Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хупма (тĕпĕ: хуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мадхья-Прадеш штатра ӗне вӗлернишӗн ҫичӗ ҫула ҫити тӗрмене хупма май паракан саккун пур.

Мадхья-Прадеш — штат, в котором действует закон, запрещающий убивать коров под страхом тюремного заключения сроком до семи лет.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Ачасене хӑрушлӑхран сыхлас тесе шкула хупма, вӗренекенсене Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулне куҫарма тиврӗ.

Помоги переводом

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Кӗтӳ ансан, выльӑхсене кӗртсе хупма ан ман.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Анчах та Ҫуппапа горнист пахча алӑкне хупма ӗлкӗрчӗҫ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Куҫне хупма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — хуняшшӗ ҫилленсе пӑрахса кайнине аса илчӗ те, чӗри чӗпӗтсе ыратма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӳрлетӳсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ тееймӗн – вӗсене сӑмахсӑрах йышӑнчӗҫ, анчах депутатсем меллӗ самантпа усӑ курса Сӗнтӗрвӑрринче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару тӑрура уҫнӑ, кайран вара пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерменнине пула вӑхӑтлӑха хупма тивнӗ шкулти ӗҫ-пуҫпа, тӗп хулари Сад микрорайонӗнче вӑхӑтра хута ярайман шкулти пушар хӑрушсӑрлӑхӗн лару-тӑрӑвӗпе интересленчӗҫ.

Помоги переводом

Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe

— Каччӑсем, эпӗ текех ҫара ҫерҫилле ҫакӑнса тӑма пултараймастӑп, кӗҫ-вӗҫ персе анатӑп, — терӗ Ирина чӗтрекен куҫ хупанкисене хупма тӑрӑшса.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Манӑн вара ӑна, чирлӗ ҫынна пӑхнӑ пек, алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреме тивнӗ пулӗччӗ — унсӑрӑн вӑл чӑнах та куҫ хупма пултарӗччӗ, манан чунӑн хурлӑхлӑ хӗлӗхӗсене хускатас тесе ӗнтӗ…»

А мне пришлось бы ходить за ней, как за больной, ведь иначе она и вправду бы умерла, лишь бы унизить и меня тоже…»

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Павлик алӑкран хӗсӗнсе кӗрет, малалла иртме хӑяймасть, алӑк патӗнчех тӑрать, ҫапах та ӗнтӗ алӑкне хупма ҫук.

Помоги переводом

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна тӗрмене хупма приговор йышӑннӑ.

Его приговорили к реальному сроку заключения.

Икӗ ҫамрӑк ачана наркотик ҫине лартма хӑтланнӑ нефтекамец пирки приговор йышӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... nn-3455413

Ҫав вӑхӑтра тискер чӗрчунсене фургонри пончиксен шӑрши илӗртнӗ: унӑн водителӗ автомобиль алӑкӗсене хупма манса ҫывӑхри лавккана кайнӑ пулнӑ.

В этот момент хищников привлек запах пончиков в фургоне, водитель которого забыл закрыть дверцы автомобиля и отправился в ближайший магазин.

Аляскӑри упасем фургонри пончикпа 20 минут хӑналаннӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36072.html

Васса кукӑль хупма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗн, эсӗ арӑмна пӗркенчӗк пӗркентерсе, хӗр йӗрри йӗртме, кӗлете хупма шутлатӑн-и вара? — кулса ыйтрӗ Якур.

Помоги переводом

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Хуллентерех хупма юрамасть-и алӑка?

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Эп вара хӑрах куҫа та хупма пултарайман — тӗрӗссине ҫырнӑ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов хапха алӑкне аран-аран хупма ӗлкӗрчӗ, йытӑ плащ аркине чӑр-чар туртса ҫуратчӗ пулӗ — сӑнчӑрӗ ытла та вӑрӑм иккен.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов куҫне хупма та ӗлкӗрейменччӗ — пӳлӗмре Маринэ сасси илтӗнчӗ:

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ачасем сахал пулса та шкула хупма шутламаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Ҫӑварне хупма пӗлмест хӑй.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫавӑнпа часрах Укаслу ҫар пухнӑ таврана кайса унти ялсене тустарса тухма, ҫунтарма, хӑшпӗр ҫынсене сӑнчӑрласа Улатӑра илсе килсе хупма турӗ.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней