Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлентӗр (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлтен вӗҫме хатӗрлентӗр

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Вунӑ ҫул вӗреннӗ, хӑйӗнне хӑй аван пӗлет, — ӑнлантаратӑп Хӗветура инкене, — паянах института кайса хучӗсене патӑр, экзаменсене тӗплӗн хатӗрлентӗр, вара кӗме те пултарӗ.

Помоги переводом

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

— Заявлени ҫыртӑр, документсем патӑр, экзамена хатӗрлентӗр, кӗрет, — сӗнетӗп эпӗ.

Помоги переводом

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Кала, хатӗрлентӗр.

Помоги переводом

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Халь вӑл хатӗрлентӗр, вӗрентӗр маннине — Михала патне ҫӳретӗр, вӑл пулӑшӗ, — хавхаланса шантарчӗ Эльгеев ашшӗн юратнӑ тантӑшне.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эсир темӗн калама хатӗрлентӗр, курӑнать? — терӗ Сильвер хӑй умне аяккалла сурса.

— Вы, кажется, собираетесь что-то сказать? — проговорил Сильвер и плюнул далеко перед собой.

XXVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Усова кала, хатӗрлентӗр.

Усову скажи, пущай приготовится.

6. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.

Кашниех выступление хатӗрлентӗр, анчах пӗлсе, сыхланарах…

Каждый готовься к выступлению, но с осторожкой…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Ан тив, доклада чипер хатӗрлентӗр».

— Пусть спокойно готовится к докладу».

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вӑл, тем, йывӑрланнӑ пек пултӑм терӗ, ӗҫни мана юрамарӗ пуль терӗ, халех лаша утланса кайса тӑрантас кӳлсе кил терӗ, Нямаҫне, темшӗн-тӗр, хатӗрлентӗр терӗ, мӗне хатӗрленмеллинӗ вӑл хӑех пӗлет, тесе каласа ячӗ.

Мол, ступай верхом в деревню и возвращайся с тарантасом, что-то отяжелел я, видать, выпил лишнего, и скажи там Нямасю, пусть, мол, готовится, а к чему — он сам знает…

XXX. Ҫураҫу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эсир тӳрем сӑртлӑх енчен тапӑнма майсӑр тесе шутларӑр: тӑшмана ку енчен ҫавӑрса илсе хупӑрласа тӑнипе те ҫитет терӗр, башньӑна тапӑнма хатӗрлентӗр.

Вы сами рассудили, что удобнее штурмовать Тург не с плоскогорья, и решили обложить его только с этой стороны; вы хотели штурмовать не мост, а башню.

XII. Хӑтарма хатӗрленеҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ан ман, Усть-Невинскине кайсан Рагулина кала, канашлӑва хатӗрлентӗр.

Да не забудь, поезжай в Усть-Невинскую и скажи Рагулину, чтобы готовился к совещанию.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

15. Акӑ сана хирӗҫ вӑрҫма хатӗрленӗҫ, анчах ку — Ман ирӗкӗм мар; сана хирӗҫ вӑрҫма кирек кам хатӗрлентӗр — тӗп пулӗ.

15. Вот, будут вооружаться против тебя, но не от Меня; кто бы ни вооружился против тебя, падет.

Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней