Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хутӗнчех (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна кашни хутӗнчех ҫулӑм-кӑварлӑ Ҫеҫпӗл чӗнет, йыхрав ярать, хӑй халӑхӗн кун-ҫулне, сӑнне, кӑмӑлӗпе чӗрине уҫса парать.

Помоги переводом

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Кирек хӑш вӑхӑтра та хастарлӑхӗпе тата теветкеллӗхӗпе пире хавхалантаракан ҫак ҫыннӑн ятне кашни хутӗнчех ырӑпа аса илетпӗр.

Помоги переводом

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Анчах кашни хутӗнчех патша тата пысӑкрах ҫар пухса каялла таврӑннӑ та пӑлхавҫӑсене е чеелӗхӗпе, е тата ултавлӑхӗпе ҫӗнтернӗ.

Помоги переводом

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни хутӗнчех асли те, кӗҫӗнни те, ырлӑх кӳрекенни те, хурлӑх кӳрекенни те нумай.

Помоги переводом

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Столовӑйӗ — гостиницӑн аялти хутӗнчех.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Акӑ мӗн, — шухӑшласа тӑрсан хуравларӗ Давенант, — выляма кайсанах, малтанхи хутӗнчех, эсир, тархасшӑн, ҫак ылтӑн укҫана пӗрле илӗр те ӑна хӑвӑрӑн ставка шӑпипе пӗрлештерӗр.

— Вот что, — подумав, сказал Давенант, — в первый же раз, как вы отправитесь играть, возьмите, пожалуйста, эту золотую монету и присоедините ее к судьбе ваших ставок.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Де-Местр, пурнӑҫӗн пысӑк пайне ҫын хӑйне хӑй вӗлереслӗхе тӗпчессине халалланӑскер, пӗр вӑхӑт журналистсен, хӗрарӑмсен, влаҫсен, полицин вӑрттӑн ҫыннисен тапӑнӑвне тӳссе ирттерчӗ; вӑл кашни хутӗнчех ӗҫ чӑннипех арпашуллине кӑтартрӗ, хӑй вара хӑйсем ҫине алӑ хуру гипотези тӗрӗсси енне туртӑнчӗ.

Де-Местр, посвятивший значительную часть жизни изучению самоубийств, подвергался некоторое время осаде журналистов, дам, властей и подставных, от полиции, личностей; он каждому указывал на явную запутанность дела, хотя сам про себя склонялся к гипотезе самоубийства.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Хуҫа мана темиҫе хутчен те калама чарчӗ, кашни хутӗнчех вӑл хӑй ҫиленсе тарӑхнине систерчӗ.

Хозяин несколько раз прерывал мой рассказ возгласами негодования.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Епле пулсан та, король мана хай патне кӗмешкӗн ирӗк пачӗ пулсан, ҫакӑн пирки хам мӗнле шухӑшлани ҫинчен эпӗ ӑна май килнӗ пӗрремӗш хутӗнчех суймасӑр каласа паратӑп.

Но его величество соизволил предоставить мне свободный доступ к его особе, и я воспользуюсь первым удобным случаем, чтобы подробно изложить ему мое мнение об этом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Каярахпа вӑл ман пата час-часах кӗме пуҫларӗ, кашни хутӗнчех эпӗ сывлӑхлӑ пулнишӗн хӑй савӑнни ҫинчен каласа паратчӗ, манран вӑл эпӗ хамӑн пурнӑҫӑн юлашки кунӗчченех Англире пурӑнма шутланипе шутламанни ҫинчен ыйтатчӗ, тепӗр икӗ уйӑхран хӑй Ост-Индине тухса кайма шутлани ҫинчен каласа паратчӗ.

Затем он участил свои посещения, не раз выражал радость, что видит меня в добром здоровье, спрашивал, окончательно ли я решил не покидать Англию, толковал о своем намерении через два месяца отправиться в Ост-Индию.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑйне палласа ан илччӗр тесе вӑл кашни хутӗнчех пичӗ ҫине тӗрлӗрен усси е сухал ҫыпӑҫтарнӑ.

Чтобы его не узнали, он всякий раз наклеивал себе другие усы и бороду.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ашкӑнса тарӑхтарнӑшӑн сарайне хупса лартсан кашни хутӗнчех вӑл пӗр-пӗр йывӑҫ татки илет те кулӑшла кӗлетке касса кӑларать.

Всякий раз, когда Эмиля запирали в сарае после очередной шалости, он вырезал из подходящего брусочка какую-нибудь смешную фигурку.

Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— Кайӑк тытакансем мӗншӗн сана малтанхи хутӗнчех тытаймарӗҫ?

— Почему птицеловы не поймали тебя в первый раз?

Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

— Кашни хутӗнчех эсӗ пире чӑн вилӗмрен ҫӑлса хӑваратӑн.

— Каждый раз ты спасаешь нас от верной гибели.

XXX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Манӑн челнок, хӑйӗн ирӗкӗпе пыраканскер, чӑнкӑ тата ҫӳлӗ тӳпесенчен тӑрса, кашни хутӗнчех айлӑмалла анма тӑрӑшать.

Челнок, предоставленный самому себе, ловко лавировал, всякий раз выбирал долины, избегая крутых склонов и высоких вершин.

XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Анчах кашни хутӗнчех сасӑсем лӑпланса, тавлашусем чарӑнатчӗҫ.

Однако голоса стихали, и ссора прекращалась.

XXIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл, хӑйӗн кортикне ҫапӑҫу хирнех пӑрахса хӑварса вилес пек сехӗрленнӗскер, часрах тарас тесе, хӳме ҫине чӑрмаланса хӑпарать, кашни хутӗнчех персе анать.

Бросив свой кортик на поле сражения, он, полный смертельного ужаса, карабкался на частокол, чтобы удрать, и все время срывался.

XXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Кухньӑран таврӑннӑ май кашни хутӗнчех сӗтел патӗнче вӑл кӑшт ытларах чарӑнса тӑрать.

Каждый раз, возвращаясь из кухни, она чуть дольше, чем требуется, задерживается у стола.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

— Отлив кашни хутӗнчех ӑна кӗреҫе пек чавать, — терӗ.

— Отлив углубляет его всякий раз, как лопата.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ ун патне кухняна кӗрсен, кашни хутӗнчех хӗпӗртетчӗ.

Всякий раз радовался, когда я заходил к нему в камбуз.

X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней