Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хваттерӗнчен (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла колхоз хваттерӗнчен тухрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Рамансен хваттерӗнчен инҫе мар пурӑнать.

Помоги переводом

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Саккӑрмӗш каҫӗнче вара, тул ҫутӑласпа, курнӑ: Энтрей хӑйӗн хваттерӗнчен ху-уллен, чӗрне вӗҫҫӗн утса тухса почта ещӗкӗ патне пынӑ, пӗчӗк пукан лартнӑ та ҫӳлелле кармашма тытӑннӑ…

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Мана Улюк совхоз хваттерӗнчен мӗншӗн кунта куҫса килнине ыйтма меллӗ самант ҫитнӗн туйӑнчӗ (Улюкпа хӗрӗ, тем каласан та, ырӑпа куҫса килмен пек туйӑнать, Анюк чӑннине каламан пек туйӑнса тӑрать, чӑннине пӗлессӗм килсе тӑрать).

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем тата совхоз хваттерӗнчен мӗншӗн кунта куҫса килнӗ-ши?

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл: «Хамӑн таланта укҫалла сутмалла-и ман? Тасал кунтан!» — тенӗччӗ те хайхи Мерчен Мишшине тапса-чышса хваттерӗнчен кӑларса ывӑтнӑччӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсен хваттерӗнчен инҫе мар автомобильсен гаражӗ пурччӗ.

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Тепӗр кун каҫхине Аня патне кайрӑм, анчах ҫӳлти хута хӑпарма ӗлкӗриччен тӗлӗнмелле япала куртӑм: Люсьӑсен хваттерӗнчен Зиминцев тухрӗ!

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тепӗр кун Коля учительница хваттерӗнчен кӗнекесем илсе тухрӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Епифан кутамккине тата хуткупӑсне хваттерӗнчен кайса илчӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ыйтса пӗлес Соньӑран: мӗншӗн хӑйне пӗрле илсе кайман вӑл ҫемйине?» — хӑвӑрт пуҫтарӑнчӗ те хваттерӗнчен чупса тухса кайрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку ӗҫ Карповсен хваттерӗнчен аякра мар пулса иртнӗ пулсан та, Павлуш киле кӗмерӗ — Соня патне васкарӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кунсӑр пуҫне вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче мӗн пурӗ те ҫар ҫынӗсем куҫкалани пӗрре ҫеҫ пулса иртрӗ, — ку Балакушин офицер Пырятин хваттерӗнчен Басютин патне куҫни пулчӗ, урӑх нимӗнле куҫу-тӑву та пулман.

Кроме того, за все это время у нас только и было одно передвижение войск, когда офицер Балагушин переехал с квартиры Пырятиных к Басютиным, а больше никаких передвижений и не было.

III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унтан хваттерӗнчен чупса тухрӗ.

Выбежала из квартиры.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Владимир Ильич хӑйӗн Кремльти хваттерӗнчен тухать.

Владимир Ильич вышел из своей квартиры в Кремле.

Россия — ункӑра // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Мучи офицер хваттерӗнчен тухса, ӗлӗкхи пекех тӗксӗм сӑнпа, ним шарламасӑр, никам ҫине пӑхмасӑр, сухал айӗн кулкаласа урампа иртнине колхозниксем курнӑ.

Видели колхозники, как шёл он домой из офицерской квартиры, по обыкновению своему, молчаливый, замкнутый, ни на кого не глядя, усмехаясь в бороду.

Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.

Аня хваттерӗнчен тухсан, Тухтар пасара ҫитрӗ, ӑна-кӑна курса ҫӳресе, самай вӑхӑт ирттерчӗ.

Выйдя от Ани, Тухтар зашел на базар, потолкался от нечего делать.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫав ухмаха ернӗ пек кун хушшинче вӗсем Бетховенӑн вӑтӑр хваттерӗнчен Альтман арӑмӗ пӗлекен вунпӗрӗшӗнче пулса курчӗҫ.

В этот сумасшедший день они посетили одиннадцать известных Альтманихе квартир Бетховена из тридцати существующих.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Потылихин кунта, хӑйӗн Маймаксӑри хваттерӗнчен инҫех те мар, заводсенчен пӗринче конторщик пулса ӗҫлекен тӑван пиччӗшӗ патӗнче вӑхӑтлӑха пытанса пурӑнма шут тытрӗ.

Здесь, вдалеке от своей квартиры на Маймаксе, Потылихин надеялся временно поселиться у брата, который работал конторщиком на одном из заводов.

6 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Кунта эпӗ аннен хулари хваттерӗнчен ытларах килти пек, — шухӑшларӗ вӑл, крыльца ҫине ҫӑмӑллӑн улӑхса.

«Здесь я больше у себя дома, чем в маминой квартире в городе, — думала она, легко поднимаясь на крыльцо.

6. Иртен те ир пулаканни // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней