Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар арҫын капюшонлӑ хура курткӑпа, сӑрӑ толстовкӑпа, хура шӑлаварпа, хура сӑран атӑпа пулнӑ.
Шупашкарта арҫын виллине тупнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23475.html
Чӑнах та, Гуд-Гора тӑвӗ ҫинче тӗтре йӑсӑрланса тӑрать, аяккипе ҫӑмӑл пӗлӗтсем юхаҫҫӗ, чи тӑрринче вара хура пӗлӗт выртать, ҫав тери хура вӑл, тӗттӗм тӳпере те ҫав пӗлӗт хура саплӑк пек палӑрарах курӑнать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Патша Ливан ҫурчӗн кӑнтӑр енчи кӗҫӗн алӑкӗсем витӗр тухнӑ чух сарӑ сӑран тумлӑ, лутрарах пӳллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ӑмӑртарах тӗттӗм-хӗрлӗ питлӗ, хура ҫӑра сухаллӑ, вӑкӑр мӑйлӑ та лапсӑркка хура куҫ харши айӗпе сиввӗн пӑхакан темле ҫын картласа хунӑ унӑн ҫулне.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ҫын ҫавсем умӗнчен, телефон юписемпе тем чухлӗ хура алӑксем ҫумӗпе иртсе пырать, — ҫурт стенисене шӑтарса кӗнӗ хура алӑксем ыйхӑ пуснипе пысӑк ҫӑвар пек туйӑнаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пурнӑҫ нихҫанхинчен ытла каҫ пулсан тӳсме ҫук йывӑрланса ҫитнӗ; ун чухне, шӑплӑхра, ҫын йынӑшни, йӗни уҫҫӑнрах, хытӑрах илтӗннӗ, — ун чухне инҫетри тусем хушӑкӗнчен сӗм хура мӗлкесем тухнӑ, вӗсем, тӑшман вырнаҫса тӑнӑ вырӑна хупласа, ҫурма ишӗлнӗ стенасем патнелле ҫывхарнӑ, хура ту тӑррисем ҫине уйӑх ҫӗкленсе тухнӑ, вӑл хӗҫпе тирсе пӗтернӗ пӑрахӑҫ питлӗх пек курӑннӑ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Хыҫалта каллех темскерле хура мӗлкесем курӑннӑ; малта, чул хӳмепе ҫав тупӑк пек карап хушшинчен, хура пӗлӗтпе витӗннӗ чӗмсӗр-пушӑ тинӗс курӑннӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Монастырьтен килнӗскерсем: пӗри Клеопа, кӑвак ҫӳҫлӗ вӑрӑм старик, ҫине вӑл пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ ряса тӑхӑннӑ, пуҫӗнче ун сапаланса пӗтернӗ скуфейка, тепри Диодор, хура сухаллӑ хура ҫын, грузин пулас вӑл, ҫийӗнче ун мужик аҫамӗ.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Куҫӗсем вара, чи-чи тӗттӗм ахах пекех, ҫуллахи уйӑхсӑр каҫӑн тӳпи пекех, сӗм-тӗттӗм пулнӑ патшан, сӑннисене ҫӳлелле те аялалла тӗллеттернӗ хӑрпӑкӗсем хура ҫӑлтӑрсем таврашӗнчи хура пайӑркасем евӗр курӑннӑ.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кунашкал задачӑн тупсӑмне пӗлес тесе вӑл, ялан тенӗ пекех, вунӑ минута майлӑ е ытларах та тертлӗн шутлать, анса ларнӑ хура куҫлӑ ырхан та кӗре пичӗ хӑйӑн пысӑк мӑйӑхпа хытӑ шӑртлӑ хура сухалӗ ӑшне путнӑ, — вӑл чӑннипех те питӗ тӑрӑшса пуҫ ватать.
I сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хура юбка, хура пальто тӑхӑннӑ.Надела черные муаровые юбки, мантильку и фильдекосовые митенки.
XXXIX. Аркату // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗрин коробки ҫинче лакпа сӗрнӗ, хура куҫлӑ цыган хӗрӗ, унӑн хӗрлӗ тутисем мӑкӑрланакан папирос хыпнӑ, хура ҫӳҫӗсем ҫине роза чечекӗ тӑхӑнтарнӑ, «Цыганка» мӗнпурӗ те пилӗк коробкӑшӑн ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен цыган хӗрӗсен сӑнне пилӗк таран ҫеҫ ӳкернӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хӑйӗн хура кӗрен ҫамкине хыттӑн хӗссе, ача хура куҫӗсемпе тинкерсе чӳречерен пӑхса ларнӑ.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Негрсем кашни утӑмрах тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем хура, хӑмӑр хура курӑнаканнисем те пур, мулатсем пулмалла вӗсем.Негры встречались на каждом шагу, чёрные и оливково-чёрные, — должно быть, мулаты.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хура ҫӑкасем сӑрланӑ пекех курӑнаҫҫӗ, вӗсен хура мӗлкисем вара юр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ, ку вӑл ҫав тери илемлӗ пек туйӑнать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Хура кунтан мӗн хӑрасси пур: эс мана яланах юратсан, чи хура кун та маншӑн уяв пек туйӑнӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пӗвӗ ҫӳллӗ, пит-куҫӗ тӗксӗмрех, ҫӳҫӗ хура, тинкерсе пӑхакан хура куҫлӑ, пысӑк та, ҫапах чипер сӑмсаллӑ, ун нацийӗн уйрӑмлӑхӗ, — тути ҫинче ӗмӗр палӑрса тӑракан салху та сивӗ кӳлли, — ҫаксем пурте ӑна ӑраскал хӑйне юлташлӑха панӑ ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе хӑй мӗн юратнисене каласа кӑтартма пултарайман ҫын пек палӑртаҫҫӗ.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй вӑл чипер те яштакскер, хурарах кӑна, хура ҫӳҫлӗ: сӑнран пӑхсан ӑна пӗр 25 ҫулта теме пулать, хӑй вӑл 21 ҫула ҫитнӗ-ҫитмен пулин те.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫӳҫӗ унӑн ҫутӑ пулсан та, мӑйӑкӗ те, куҫ харшийӗ те хура, — ҫыннӑн йӑхне пӗлтерекен паллӑ, шурӑ лаша та хура ҫилхеллӗ пулать-ҫке.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Ача аптрамасть, капитан юлташ, — тесе пӗлтерчӗ сержант, хӑйӗн «севастополле» каснӑ хура мӑйӑхӗсемпе хура ҫӳҫ пайӑркисене пӳрнисемпе кӑшт мухтанарах якаткаласа.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Кунсӑр пуҫне тата — хура яка хурҫӑран туна, мӑкӑрӑлчӑк кӗленчеллӗ, чалӑш тӗкӗрлӗ, вӑрӑм йӗрле, лаптак хура коробка пек япала пулнӑ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948