Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушши сăмах пирĕн базăра пур.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Наркотиксем упранишӗн айӑпланӑ май нумай вӑхӑт хушши Леннонсем умӗнче Пӗрлешӗннӗ Штатсенчен кӑларса ярас хӑрушлӑх тӑнӑ.

Продолжительное время Ленноны находились на грани высылки из Соединённых Штатов в связи с обвинениями по делу о хранении наркотиков.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Ҫапӑҫу хирӗсенче пирӗн Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе пуҫне хунӑ салтаксене пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑрса чысланӑ.

Почтили минутой молчания всех воинов, павших на полях сражений, защищая нашу Родину.

Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен кунӗ Йӑлпӑлак ялӗнче митинг иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-3657270

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 1941 — 1945 ҫулсенчи йывӑрлӑхсене ҫамрӑк ҫулсенче тӳссе ирттернӗ ватӑ ҫынсемшӗн, ҫитменнине тата тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене фронтсенче ҫухатма тивнисене, паллах, Украинӑри паянхи событисем, икӗ ҫул хушши ятарлӑ ҫар операцийӗ тӑсӑлаканскерсем, чӗрине ыраттараҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Эльба ҫинче вӑл 9 уйӑх та 21 кун хушши пурӑннӑ, ун хыҫҫӑн нарӑсӑн 26-мӗшӗнче утрав ҫинчен Францие каҫнӑ (Ҫӗр кун пӑх).

Он находился на Эльбе в течение 9 месяцев и 21 дня, после чего переправился с острова во Францию 26 февраля (см. Сто дней).

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Каярах, 1399 ҫулта, Пизӑна Миланри Висконти ҫемьене сутнӑ, утрава вара Пьомбинори Аппиано йӑхӗ туяннӑ, ҫапла май вӑл икӗ ӗмӗр хушши вӗсен аллинче пулнӑ.

Позже, в 1399 году Пиза была продана семье Висконти из Милана, остров был приобретён родом Аппиано из Пьомбино, который владел им в течение двух столетий.

Эльба (утрав) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D0%BB%D ... %B0%D0%B2)

Фильмра каярах VI Георг патша пулса тӑракан Альберт принц пирки каласа кӑтартнӑ, тытӑнчӑклӑ калаҫнипе вӑрах вӑхӑт хушши вӑл мӗнле кӗрешнине кӑтартса панӑ.

В фильме рассказана история принца Альберта – будущего короля Георга VI – и показана его длительная борьба с заиканием.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Чылай вӑхӑт хушши утрав Ҫурҫӗр тинӗсӗнче ҫаратса ҫӳрекен пиратсен хӳтлӗх вырӑнӗ пек шутланнӑ.

Долгое время остров считался убежищем пиратов, промышлявших в Северном море.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Кайран вара вӑл таврӑнасса икӗ уйӑх хушши кӗтнӗ.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Петр Петрович пукан ҫине йывӑррӑн усӑнса ларнӑ та пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те чӗнмен.

Помоги переводом

5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вӑл ывӑнма пӗлмен, анчах ӗҫ хыҫҫӑн пӗччен хваттерне аран-аран кӑна ҫитсе ӳкнӗ те пӗр-икӗ сехет хушши тӑраймасӑр выртнӑ, аллине час-часах чӗри тӗлне тытнӑ…

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Авланиччен виҫӗ ҫул хушши пӗчченех пурӑннӑ пӳртре халь пӗр ҫӗр каҫма та хӑрушӑ пек туйӑннӑ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Нумай вӑхӑт хушши вӑл Шупашкарти поликлиникӑра фельдшер пулса ӗҫленӗ, вӑтӑр иккӗ тултарсан авланнӑ.

Помоги переводом

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вара вӑл пӗр вӑхӑт хушши чӗнмесӗр ларчӗ те ҫапла ыйтрӗ.

Помоги переводом

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

— Тӑхӑр ҫул хушши лагерьсенче ирттертӗм.

Помоги переводом

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Вара вӑл каллех вунӑ ҫул хушши колхоз председателӗнче, тепӗр пилӗк ҫулне — ял Совет председателӗнче ӗҫлерӗ.

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Хура Тимӗр икӗ эрне хушши урама тухса курӑнмарӗ…

Помоги переводом

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Старик ҫавах лӑпланман, вӑл ялтан тухса кайнӑ та тӑватӑ уйӑх хушши таҫта ҫухалса пурӑннӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ ӑна вуникӗ ҫул хушши инҫетри ҫӗршывсенче хам чӗрере илсе ҫӳрерӗм, анчах халь, хӑйне куҫпа курма тӳр килсен, ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм…

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Килӗнче ӑна, вуникӗ ҫул хушши инҫетри ҫӗрсенче ҫӳренӗскере, арӑмӗ те, вуникӗ ҫулхипе вунтӑватӑ ҫулхи ывӑлӗсем те палласа илеймен…

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе те телеграмма илчӗ вӑл, анчах ун хыҫҫӑн чылай вӑхӑт хушши Вальӑран пӗр хыпар та пулмарӗ.

Помоги переводом

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней