Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пире хупӑрлаҫҫӗ! — илтӗнчӗ Эрхип сасси мунчасем патӗнче.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тутӑхма пултаракан агрегатсене ятарлӑ шӗвекпе сӗреҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, резина кустӑрмасене ҫурӑласран хупӑрлаҫҫӗ.
Ӗҫре усӑ курман техникӑна хӗллехи управа лартса пыраҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/ec%d1%80%d ... -%d0%bb-2/
Вӗсене арабсем хупӑрлаҫҫӗ.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӑшмансем пире пур енчен те хупӑрлаҫҫӗ, пирӗн кайӑксемшӗн хапсӑнаҫҫӗ, пирӗн лаша кӗтӗвӗсене хӑваласа каяҫҫӗ.А враги окружают нас со всех сторон, охотятся за нашей дичью, угоняют наши табуны.
Тӑмран тунӑ теттесем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Трактор-комбайна унта ятарлӑ лупас айне е хӑтлӑ ангара лартиччен лайӑх ҫуса тасатаҫҫӗ, тутӑхма пултаракан агрегатсене ятарлӑ шӗвекпе сӗреҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, кустӑрмасене ҫурӑласран хупӑрлаҫҫӗ.
Техникӑна — шанчӑклӑ управ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2021/10/22/%d1%82%d0% ... %b0%d0%b2/
Тӗлӗнтермӗш ҫак скульптурӑна ӳксе арканнӑ колоннада ишӗлчӗкӗсем хупӑрлаҫҫӗ.Остатки рухнувшей колоннады окружали эту удивительную скульптуру.
Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Акӑ уйӑха ҫӳхе те пӗчӗк пӗлӗтсем хупӑрлаҫҫӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Кӗҫех йывӑҫсем хупӑрлаҫҫӗ.
Кокушкино // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Тусем ҫурутравӑн кӑнтӑр енчи ҫыранне анчах хупӑрласа тӑраҫҫӗ, хӑйсен ҫурҫӗр енчи йӳплӗ вӗҫӗсемлӗ Севастополе йӗри-тавра хупӑрлаҫҫӗ вӗсем.Горный кряж окантовывает только южное побережье и северными своими отрогам» обрамляет Севастополь.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Йӑлт хупӑрлаҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш пайӗ // Борис Чиндыков. Килти архив
Анчах ӑна е хупӑрлаҫҫӗ, е хама иртен-ҫӳренсем тӗрткелерӗҫ, е автобуссемпе трамвайсем хӑратрӗҫ.Но то его заслоняли, то меня толкали прохожие или пугали трамваи и автобусы.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
— Йӗнӗри упана хупӑрланӑ пек хупӑрлаҫҫӗ, — хуллен сӑрхӑнтарса кӑларнӑ вӑл шӑл витӗр.— Как медведя в берлоге окружают, — тихо выдавил он сквозь зубы.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
1. Эй эпӗ мухтакан Туррӑм! чӗнмесӗр ан тӑрсамччӗ: 2. ман ҫине усал чӗлхе-ҫӑвар, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвар караҫҫӗ; манпала суя чӗлхепе калаҫаҫҫӗ; 3. мана пур енчен те курайманлӑхпа хупӑрлаҫҫӗ, пӗр сӑлтавсӑрах манпа ҫапӑҫаҫҫӗ; 4. эпӗ вӗсене юрататӑп — вӗсем мана кураймаҫҫӗ, эпӗ вара — кӗлтӑватӑп; 5. ырӑшӑн мана усалпа тавӑраҫҫӗ, эпӗ юратнӑшӑн — кураймаҫҫӗ.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Санӑн хаярлӑху ман ҫийӗмренех иртрӗ, Эсӗ хӑратни мана пӗтерсех хучӗ, 18. мана кулленех шыв пек ҫавӑрса илеҫҫӗ: пӗрле пухӑнса хупӑрлаҫҫӗ.
Пс 87 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мана халӗ кашни утӑмра хупӑрлаҫҫӗ; ҫӗре ӳкересшӗн мана куҫран ямаҫҫӗ; 12. вӗсем выҫӑхса ҫитнӗ арӑслан евӗрлӗ, вӑрттӑн ҫӗрте пытанса ларакан ҫамрӑк арӑслан евӗрлӗ.
Пс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет; 11. унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп; 12. кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ; 13. ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек; 14. акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ; 15. сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет; 16. вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать; 17. лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх; 18. акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1