Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Элеги» пин-пин экземплярпа ҫапӑннӑ та темиҫе сехет хушшиех сутӑнса пӗтнӗ.Тысячи экземпляров этой «элегии» были раскуплены за несколько часов.
3 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.
Мускава туртса илсен, вырӑссем нумай вӑхӑт хушшиех ҫапӑҫас ҫук.
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫак хӗрлӗ баржа мана пит интереслентеретчӗ, вӑл мӑка сӑмсипе пӑтранчӑк шыва чавса пынине эпӗ пӗр сехет хушшиех куҫа илмесӗр пӑхма пултараттӑм.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унсӑр пуҫне, вӑл вунӑ сехет хушшиех кая юлчӗ вӗт-ха.
ХLIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗсем пӗри те сеттльментри тӗп халӑх шутне кӗмен пулин те, вӗсен дуэлӗ ҫинчен тӑхӑр кун хушшиех калаҫнӑ.
XXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫапах та вӑл Беккие шанчӑк пама тӑрӑшнӑ, анчах, вӗсем пӗр ӗмӗр хушшиех пӑшӑрханса кетсе тӑрсан та, сасӑсем урӑх илтӗнмен.
31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1