Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хитререх (тĕпĕ: хитре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Иван Кузьмич ятлаҫнӑ чухне ахаль чухнехинчен хитререх, тесе…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ун чухне Шура хальхинчен ҫамрӑкрах, хитререх тата айвантарах, Станиславӗ вара ватӑрах та чеерех пулнӑ.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах адресӗсене-мӗнӗсене хитререх ҫырас тесен, ял Советне килме пултаратӑр, агитаторсем хаваслансах пулӑшӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манӑн та укҫа тыткалама вӗренес пулать, — Куҫма, хитререх укҫисене шутласа, хӗвне чикрӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пирӗн велосипедсем сирӗннинчен хитререх, — терӗ пӗррехинче Лена.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хальхи хитререх пек туйӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ачасем сывлӑхлӑрах, ӑслӑрах тата хитререх ӳсӗҫ, — терӗ те Ваҫиле вӑтанса кайрӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ялта Ваҫилешӗн Пахом мучи ҫурчӗ умӗнчи ҫеремрен хитререх вырӑн ҫукчӗ.

Помоги переводом

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кама-тӑр пуҫ таяс е ун ҫине пӑхса хӑпартланас тени планета ҫинче унран хитререх, шукӑль тумлӑрах, пуянрах тата ӑслӑрах ҫын ҫук тенине пӗлтерет.

— Почитать значит признавать, что на этой планете я всех красивее, всех наряднее, всех богаче и всех умней.

XI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тепӗр тесен, вӑл татах та хитререх пулма пултарнӑ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Якур унӑн куҫне темле хитререх те хитререх курӑна пуҫларӗ.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Турачӗсем те: «Ман ҫине пӑхӑр-ха», «Ман еннелле тинкерӗр-ха», «Ман чечексем пуринчен те хитререх», тенӗ пекех ачашшӑн тӑсӑлса тӑратчӗҫ.

Помоги переводом

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун умӗнче хаваслӑрах, хитререх пулма тӑрӑшсах».

Помоги переводом

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ик енче те тем ҫӳллӗш ҫуртсем, пӗринчен тепри хитререх.

Помоги переводом

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Эльвира нихҫанхинчен те хитререх, килӗшӳллӗрех курӑнчӗ ӑна.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Эпир, ҫыравҫӑсем, айван ачапӑча пек тепӗр тесен: тетте шухӑшласа кӑларатпӑр та ҫав япала лешӗн е кунӑн хитререх тесе чӗрре кӗрсех тавлашатпӑр.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Пурнӑҫа хитререх, усӑллӑрах, ырӑрах тӑвасси ҫынран хӑйӗнчен килет пулӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Тӑван кӗтесре, ҫуралнӑ ҫӗршывра хӗвел ӑшши те хитререх.

Помоги переводом

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта халӑх начар мар, Ҫавӑнпа та Шупашкар Чул хуларан хитререх Йӗри тавра сӗм вӑрман.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сисмесӗрех куҫ умне кунран кун малалла капашакан, чечекленсе вӑй илекен пӗтпӗлтӗк путене сассиллӗ, ылтӑн тырри-пулли тинӗс пек хумханакан тӑван ҫӗрӗм-шывӑм, куҫ тулли илемлӗ ҫилҫунат — Шупашкарӑм, Сарри-паттӑр чӗриллӗ, ылтӑн алӑллӑ ӗҫчен, хастар ентешӗмсем, Нарспирен те ырӑрах та хитререх савни тӗсленсе тухрӗҫ, хӑлхара «Асран кайми аки-сухи» янӑраса кайрӗ…

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней