Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленессипе (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ эрнере муниципалитет округӗн администрацийӗн Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне хатӗрленессипе ҫыхӑннӑ пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ.

Помоги переводом

Типӗ курӑка ан ҫунтар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... %b0%d1%80/

Владимир Бураков Пенсионерсен партийӗ мӗнле йӗркеленсе кайни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫитес суйлава хатӗрленессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки чарӑнса тӑнӑ.

Владимир Бураков рассказал об истории создания и становления Российской партии пенсионеров за социальную справедливость и о подготовке к предстоящим в сентябре выборам.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раҫҫейри «Пенсионерсен партийӗ» Тӗп канашӗн председателӗпе Владимир Бураковпа ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=8b ... ec9051a331

Экспедици, пӗтӗмӗшпе илсен, хатӗрленессипе кая юлчӗ, хамӑр эпир хатӗрленсе ҫитнӗччӗ, кӗтмен ҫӗртен эпӗ хам та ик-виҫ кунлӑха пушантӑм.

Основная экспедиция запоздала со снаряжением, а наше снаряжение было готово и даже отправлено багажом в Архангельск, и у меня вдруг оказалось несколько свободных дней.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта 2010 ҫулхи ӗҫри тӗп енсем тесе ял тӑрӑхӗсен экономикӑпа социаллӑ аталанӑвӗн программинчи кӑтартусене пурнӑҫа кӗртессине йӗркелесси, районӑн 75 ҫулхи юбилейӗпе, Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 65 ҫул ҫитнине тата Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗпе районӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен суйлавне хатӗрленессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫӳллӗ шайра ирттересси пулнине палӑртрӗҫ.

Помоги переводом

Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30

Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленессипе тата ӑна уявлассипе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планӗн проектне пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗччен хатӗрлесе ҫитерме сӗннӗ.

Помоги переводом

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней