Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫумасӑр, кӗлтумасӑр, йӗрсе ӑсатмасӑр чавса хунӑскер.
Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӳхӗм сӑн-пичӗшӗн ҫавӑн чухлӗ вӑй хунӑскер, вӑл анасласа илсе хӑй килнине саспа пӗлтерчӗ:И красавица, которая столько трудов положила, готовясь к этой минуте, сказала, позевывая:
VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Вӑл, Пурташпа Автанкасси таврашӗнче пӗрремӗш тата хальлӗхе пӗртен-пӗр летчик пулнӑран хӑйне пысӑка хунӑскер, тӑван ялӗнче пурӑнакансене мӗскӗнрех ҫынсем тесе айванланман-ши?
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Вӑл: «Халех, халех пыратӑп!» — тесе трубкӑна хунӑскер, аллине тӑсса Герасим Федотовича хирӗҫ утрӗ:
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Валерий Васильевич, маларахри ҫулсенче колхоз председателӗнче те вӑй хунӑскер, ҫӗр ӗҫӗсӗр пурӑнма хӑнӑхман.
Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022
Эпӗ, хул пуҫҫисенчен хӗстерсех хунӑскер, ҫӳлелле улӑхрӑм та унта тинех кӑштах ирӗклӗх туйса лаштах сывласа ятӑм; сулахай енче — пысӑк фойен чечексемпе капӑрлатнӑ аркки.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл тикӗс мар ҫурма чӑмӑр евӗр, пӗтӗм ҫӗрте япаласемпе тултарса хунӑскер, вӗсен хӑюлӑхӗ тӗлӗшпе чи лӑпкӑ, чи ӑнкаруллӑ ҫын пуҫне те цифрӑсем ӗренкесӗр-капашсӑр тӗтри ҫеҫ карӑнса антӑратмалла.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тиррейӑн выляв тӳпи — виҫӗ пин ҫурӑ фунт, яланхи шут ҫине хунӑскер, ултӑ пине ҫитрӗ ӗнтӗ, анчах Галеран ҫак укҫана пӗрре те тӗкӗнмен.
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Хупса хунӑскер, хӑйне «Джемс Гантрей» текенскер, сире таможня надзорне хирӗҫ тӑнӑшӑн айӑплаҫҫӗ, хирӗҫ тӑнӑ чухне эсир должноҫри ҫак ҫынсене персе вилмеллех амантнӑ…
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Настурци тӗслӗ кавире сикекен ылтӑн кушаксен кӳлеписемпе капӑрлатнӑ, симӗс хрусталь люстра — кивӗ ылтӑн тӗслӗ, йӑваласа тунӑ розетка варрине ҫакса хунӑскер, пархӑт портьерӑсем, хӗрлӗ йывӑҫ сӗтел-пукан — шупка хӗрлӗ атласпа ҫапнӑскер, — ҫаксем Давенанта шутсӑр хытӑ килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпах унӑн шиклӗхӗ тамалчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ун хыҫӗнче тата айккисенче тӗрлӗ-тӗрлӗ япала темӗн чухлӗ выртать; кунта — касса ылтӑнпа тӗрленӗ рапирӑсем, мандолинӑсем, арфӑсем, кубоксем, кӗмӗл кӑкшӑмсем, тӗрке туса хунӑ кавирсем, атлас-бархат минтерсем, темӗскер тултарнӑ пысӑк ҫыхӑсем, хаклӑ нумай-нумай костюм — пӗр ҫӗре купаласа хунӑскер.
III. Калаҫу // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Унӑн пустав фуфайки, шӑла-варӗ тӗлӗнчен хӗрле пиҫиххипе ҫыхса хунӑскер, таса та ҫирӗп, сухӑр ҫыпҫӑннипе вараланнӑ парусин шӑлаварӗ вӗр ҫӗнӗ пекех.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Пэда йӑтса килчӗҫ; унӑн кӗлетки, брезента тӗплӗ ҫӗлесе хунӑскер, ҫыхса лартнӑ капмар тюлень пекрех.Принесли Пэда; тело его, плотно зашитое в брезент, походило на огромного связанного тюленя.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Пысӑк глобус, экваторпа меридианӑн шар евӗрлӗ пӑхӑр хӗресӗ хушшине чиксе хунӑскер, ҫаврака сӗтел ҫинче ларать.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫак уяв, 2011 ҫулта туса хунӑскер, финанс сферин ӗҫченӗсен патшалӑхӑн финанс тытӑмӗн ҫирӗплӗхне тивӗҫтерес ӗҫри пӗлтерӗшне уҫӑмлӑн палӑртать.
Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/08/news-3929485
Урам тӑрӑх усӑк купарчаллӑ ҫӳрен лашапа, йӗнер вырӑнне кӗҫҫе хунӑскер, йӑранасӑр-мӗнсӗрех пӗр-пӗр отрядӑн командире пулас, юрттарса иртет.
2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Виҫҫӗмӗш — тӑванӗ — Иван, учительски институтра вӗреннӗ те, унта интернатрах пурӑнать, киле праҫниксенче ҫеҫ тавӑрӑнкалать; вӑл — пӗчӗкҫеҫ, таса тумланнӑ, ҫӳҫне яп-яка тураса хунӑскер, ватӑ чиновник евӗрлӗ ҫынччӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Пӑчӑ ҫанталӑк тӑнӑран, ывӑннипе тата хӑранипе, унӑн сив чирӗ, доктор Ливси каласа хунӑскер, хӑвӑрттӑн вӑйланса пычӗ.От жары, утомления и страха лихорадка, предсказанная доктором Ливси, начала быстро усиливаться.
XXXII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пысӑк япон зончӗ, стена ҫумне тирсе хунӑскер, тӗксӗм платье тӑхӑннӑ пӗчӗк хӗрарӑма хӑйӗн чӑпар тӗсӗпе ҫупӑрланӑ; хӗрлӗ абажур витнӗ ҫӳллӗ бронза лампи хӗрарӑма каҫхи шурӑмпуҫ ҫутипе ҫутатса тӑнӑ.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Икӗ хӑма ҫапса алӑк евӗрлӗ туса хунӑскер ҫинче те пӗчӗк ҫӑра ҫакӑнса тӑрать.
Лахорти рабочисен кварталӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.