Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хирсе (тĕпĕ: хир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнсине хирсе месерле ҫавӑрса вырттарма сылтӑм аллине Ҫтаппан хул хушшине чикрӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аран хирсе уҫрӗҫ алӑка.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑскер, вӑл унталла-кунталла пӑхрӗ те ҫунакан кивӗ пӳрт еннелле ыткӑнчӗ, ҫӑраҫҫине хирсе вӑркӑнтарчӗ те тӗттӗм алӑк анинче ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пек ҫухалчӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Шу сӗтел хушшинерех, — кӗленче пӑккине шӑлпа хирсе уҫрӗ вӑл, ҫӑварне кӗнӗ сӑркӑч тӗпренчӗкӗсене сура-сура пӑрахрӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах лешӗ урисемпе ҫӗре хирсе пӑталать…

Помоги переводом

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тесе чарать Силемпи Чӗкеҫ хӗре тилмӗрсе, Пӗтӗм пӗчӗк пӗвӗпе Утрӗ пухха хӑй хирсе:

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мартӑн 21-мӗшӗнче И.Кокшинӑн роти 7 сехет хушши тӑшмана пӗр ҫӳллӗшӗнчен хирсе кӑларас, унтан хӑйсем ҫавӑнта ҫирӗпленсе юлас тесе ҫапӑҫнӑ.

Помоги переводом

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Кирукпа Санюк хупӑ машина алӑкне, пломба лартса питӗрнӗскерне, хирсе уҫрӗҫ те вӗсен умне тем тӗрлӗ ҫимӗҫ тухса тӑчӗ: пакечӗ-пакечӗпе сухари, кӗрпе, рис, банкӑсемпе ҫӑра сӗт, какай…

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кӗҫех Альберт, Аркадие алӑк патӗнче хӑварса, ватти-вӗттине тӗксе-сирсе, чавсапа хирсе, мӑйӑрласа, салон варринчи пӗр пушӑ вырӑна кайса лаклатрӗ, алли-урине ейӗлсе кайнӑ шывлӑ юшкӑн пек сарса ярса, кӗрмеклӗн какӑрӑлса, хыҫалалла таянчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хальхинче Магаев, туйӑмӗпе чӑха таптакан автана ҫаврӑнма ӗлкӗрнӗскер, куҫне Людмила ҫырни ҫине шикленсе, анчах юн шӑршипе тилӗрсе кайнӑ кашкӑр пек сиктерчӗ, хыҫҫӑнах сӑн-питне мӗскӗнле парӑннӑ, хӗрхӳ, сумсӑра юлнӑ кулӑ туртӑнса тухрӗ те лумпа хирсе те хӑйпӑтайми хытса ларчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пурис тӳрленсе тӑчӗ, вара, шалтан суя, сивӗ кулӑ хирсе кӑларса, арҫынна хӗнлӗн тӗлкӗшекен хаяр куҫӗпе сӗртӗнсе илсе, ӑна айӑплӑ саспа тилмӗрсе йӑлӑнчӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пылчӑк ҫинче сапаланса выртнӑ тимӗр татӑкӗсем, кивӗ машина пайӗсем ҫӗр ҫумне шӑнса ларнӑ, вӗсене лумпа хирсе уйӑрас пулать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

— Эпӗ ҫӑварне шӗшлӗпе хирсе уҫатӑп.

Помоги переводом

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Элӗк мӑрса ҫыннисем усала сӑнӑпа хирсе те антарчӗҫ.

Помоги переводом

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Те аллуна хирсе лартрӗҫ санне, эс ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмалла ҫухӑрса ятӑн та, эпӗр вӗлереҫҫӗ тесе сана.

Ты как закричал от боли-то, мы и услышали. Выскочили на дорогу: думали, убивают тебя.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ни мур хирсе пӗтерес ҫук вӗсене, ни хырӑмӗсем тӑранмаҫҫӗ.

И никак не набьют они свое ненасытное брюхо: ни мор их никакой не берет, ни беды.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алӑсене хыҫалалла хирсе тытнӑ…

Руки скручены за спину…

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Калӑттӑм та эп сана пӗрре, мур хирсе кайманскере!..

Мор бы тебя побрал!

Палламан ҫын // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри пуҫӗнчен тапать, тепри хырӑмӗнчен, Павӑл старикӗн хуҫӑк аллине хирсе лартрӗ.

Один злобно пнул его в голову, другой — в живот, Павел выкрутил переломанную руку.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тахӑшӗ аллине хирсе хуҫрӗ.

Кто-то с хрустом переломил ему руку.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней