Поиск
Шырав ĕçĕ:
хупламаллах (тĕпĕ: хупла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, вӑл ҫав ҫуртпа, Ганувер ун валли, Молли кӑмӑлӗ ыйтнӑ пек — айван хӗр ача! — ҫӗклесе лартнӑ керменпе сыв пуллашма килчӗ; паллах, малтан мана шыраса тупрӗ, тутӑрне куҫӗсене хупламаллах ҫыхса лартнӑ хӑй.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пирӗн пурӑнмалли ҫуртсен массивӗсем ҫумӗпе иртнӗ чухне вара ҫӗлӗке хывма мар, ӑна, ҫав ҫӗлӗке, куҫа хупламаллах ҫамка ҫине антарса лартас килет…
9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анчах машина ҫумӑра та, шыв кӳлленчӗкӗсене те асӑрхаман пек туйӑнать, вӑл пылчӑк сирпӗнтерсе хӑвӑрт малалла чупать, пылчӑк сирпӗнчӗкӗсем капотпа умри кантӑк ҫумне ҫыпӑҫа-ҫыпӑҫа лараҫҫӗ, машинӑн малти пайне хытӑ силленипе шӗвек пылчӑк машина ӑшне кӗмеллех сирпӗннӗ чухне шофер пӗр самантлӑха куҫне хупа-хупа илет, вара никам асӑрхамалла мар йӑл кулса, рычаг ҫине урипе шоферсем калашле «пӗтӗм тимӗрне хупламаллах» пусать.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Страницы:
- 1