Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмах май, компани хӑйӗн ятне те уйрӑм тӗллевпе хатӗрленӗ пулнӑ: вӗсем роликлӑ тӑркӑчпа агрессивлӑ ярӑнассине кутӑн ҫавӑрса хурасшӑн (акӑлчанла: upside down) пулнӑ, роликлӑ тӑркӑчен пур пайӗсене те пӗрешкелли ҫине, вӗсене тепӗр компани кӑларнӑ пулин те, улӑштарма ма туса парасшӑн пулнӑ.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Колхозра пуҫлӑх туса хурасшӑн сана.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сана Мирун пичче вырӑнне колхоз председателӗн заместителӗ туса хурасшӑн, завхоз, урӑхла каласан.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Вӑл сирӗн хура маскӑна сывлама памасӑр хул калакӗ ҫине хурасшӑн!
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Картье кунта тепӗр хут 1541 ҫулта таврӑннӑ, вӑл ҫакӑнта тӗплӗ пурӑнмалли вырӑн туса хурасшӑн пулнӑ.Картье вернулся в 1541 году с целью создания постоянного поселения.
Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA
— Ҫӑл пиртен тепӗр хут ҫын туса хурасшӑн вӗт.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Хӗветӗр Хилипччӑ ял тавра ҫӑтмах туса хурасшӑн, ҫавна пула мар-и халь ачасен те ҫав ҫӑтмах пирки шутлама тивет.
Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Ку — электросварщик, — тепӗр аллине чанккама арҫын хулпуҫҫийӗ ҫине хурасшӑн пулчӗ, анчах пӗвӗ ҫитеймерӗ.
XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Но эп унта хамӑн ҫӗр тенке хурасшӑн мар, ӑна кам та пулин тупсан, вара мӗн?Но я не хочу положить туда свой сто рублей, если кто-нибудь найдет его, тогда что?
Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621
«Эпӗ ҫӗре, уй-хире ҫывӑх пуласшӑн, тӑван колхоза сад пахчи пек чечеклентерме ырми-канми вӑй хурасшӑн».
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Калаҫура е ҫырура вырӑс сӑмахӗсемпе вырӑнсӑр усӑ курнине те вӗсем тӑван чӗлхене пуянлатни вырӑнне хурасшӑн.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Стена ҫумӗнчи вӑрӑм сак ҫине ларсан эпӗ алсише юнашар хурасшӑн пултӑм та — ман алла темскер йӑштах тӑрӑнчӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫав хӑма ҫине икерчӗ таткаласа хурасшӑн ӑшаланса ҫӳретӗп, анчах хурӑн ҫине хӑпараймастӑп.
Икерчӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ула Тимӗр, тӑруках «кӗлте урапи пуслӑхӗпех» пусӑрӑнса илсе, тӳрех нимӗн те хуравламарӗ: таҫтан инҫех те мар катаран, шыв-шурлӑ иртнинчен, сулхӑн, хура ҫилсем вашлатса-«хашлатса» илчӗҫ тейӗн; тӗксӗм, шӗшкӗ кӑчки пек йӳҫек, амӑш евӗкӗсӗр ачалӑха «куракан» куҫӗсене вӗри куҫҫуль те хупласа хурасшӑн пулчӗ, вара каччӑ, чунне хытарса, хуравне ҫӑмӑлрах, чун кӗлекен япалапа сӑлтавлама шутларӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Васкарӗ Марине, амӑшӗ киличчен апат пӗҫерсе хурасшӑн пулчӗ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Атте Кайӑк ятлӑ хурасшӑн пулнӑ та, анчах анне килӗшмен: «Тӑхтамасӑр, васкаса ҫуралчӗ, ҫавӑнпа унӑн хӑйӗн ӗмӗрӗнче нихҫан хыпаланмалла ан пултӑр — Тӑхти ятлӑ хурар», — тенӗ.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ҫакна ҫеҫ хушса хурасшӑн: иртни хальхипе пулассине хупласа ан хутӑр.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Михха хӑйӗн хӗрачине ун ывӑлӗпе пӗр хуранта ят хурасшӑн мар пулнине те манса хӑвармарӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Лаврентий атте, ача ятне эпир паянах хурасшӑн.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ку укҫапа ят хурасшӑн, ҫурта илесшӗн пулчӗҫ вӗсем, юлашкипе менелник тума шутларӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.