Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хутмалла (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вуттине те ҫурмалла, Кӑмака та хутмалла.

Помоги переводом

Санюкпала Михала // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 17 с.

Иртенпе кӑмака хутмалла, пӗлӗм, икерчӗ пӗҫермелле.

Помоги переводом

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи хӑрушши — ир тӑрсан, каллех кӑмака хутмалла.

Помоги переводом

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Хутса ӑшӑтма та хулари ҫуртсем пекех, вӗри шывпа, хутмалла.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Хӑҫан та пулин хутмалла пулӗ…

Когда-нибудь они ее все равно протопят…

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пирӗн планета ҫинче те ҫавӑн пек пулас пулсан, кӑнтӑрла уҫӑ сывлӑшра кӗпе вӗҫҫӗн ҫӳремелле, каҫхине ӑшӑ кӗрӗкпе чӗркенмелле пулӗччӗ, пӳртсенче те ҫулталӑкӗпех кӑмака хутмалла пулнӑ пулӗччӗ.

Будь так у нас, днем можно было бы ходить на открытом воздухе в рубашке, а ночью пришлось бы кутаться в теплую шубу и в домах топить печи круглый год.

Марс // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Хиртен ывӑнса таврӑнатӑн, кӑмакине хутмалла, апатне хатӗрлемелле.

Вернулся с поля, как ни устал, апечь топи и обед готовь.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Мунча хутмалла!

— Баню топить!

53 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Хутмалла, ҫутмалла, коридорта та, кухньӑра та урай ҫумалла, — макӑрас пек шутласа каланӑ Людмила Густавовна тӗттӗмре.

Отопление, освещение, мытье полов в коридоре и кухне, — перечисляла Людмила Густавовна в темноте плачущим голосом.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ӗмӗрте темен те курмалла пулнӑ; хӑш чух ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ Матвея хупахрап сӗтӗрсе килмелле пулнӑ, вӑл вӑрҫнине, хӗненине тӳсмелле пулнӑ, йӗнӗ чух куҫҫулне ҫынсенчен пытармалла пулнӑ, ирпе ирех тӑрса вут хутмалла, ачасене тӑрантармалла, вӗсен валли тумтир ҫӗлемелле, выҫлӑ-тутлӑ пурӑнмалла пулнӑ, типпе кӗрсен ҫылӑхран ӳкӗнмелле, чун ҫинчен шухӑшламалла пулнӑ.

Случалось тащить из кабака озверевшего Матвея, терпеть его брань и побои, да скрывать свои слезы от добрых людей, а поутру топить избу, кормить ребятишек, шить им одежду, питаться впроголодь, да когда придет пост, сокрушаться о грехах и быть в постоянном страхе за свою душу, за ее вечное мучение на том свете.

I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Лукашка амӑшӗ, хорунжи арӑмӗн хаяр пит-куҫне курсан, малалла калаҫма аван маррине сисет, ҫӗтӗкне шӑрпӑкпа тивертет те, ура ҫине тӑрса, ҫапла калать: «Мана ан пӑрах, амӑш, асра тыт ҫак сӑмахсене. Каяс-ха, хутмалла ӗнтӗ», — хушса хурать вӑл.

Лукашкина мать по строгому лицу хорунжихи видит, что дальше говорить неудобно, зажигает спичкой тряпку и, приподнимаясь, говорит: — Не оставь, мать, попомни эти слова. Пойду, топить надо, — прибавляет она.

V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Унсӑр пуҫне апат та пӗҫермелле, выльӑх-чӗрлӗх те шӑвармалла, мунча та хутмалла...

Кроме этого нужно и обед сварить, напоить и живность, и баню затопить...

Шыв тӑварлӑ куҫҫуле ҫаврӑнса юхать // Марина ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней