Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хальхи вӑхӑтра республикӑри округсенчи больницӑсенче тухтӑрсем ҫитменни ура хуни вӑрттӑнлӑх мар.
Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/
Ҫавӑн пек пулсан ҫеҫ уйрӑм ҫынсен хушшинче кӑна мар, патшалӑхсем, халӑхсем хушшинчи ӑнланманлӑх, курайманлӑх, кӗвӗҫӳ, хирӗҫтӑрусем, хӑйне ҫеҫ пысӑка хуни, ҫӑткӑнлӑх ҫуратакан вӑрҫӑ-харҫӑ майӗпен пурнӑҫран тухса пӗтӗҫ те яланлӑхах пӑчланӗҫ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпир ачаранах ӗмӗт хывни, картса хуни пӗтӗмпех «пиҫсе, тӳпеми тулчӗ».
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Унта та пире валли янтӑласа хуни пулас ҫук.
5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Кашни халӑх чӗлхине шута хуни тата хисеплени тӗнчере тӑнӑҫлӑха упраса хӑварма пулӑшать.
«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430
Ытти клубсене те Чӑваш автономине туса хуни 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисен планӗпе килӗшӳллӗн хӑтлӑх кӳнӗ.
Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche
Микулана ятарласах пуян усламҫӑ туса хуни, автор шухӑшӗпе, сюжет аталанӑвӗшӗн, тен, юрӑхлӑ пулнӑ пулӗ те, пурнӑҫ чӑнлӑхӗпе пӗр ларман япала-ҫке-ха вӑл.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ашшӗ-амӑшӗ тенин, кирек камӑн та, хӗре валли качча, каччӑ валли хӗр сӑнаса хуни пурах ӗнтӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Хут ҫине ҫырса хуни шанӑҫлине пурте пӗлеҫҫӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫула май Кармӑша ҫитиччен турттарса кайма та темех мар, уретник умӗнче тӗпчесе хут ҫине ҫырса хуни, тем тесен те, аванрах тесе шутларӗ вӑл.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ту енчи ҫӗрпӳсене Мамич-Бердейпе Усеин-Сеит мӗн туни, мӗн тума шутласа хуни ҫинчен.
9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пирӗн хатӗрлесе хуни нимӗн те ҫуккӑ.
5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл асӑрхаттарса хуни чӑна килчӗ.
1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
…Ку хут рядовой салтак Иван Горбачов фашистсене Мускав патӗнче аркатнӑ чух паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хуни ҫинчен пӗлтернӗ.
Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.
Ҫемук сӑмсине туртса кӗпе ҫаннипе шӑлса илнӗ хыҫҫӑн пӗр кана сӑмахламасӑр лашипе кӗрмешет, вара каллех хамӑра ят хуни ҫинчен калама тапратать.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Ҫакӑнта асӑннӑ ӗҫсем — Лариван Мӗтрийӗн хӗрача ҫурални, ӑна ят хуни — 1888-мӗш ҫулта Аслӑ Куснар ялӗнче пулса иртнӗ.
Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн Сталин венгрсенчен нумайӑшне килӗшмен режим туса хуни пирки тавлашса ҫӗнтереес ҫук-тӑр.Вряд ли можно оспорить, что после Победы Сталин установил неприятный для большинства венгров режим.
Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.
Унтан анне кӑмака питлӗхне уҫса пӑхни, тӗпелти сакка шӑлса типӗтни; ҫӑкӑрне пӗрерӗн кӑларса тӗпне аллипе шак-шак-шак шаккани, ӑна кӗл ҫыпӑҫасран таса тутӑр таткипе шӑлса илни; шакӑр тухса выртнӑ ҫӑкӑра ҫӳхе ал шӑллипе витсе хуни.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чарӑнса тӗпчесе пӑхаҫҫӗ те — урхалӑхне ҫуррине ытла такам касса хуни, урапа тӗнӗлне пӑчкӑпа сӗрни, лаша чӗрнине пӑта ҫапса лартни палӑрать.
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чиркӳре кӗл туни, ҫынсене тӗне кӳртни, ача ячӗ хуни, килӗрен ҫӳрени, ҫынсене пытарма кайни… вӗҫӗ те ҫук!Служба в церкви, молебны, крестины, обход по домам, отпевания… Конца-краю нет.
Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.