Поиск
Шырав ĕçĕ:
Андрей сайра хутра малтанхи арӑмне аса илкелерӗ, анчах ҫав асаилӳсем халь ӗнтӗ малтанхи пекех чӗрене касса ыраттарми пулчӗҫ.Андрей изредка вспоминал о первой жене, но воспоминания уже не приносили прежней режущей боли.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Чурасем пурте яланах пӗр евӗрлӗ пулнӑ, вӗсем яланах пӑхӑнса пурӑннӑ, вӗсене яланах начар ҫитернӗ, вӗсем, хӑйсене ӗҫлеттерекенсене хӑш чухне турӑсем вырӑнне хурса, час-часах ылханса, сайра хутра хӑйсен хуҫисемпе хирӗҫленсе, ӗмӗрех тӗлӗнмелле те илемлӗ япаласем тунӑ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Сайра хутра вӑл, пӗлӗтелле пӑхса: — Эх!.. Ырӑ-ҫке! — тетчӗ, ассӑн сывласа илсе.Изредка он с глубоким вздохом говорил, глядя в небо: — Эх!.. Хорошо!
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ачасем хӑйсенчен вӑйсӑртарах, вӑтанакан Тимкӑна час-часах кӳрентеретчӗҫ, вӑл вара урама та сайра хутра ҫеҫ тухкалать.Мальчишки частенько обижали малосильного, застенчивого Тимку, и он редко появлялся на улице.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Девяткин хӑйне, Санькӑн чи ҫывӑх юлташӗ тесе шутланӑ пулин те, хӑть мӗн пулсан та «Эпир Коншаковпа» теме юратнӑ пулин те, Санька ун шухӑшӗпе сайра хутра ҫеҫ килӗшнӗ.
5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн тусӑмсем, ҫак сайра хутра тӗл пулакан сорта, Егор Платонович ӳстернӗскере, лайӑх пӑхса усрӑр, ан ҫухатӑр.Берегите, друзья мои, этот редкий сорт, выращенный Егором Платоновичем, не дайте ему потеряться.
1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тепӗр чухне этеме сайра хутра пулакан шухӑшлӑ кӗске самант ярса илет, ун пек чухне вара ӑна хӑй тахҫан пурӑнса ирттернӗ саманта тепӗр хут тӳссе ирттернӗ пек туйӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫӑварнире, мӑнкун эрнинче пӗтӗм ҫемье, Илья Ильич хӑй те, балагансене каяҫҫӗ, ярӑнма ҫӳреҫҫӗ; сайра хутра, ложа илсе, пӗтӗм йышӗпех театра кайкалаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку тахҫанах палӑрнӑ пулӗччӗ, Обломов дачӑра пурӑннӑ чух вӑл кӑшт палӑркалатчӗ те; анчах Тарантьев унтанпа сайра хутра тата ҫынсем пур чухне ҫеҫ килкелерӗ, ҫавӑнпа иккӗшин хушшинче хирӗҫӳ пулмарӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫапла, — калаҫма пуҫларӗ Обломов вӑраххӑн, тытӑнчӑклӑрах, — сайра хутра ҫеҫ курнӑҫас пулать; ӗнер каллех кил хуҫисем пирӗн ҫинчен калаҫма пуҫланӑ… килӗшмест ку мана…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепӗр чухне хупахран хаҫатсем илсе килетпӗр те, пиччеҫӗм сайра хутра сасӑпа вуласа парать… тата Ваничкӑн кӗнеке нумай.Газеты из трактира берем, так иногда братец вслух читают… да вот у Ванечки много книг.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сайра хутра ҫак улах вырӑна вак сутӑҫӑ килсе тухать те, решеткелле хӳме умӗнче чарӑнса, ҫур сехете яхӑн кӑшкӑрать: «Аҫтӑрхан арбузӗ, панулми!» — вара ирӗксӗрех мӗн те пулин илмелле пулать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Переброд ялӗ чиркӳ тӗлӗшпе урӑх ҫӗре ҫырӑннӑ тесе шутланать, тӗрӗсрех каласан, чиркӗвӗ ун хӑйӗн те пур-ха, анчах унта уйрӑм пуп тытма юрамасть, ҫакна кура вара кунта Кашкӑръелӗнчи таса атте ҫеҫ сайра хутра, типӗсенче те пысӑк уявсенче, киле-киле ҫаврӑнать.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Маларах ку мана, кирлӗ пулсан, ҫапла тума пулать, ҫакӑ пирен хутшӑнӑвӑн тӗрӗс, ултавсӑр вӗҫӗ пулӗ, тенӗ пеклӗнрех туйӑнса тӑратчӗ, вӑл та пулин сайра хутра кӑна.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кил хуҫи арӑмӗ хӑйӗн ҫемйипе кайри икӗ пӳлӗмре, пиччӗшӗ ҫӳлти хутра, «светелка» тенӗ пӳлӗмре пурӑнать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Курасса куркаларӗ, анчах сайра хутра ҫеҫ, ӑна та тӳшек ҫинче выртнӑ чух кӑна.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Иртнӗ ҫул Колпинӑра пулнӑ та, ак ҫак ращара сайра хутра пулкалатпӑр.В прошлом году были в Колпине, да вот тут в рощу иногда ходим.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хӑшпӗр ҫӗрте кӑна, сайра хутра, Ольга куҫӗсем ялкӑшса илеҫҫӗ, Саsta diva кӗвви янӑрать, васкавлӑн чуптуни пулкалать, вара каллех ӗҫленӗ ҫӗре каймалла, хулана каймалла, вара каллех — приказчик е шут шӑрҫисем шаклатни.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эхер те вӑл Обломовӑн чӗринчи пытанса юлнӑ ӗлӗкхи йӗрсене: кӑштах ывӑннипе, кӑштах палӑракан ыйхӑлӑха асӑрхасан, — Ольга унӑн чунне шалтанах курма пӗлет, — вал ӑна ӳпкелешет, сайра хутра ҫак ӳпкевре ӳкӗнни те, хӑй йӑнӑш тӑвасран хӑрани те хутшӑнса каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Куҫхаршийӗсем унӑн куҫӗсене илем парса тӑраҫҫӗ; вӗсем пӗкӗ пек авӑнчӑк мар, пӳрнепе чӗпӗтсе пӗтернӗ ҫип пек, куҫ тавра ҫинҫе йӗрпе ҫаврӑнса тӑмаҫҫӗ — ҫук, ун куҫхаршийӗсем сарӑ, кӑпӑшка та икӗ тӳрӗ йӑрӑм пек, сайра хутра ҫеҫ вӗсем пӗр виҫере пулаҫҫӗ; пӗри тепринчен кӑшт ҫӳлӗрех, ҫавна пула куҫхарши айӗнче пӗр пӗркеленчӗк йӗр пур, ҫав йӗр темӗн каланӑ пек, унта шухӑш пулнӑ пек туйӑнать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956