ирттерме палӑртнӑ, ун чухне врачсем пысӑках мар хушӑксем витӗр ӗҫлеме пултараҫҫӗ.
Кармаскалӑ районӗн тӗп больници лапароскоп операцийӗсем валли аппарат илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3470932
Тимка сад пахчине кӗмелли вӑрттӑн шӑтӑксем, хушӑксем туса пӗтернӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӗсене лайӑх хуплаштарнӑ пулин те, шыв юхмалли вырӑнсенче хушӑксем тӑрса юлнӑ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.
«Хумсем» сӑмах тӗттӗм мӗлкере выртать, «ҫинче» — мӗлкепе ҫутӑ чиккинче, пӗтӗмлетӳллӗ «чупакан» вара ҫиҫкӗнсех ялкӑшать, — ылтӑнланӑ хушӑксем те палӑраҫҫӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Курӑк палӑрмаллах сайралчӗ, типӗ тӗмсемпе витӗннӗ салху, пӑчӑ пуш хир тӳремлӗхе куҫса пыни уҫӑмлӑнах сисӗнет; сӑрӑ чуллӑ тӗмескесем, тип варсемпе хушӑксем ытларах та ытларах, — вӗсенчен нӳрлӗхпе ҫӗр шӑрши кӗрет; пӗччен йывӑҫсем хуралҫӑ евӗрлӗ; тӗпӗсемпе-аркисемпе ҫӗр-ҫӗр хӑлаҫа тӑсӑла-тӑсӑла тӑвалла улӑхнӑ чухне сӑртсем пире утсене туртса чарма хистеҫҫӗ.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ылтӑн тӗслӗ хушӑксем ҫухалчӗҫ, вулӑсем ҫинче, ҫӗр ҫинче каҫ ӗнтрӗкӗ умӗнхи вӑрӑм мӗлкесем выртаҫҫӗ, кӑкӑрӗ патакпа ҫапнӑ хыҫҫӑнхилле сурать.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Сахалтан та икӗ сехет хушши вӑл лаша чӗрни валли юрӑхлӑ ҫул чӑтӑмлӑн шырарӗ, тупрӗ те — утне вӑрман ҫулҫисен улӑпла шереписемпе тулнӑ янкӑр ҫутӑ хушӑксем тӑрӑх сиккипех хӑваларӗ; малта ҫутӑ сывлӑшӑн симӗс катисем пулмалла.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Шыҫса, юнланса пӗтнӗ куҫӗсем вырӑнӗсенче кӑшт уҫӑ хушӑксем палӑрчӗҫ.На месте заплывших кровоподтеками глаз у него обнаружились щелки.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Пӳлӗме уҫӑ сывлӑш тӑрпа витӗр, стенасенчи тата урайӗнче хушӑксем витӗр кӗрет.Свежий воздух проникал в дом через дымоход, через щели в стенах и в полу.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Хушӑксем хушшипе шыв шала сӑрхӑнса кӗнине сиссен, эпӗ хам мӗн пултарнӑ таран япала чике-чике мӑкларӑм.Заметив, что вода начинает просачиваться сквозь мелкие щели, я, как мог, законопатил их.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Мал енчи купара — брустверта — хушӑксем — пемелли шӑтӑксем (бойницӑсем) тунӑ.В переднем валу — бруствере — делались узкие щели — бойницы.
Окопсем, пралук, пулеметсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Хӗвелӗн юлашки ҫуттисем вӑрманти хушӑксем витӗр тухса ҫап-ҫутӑ ҫутатаҫҫӗ, ҫӗмрӗк карапӑн чечексемпе хупланнӑ ҫийӗ ҫинче хаклӑ йышши чулсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ.
XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Вӗсем цирк стени ҫумӗнче хушӑксем тупатчӗҫ те ҫав хушӑксенчен патаксем чиксе Бебие вӑрҫтаратчӗҫ.Они находили в стене щели, просовывали туда палки и дразнили Бэби.
Беби-парикмахер // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Пӗлӗт татӑкӗсем кӗренленчӗҫ, унтан, хӗрелсе кайса, йӑлтӑртатса тӑракан ҫӳхе ылттӑн ҫурхах пек пулса тӑчӗҫ, вара унччен хуп-хура выртакан ту сасартӑк йӑмӑх ҫутӑпа ҫуталса кайрӗ; унпа пӗрлех сӗм вӑрмансемпе витӗннӗ сӑртсем те, кӗл тӗслӗ кӑвак лавӑсем хушшисенче кичемлӗн хуралса выртакан тӗпсӗр хушӑксем те, чечекленекен тӑвайккисем те курӑнакан пулчӗҫ.
XI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Тӑвӑл ахӑрашрӗ, ҫиҫӗм приёмнӑй пӳлӗме ҫине-ҫине хӑрушшӑн ҫутатрӗ, аслати сасси пӗтӗм ҫурта кисрентерчӗ, ҫумӑрпа пӑр шавлани илтӗнчӗ, ҫурҫӗртен вӗрекен ҫил алӑксем витӗр, чӳречесем витӗр, мӗнпур хушӑксем витер шӑхӑрса вӗрет.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара сӑрт ҫинчи ҫарансем, хушӑксем тӑрӑх темле хурлӑхлӑ сасӑ янӑраса кайӗччӗ, Карпат сасартӑк тӗттӗмленсе, пушанса юлнӑ пулӗччӗ!
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пулӑшма пыракан танксене иртме условнӑй хушӑксем хӑварса, ротӑсен командирӗсем ман патӑма пуҫтарӑнчӗҫ.Оставив условные проходы для танков поддержки, командиры рот собрались ко мне.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кунта пулнӑ вӑл пусмӑрлама ӗмӗтсӗрленекенсене канӑҫ паман хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле тата хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле тухмалли темле сарӑмсӑр, куҫа курӑнман хушӑксем, темле хапхасем, ҫакӑнта ӗнтӗ тӗрлӗ пусмӑрлакансем — Чингис-Ханӑн тӑхӑмӗсенчен пуҫласа Краснов генералӑн улталаннӑ юлан учӗсем таранах — аскӑн киленӳпе антӑхса пырса кӗрсе каялла таврӑнаймасӑр пуҫӗсене ҫинӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Таҫта лере, хупӑ чӳречесем хыҫӗнче, пурнӑҫ йӑшӑлтатса хусканкалать, анчах уҫӑ сас та, юрӑ та, макӑру та хӗсӗнсе тухаймаҫҫӗ ансӑр хушӑксем витӗр.
6 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Кӑнтӑрлах ҫутӑ ансӑр хушӑксем витӗр ҫеҫ юхса кӗрсе, урайӗнче чӗтресе тӑчӗ.
2 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
- 1
- 2