Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушасси (тĕпĕ: хуш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫав минутсенче эпӗ унӑн вӑрҫӑри паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшламан, корреспондентсене чӗнсе илсе вӗсене хаҫатра ун пирки страниципех ҫырса кӑларма хушасси ҫинчен те шухӑшламан, хамӑн должноҫ тӑрӑх манӑн ҫавӑн пек тумалла пулнӑ пулин те…

Помоги переводом

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗтрие хӑйӗн пуҫлӑхӗ мӗн хушасси самай пуҫа ваттарчӗ.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Халӗ ҫемьере йыш хушасси пирки шутламалли лайӑх вӑхӑт.

Сейчас удачное время задуматься о пополнении в семье.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чи пысӑк ӗмӗчӗ вара — Микулайпа хӑйӗнпе тӗл пулса, — ан тив, ҫын ҫинче ҫеҫ пултӑр, — шӳт пек, мӗн пек-и унта, йӑл-ял ҫиҫсе пӗр-ик сӑмах хушасси.

А самая большая мечта — встретиться с самим Николаем, — пусть хоть и на людях это произойдет, — пусть в шутку, хоть как-нибудь, перекинуться счастливо улыбаясь парой слов.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урӑхла ӗҫ хушасси пирки валтан ҫӑвар та уҫман.

Насчет другой какой работы речи не было.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӗрӗн пӗр кӑмӑл, пӗр кӑмӑл, пӗр кӑмӑл пулнӑ — аякран та пулин Ухтивана курасси, майӗ пулсан — унпа сӑмах хушасси.

Одно-единственное желание сейчас у девушки — видеть, видеть его, а при случае — поговорить, перекинуться словечком.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах укҫа хӑй патнех туртать: хуҫан шухӑш — мул ҫумне мул хушасси, ӗҫе кӗнин — ытларах ӗҫлесе тупса, хырӑма тӑрантасси.

Помоги переводом

Пӗри пуять — тепри пӗтет // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Митингласси мар, хушасси?

Не митинговать, а распоряжаться?

16 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Юн хушасси ҫеҫ юлчӗ, — терӗ хирург.

Помоги переводом

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Ырри ҫумне, мекӗрлене-мекӗрлене, тата тепӗр ырри хушасси уншӑн — суялӑх, вӑхӑта харам ирттерӳ, тытса пӑхма май ҫук тӗтрелӗх.

Прибавлять к хорошему еще что-то хорошее для него — ложь, пустая трата времени, нечто неосязаемое.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Апла пулсан манӑн сире карцера ҫӗнӗрен лартса, сирӗн шухӑшӑр улшӑничченех тытма хушасси ҫеҫ юлать.

— В таком случае мне придется распорядиться, чтобы вас вернули в карцер и держали там до тех пор, пока ваше решение не переменится.

VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Ҫак операцие пурнӑҫа кӗртме Люба Нестеровӑпа Леля Егоровӑна хушасси ҫинчен сӑмах пуҫласан, Драницын ыйтрӗ:

Когда речь зашла о том, чтобы поручить выполнение этой операции Любе Нестеровой и Леле Егоровой, Драницын спросил:

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Хӑй епле майпа авторитетлӑ «пуласси», ӗҫе тума ҫынсене мӗнле сасӑпа хушасси ҫинчен Авдотья нихҫан та шухӑшламан.

Авдотья никогда не задумывалась над тем, как «создать» себе авторитет и каким тоном отдавать приказание.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл халех паштетсем, соуссем хатӗрлеме хушасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ, офицер господасем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхкаларӗ; лешсем хӑйсем те ӑна ытларах хисеплеме пуҫларӗҫ, кӑна вӑл вӗсен куҫӗсенчен тата пуҫ тайнӑ евӗр хуҫкаланкаласа илнинчен туйса тӑчӗ.

Он заранее заказывал в голове своей паштеты и соусы, посматривал очень весело на господ офицеров, которые также с своей стороны как-то удвоили к нему свое расположение, что было заметно из глаз их и небольших телодвижений вроде полупоклонов.

Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Вара хушасси вырӑнне кӑларасси пулса тӑрать.

И вместо сложения получится вычитание.

Иккӗшӗ шурӑ, виҫҫӗмӗш — юр пек // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 41–44 с.

Хамӑр ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленес пулсан, эпӗ вӗсенчен кашни вунӑ ҫынран пӗрне ҫакма хушасси ҫинчен шутламаҫҫӗ те-ха вӗсем.

Они не думают о том, что в случае удачи я прикажу вешать десятого из них.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хахай хӑйӗнчен Лозневой партипе комсомола ылханма хушасси ҫинчен аса илтерсен, Ерофей Кузьмич ахӑлтатса кулса ячӗ.

Когда же Хахай высказал предположение, что Лозневой потребует отречения от партии и комсомола, Ерофей Кузьмич даже захохотал.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эсир — пирӗн пуҫлӑх, сирӗн ӗҫӗр — пире хушасси, пирӗн ӗҫ — сире итлесси.

Вы наш начальник, ваше дело приказывать, наше — повиноваться.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл Штольц хӑварнӑ кӗнекесене мӗнле «ӑна вулама хушасси» ҫинчен, ӑна кашни кунах хаҫатсем вулаттарса ҫӗнӗ хыпарсем калаттарасси ҫинчен, яла ҫырусем ҫыртарасси ҫинчен, имение урӑхлатмалли плана туса пӗтерттересси ҫинчен, ют патшалӑха кайма хатӗрлеттересси ҫинчен ӗмӗтленчӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл Ольга умӗнче тӗлӗреймӗ; Ольга ӑна тӗллев кӑтартӗ, вӑл мӗне юратма пӑрахнине пурне те каллех юраттарӗ, Штольц, таврӑнсан, Обломова паллаймӗ те.

Она мечтала, как «прикажет ему прочесть книги», которые оставил Штольц, потом читать каждый день газеты и рассказывать ей новости, писать в деревню письма, дописывать план устройства имения, приготовиться ехать за границу, — словом, он не задремлет у нее; она укажет ему цель, заставит полюбить опять все, что он разлюбил, и Штольц не узнает его, воротясь.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эпир унпа пӗрне-пӗри часах ӑнланса лайӑх юлташлантӑмӑр, мӗншӗн тесен туслашма пултараймастӑп эпӗ: икӗ тусран пӗри кирек хӑҫан та теприн чури пулать, хӑйсем акӑ, ҫавӑн чури пултӑм-ха, тенипе килӗшеҫҫӗ пулсан та: — эпӗ чура пулма пултараймастӑп, хушма ку яхӑнта халӑм ҫук, хушасси — ывӑнтаракан ӗҫ, мӗншӗн тесен унпа пӗрлех тата улталасси те пулать; питех кирлӗ пулсан, манӑн тарҫӑсем те, укҫам та пур!

Мы друг друга скоро поняли и сделались приятелями, потому что я к дружбе неспособен: из двух друзей всегда один раб другого, хотя часто ни один из них в этом себе не признается; рабом я быть не могу, а повелевать в этом случае — труд утомительный, потому что надо вместе с этим и обманывать; да притом у меня есть лакеи и деньги!

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней