Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хутах (тĕпĕ: хут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗншӗн темиҫе хутах вара?

Помоги переводом

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Ҫӗр хутах ҫывӑраймасӑр ҫунса выртрӗ.

Помоги переводом

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукпа Дуся вырӑн ҫинче ҫӗр хутах калаҫса выртрӗҫ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашни сехетрех трала шывран туртса кӑлараҫҫӗ, кашни хутах пин килограма яхӑн пулӑ тухать.

Каждый час поднимается трал и приносит до тысячи килограммов рыбы.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Е правленире ҫӗр хутах лармалла.

Помоги переводом

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Эсӗ ху мӗншӗн ҫӗр хутах ҫӳретӗн тата?..

Помоги переводом

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кӗҫӗр ҫӗр хутах авӑн ҫапма тивет.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те пӳлӗмрен тухрӗ, карчӑкран Натюша хӑш больницӑна леҫнине ыйтса пӗлчӗ, вара ҫӗр хутах унта кайрӗ.

Помоги переводом

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Анук ҫӗр хутах ҫывӑраймарӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукпа Микула та ҫӗр хутах юнашар.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗр хутах шухӑшласа выртрӑм…

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эпӗ ҫӗр хутах ҫывӑраймарӑм.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ, «тен, халех (ҫӗр хутах манпа) пырӑн», тесе чӗннине илтсен, вӑл мӗн ӗмӗтпе йыхӑрнине ӑнланса Укка пӗтӗм кӗлеткипе ҫӳҫенсе илчӗ.

А когда сказал: «Может, прямо сейчас со мной и пойдешь», — Укка так и содрогнулась всем телом:

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эсӗ ҫӗр хутах таҫта кайма хатӗрленмен пуль те?

А ты часом на ночь глядя куда ни то собрался?

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Неушлӗ паҫӑрхи хутах?» — шухӑшлать Янтул сӗтел хушшинче чакаланса ларакан этем, кӗлетки ҫине кураймасӑр пӑхса.

«Неужели та самая давешняя бумага?» — думает Яндул, с ненавистью наблюдая за бездельником — помощником дьяка.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫав хутах пулчӗ пуль, ку, Малюк?

— Неужели та самая, Малюк?

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр кун ирех ӗҫе каймалла пулсан ҫӗр хутах шыв вӗретсе кӗпе-йӗм ҫуса тасатма та ӗлкӗрнӗ.

Даже если на следующей день нужно было вставать рано, успевал постирать одежду.

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вырсарни куна яла таврӑннӑскер, ҫӗр хутах кантура тухса утрӗ.

Вернувшийся в деревню на воскресенье, он вынужден был ночью же отправиться обратно в контору.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Каҫар, Тукай ӗмпӳ, ҫӗр хутах чӑрмантарас терӗм-ха.

Помоги переводом

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унччен те ҫакӑн пек хутах пулнӑччӗ — 1918-мӗш ҫулхи кӗркунне, — ӑнлантарчӗ Яковлев, хӑнасем хута вуласа пӗтерсен.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней