Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр йывӑҫӑн типсен хуппи ҫӗр ҫине ӳкет, ҫара йывӑҫ ҫавӑнпа вара час ҫӗрет те пӗтӗмӗшлех ӳкет, хурӑнӑн хуппи сӗвӗнсе ӳкмест; ҫав сӑмалаллӑ, тулашӗнчен шурӑ хупӑ — курӑс — шыв витмен хупӑлча пулса тӑрать, йывӑҫ, вилнӗ пулсан та, нумайччен чӗрӗ пекех тӑрать.
Вӑрманти ҫуртсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 88–91 с.
Яштак вуллин шурӑ хут пек хуппи тӗл-тӗл сӗвӗнкеленӗ, ҫилпе вӗҫкелет, ун айӗнчен шап-шурӑ таса ҫӗнӗ ӳт пек хупӑ тухать.
13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Пур килкарти хапхисем те, чӳрече хупписем те хупӑ.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— Ку янӑраман хупӑ сасӑпа янӑракан хупӑ сасӑсем.
Мишӑн ӗҫӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Пӗр тапхӑр ҫӗрӗн авӑнкаласа тӑракан хуппи анчах пулнӑ; ҫак хупӑ туртӑм законӗпе хӑш-пӗр тапхӑрта ҫӳлелле те хӑпаркаланӑ, аялалла та авӑнса анкаланӑ.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Лавккасем пурте хупӑ, алӑкӗсене ҫӑрапа питӗрнӗ, чӳрече хупписене ҫапса лартнӑ.Все лавчонки были закрыты, двери заперты на замок, ставни на окнах спущены.
VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах Ю.М.Виноградов ҫак хупӑ сасӑсене хытӑлӑхпа ҫемҫелӗх йӗркине пӑхӑнман хупӑ сасӑсен шутне кӗртет.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
12. Пирӗн чӗресем сирӗн валли хупӑ мар, сирӗн чӗрӗрсем пирӗн валли хупӑ.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: ку хапха хупӑ пулӗ, уҫӑлмӗ, ун витӗр пӗр ҫын та кӗрсе ҫӳреймӗ, мӗншӗн тесессӗн ку хапхаран Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри кӗнӗ, хапха хупӑ пулӗ, терӗ.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑрман енчисен хушпӑвӗ хупӑ тӑрӑллӑ, пӗчӗк калпак майлӑ.
Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗн роллерлӑ йӗлтӗр трассине тата республикӑри пӗрремӗш хупӑ футбол манежне тӑвас ӗҫсене вӗҫлетпӗр.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
Йӗпреҫ, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Шӑмӑршӑ лесничествисенче хупӑ тымар тытӑмӗллӗ хунавсем пӑхса ҫитӗнтерекен тӑватӑ теплица тунипе;
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хупӑ Ҫут тӗнче теорипе килӗшӳллӗн М 83 галактика пӗтӗм тӗнче уҫлӑхӗн тепӗр енчен курӑнакан М 31 Андромеда галактики текен экзотикӑлла шухӑш каланӑ пулнӑ.
Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83
Сантӑркка пекех туйӑнчӗ Ҫимуна ҫак ҫурт, хупӑ куҫӗсем те унӑнни пекех.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫурчӗ ҫавах, анчах чӳречисем хупӑ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫаплах аташать, куҫӗсем хупӑ, тути тем пӑшӑлтатать.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хупӑ кӗлетрен пӗр сасӑ та илтӗнмерӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сасартӑк вокзала ҫулланнӑ ҫапкаланчӑк арҫын кӗчӗ те йӗри-тавра вӑраххӑн пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ, ерипен касса решетки патне пырса хупӑ кантӑкран шаккарӗ, кассира чӗнсе илсе тем ҫинчен мӑкӑртаткаларӗ те вокзал ӑшчикне тепӗр хут куҫласа васкамасӑр тухса кайрӗ.
Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.
Иккӗмӗш хута хӑпарса пӑхрӑм — пур ҫӗрте те алӑк хупӑ.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Ҫулӑм хыра хыпашлама пуҫларӗ, сӑмалаллӑ хупӑ ҫатӑртатса ҫунать, вулӑ тӑрӑх ҫулӑм ҫӳлелле кармашать.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.