Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хисеплет (тĕпĕ: хисепле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл Тӑван ҫӗрне-шывне чунтан парӑнса юратать, хӑйшӗн кӑна мар, пӗтӗм обществӑшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлет, ҫынна юлташла пулӑшать, мӗншӗн тесен «кашни — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн», «ҫыншӑн ҫын — тус, юлташ тата тӑван» тенӗ сӑмахсем унӑн кӑмӑлӗпе ӑс-тӑнӗнче; вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ та сӑпайлӑ, кил-йышра мӑшӑрне хисеплет, ачисене юратса пӑхса ӳстерет, вӑлах пурнӑҫри тӗрлӗ киревсӗрлӗхе тӳсме пултараймасть.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Халӑх сире хисеплет, шанать.

Помоги переводом

Хисеплӗ ята тивӗҫрӗ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%85%d0%b ... %80%d3%97/

— Сана пирӗн атте хисеплет, Эрхип.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ан тив, Лукарьене упӑшкипе танах хисеплет вӑл, пурпӗр хӑй патне чӗннине курманччӗ.

Помоги переводом

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗтӗм тӗрме пӗлет халӗ Арихов чӑваш ҫинчен, сухалли те, ҫамрӑкки те хисеплет ӑна.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

«Анчах мӗншӗн-ха ӑна Миша хисеплет, унпа ялан кӑмӑллӑ калаҫать», — шутларӗ Римма.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку кӑна та мар, вӑл ӑна чыслать, хисеплет имӗш.

Помоги переводом

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

— Ман шутпа, — тенӗ вӑл, ватлӑхне кура мар ҫирӗп сасӑпа, — кам хӑйне хӑй хисеплет, кам хӑйне хӑй мӑнна хумасть, кам ӑслӑ, ҫав маларах сывлӑх сунать, маларах саламлать…

Помоги переводом

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Пирӗ асанне хӑйӗн мӑнукӗсене ҫав тери хисеплет, ҫав тери юратать.

Помоги переводом

Эх, мӑнукӑм… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 8 с.

Анатолий Семеновича Раман тахҫанах пӗлет, хисеплет ӑна.

Помоги переводом

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Юнашар ларакан пӗччен юман та, халӑх ӑна ҫав тери хытӑ хисеплет, хуйхӑпа пусӑрӑннӑ пек шӑп ларчӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Раҫҫейри кашни региона хисеплет.

«Глава государства с большим уважением относится к каждому региону России.

"Нацин чӑн-чӑн лидерӗ тата ӑслӑ политик": Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Владимир Путина ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... an-3470287

Вӑл хӑйне ирӗклӗ кайӑк тесе хисеплет.

Помоги переводом

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ Вассана пӗтӗм ял хисеплет, ырӑпа асӑнать.

Помоги переводом

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫтаппан шучӗпе, Елюк эп каланине итлетех, ҫыракан ҫынсене вӑл чунтанах хисеплет, вӗсене такам вырӑннех хурать, кӗнеке е хаҫат тытса ларать те вара «пӑрах, ӗҫле мӗн те пулсан, вуласа ларма учитель-и-ха эс, слушши-и» тесен ҫеҫ алӑран пӑрахать.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ял ҫынни ӑна чечекӗшӗн мар, ҫуркунне ҫӗр шӑтарса тухакан сиплӗ ешӗл ҫулҫишӗн хисеплет.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ялти ватӑсене Мамарланов хисеплет, вӗсене вӑл кашнинех ҫулталӑкне тӑватҫӗр килограмм тырӑ парать.

Помоги переводом

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Итлет-ха ман сӑмаха Анна Петровна, мана хисеплет вӑл, ахальтен мар клуб пуҫлӑхӗнчен культура пайне ӗҫлеме илчӗ, — мухтанарах каларӗ Испуханов.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хисеплет вӑл ман пултарулӑха, ӑна эпӗ ҫирӗммӗш меслетпе кӑна сӑтӑратӑп…

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Патька-патша та хисеплет.

Помоги переводом

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней