Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хатӗрленекен (тĕпĕ: хатӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1952 ҫулхи кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче Георг Кение ҫула тухма хатӗрленекен хӑйӗн Елизавета хӗрне ӑсатма пынӑ.

29 января 1952 года Георг приехал проводить свою дочь Елизавету перед её поездкой в Кению.

VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3

Кулма, шӳтлесе вӗҫкӗнленме юратакан, ыран-паянах качча кайма хатӗрленекен вунҫиччӗри хӗр пек те туйӑнать кӗрхи уяр ҫанталӑк.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ыран-паян ача ҫуратма хатӗрленекен Зина ҫак урнӑ ҫанталӑкра йӗлтӗрпе тухса кайнӑ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Слалом роликӗсене ытларах чухне профессионалсем тата ҫак тӗспе аппаланма хатӗрленекен спортсменсем суйлаҫҫӗ.

Ролики для слалома, как правило, выбирают профессионалы или начинающие роллеры, которые целенаправленно собираются заниматься слаломом.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

— Райком секретарӗпе милици начальникӗ, — систерчӗ вӑл хирелле тухма хатӗрленекен председателе.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Халӗ тума хатӗрленекен йышӑнуран сире юратакан ҫынсен пурнӑҫӗ нумай килет.

От решения, которое вы готовитесь принять, зависит многое в жизни тех людей, которые вас сильно любят.

45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Мӗн курнипе тата асаилӳсемпе йӑпанса-ши Вӗҫелис хӑйӗн варӗнче тӗнчене килме хатӗрленекен чунпа тата ытларах ҫывӑхланать, унпа пуплеме-калаҫма тӑрӑшать.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Стройкӑра вӑтӑр ҫула яхӑн ӗҫлесе пенсие тухма хатӗрленекен Ванифатий Ванифатьевич инженер ҫак кунсенче чирлесе ӳкрӗ, сипленмешкӗн ӑна больницӑна леҫрӗҫ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кӑшт тӑварахра Рамансем куҫма хатӗрленекен ҫурт.

Помоги переводом

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пишпӳлекри «Умка» ача сачӗн шкула хатӗрленекен 4-мӗш тата 5-мӗш ушкӑнӗсен, 6-мӗш аслӑ ушкӑнӑн ачисем тата 3-мӗш вӑтам ушкӑнӗн ачисем « Пирӗн тус - Светофор!» театрлӑ представлени пӑхнӑ, унӑн тӗллевӗ - ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарасси.

Сегодня дети подготовительной к школе группы №4 и №5, дети старшей группы №6 и дети средней группы №3 посмотрели театрализованное представление «Наш друг - Светофор!», цель которого - привитие навыков соблюдения ПДД.

ПДДна пӑхӑнмалли хӑнӑхусене аталантарнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3477540

Ҫак турникетсене боецсене СВО зонине яма хатӗрленекен медицина аптекисене те хурӗҫ.

Этими турникетами будут укомплектовываться медицинские аптечки, которые готовятся к отправке бойцам в зону СВО.

Пушкӑртра волонтерсем салтаксем валли жгут-турникетсем туяннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3466750

Тата тепӗр хут Павлик мӑйӗ ҫинчи хӗвелпе пиҫсе кӗрен тӗсленнӗ ӳт йӗрӗ ҫине пӑхрӗ те сасартӑк пӗлӗте пӗрремӗш хут вӗҫсе хӑпарма хатӗрленекен ҫак йӗкӗт уншӑн мӗн тери хаклӑ пулнине пӗтӗм кӗлеткипе, пӗтӗм ӑш-чиккипе туйса илчӗ.

Помоги переводом

Кунтан — ҫӑлтӑрсем патне! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Маншӑн пулсан, ҫак вӑхӑтри Атӑл — нимене хатӗрленекен ӗҫчен.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кунта киле кайма хатӗрленекен ачасемпе амӑшӗсене саламлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Ку тӑрӑхра ҫак вӑхӑтра ача амӑшӗ пулма хатӗрленекен 3 хӗрарӑм, 18 ҫул тултарман 77 ача учётра тӑрать.

Помоги переводом

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Ҫулсеренех «Шыв ҫинчи ташӑ» фестиваль бассейнра чылай вӑхӑт хатӗрленекен ушкӑнсене хӑй йӗри тавра пухать.

Помоги переводом

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Ҫав ҫулпа пирӗн патшалӑх ачаллӑ тата ача ҫуратма хатӗрленекен хӗрарӑмсене те илсе тухнӑ, тӗлӗнмелле йывӑр пулнӑ, — пурпӗрех илсе тухнӑ, мӗншӗн тесен пирӗн патшалӑх пуласлӑхшӑн кӗрешет.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ан тив, вӗсем пӗчӗкренех хӑйсен йӑхӗнчи ҫынсен шӑпине пӗлсе ӳсчӗр, ҫитӗнсен вара хастар та ырӑ чунлӑ пулма тимлеччӗр, Караньяловсен пурнӑҫ йӗрӗнчен таҫта аяккалла ан пӑрӑнччӑр», — терӗ кӗҫ-вӗҫ ача ҫуратма хатӗрленекен хӗрарӑм…

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чире ҫӗнтерме MARK IV препарат туянма хатӗрленекен пулӑшать.

Помоги переводом

Пушкӑртстанри 168 ача 2021 ҫултанпа "Круг добра" ырӑлӑх фондӗнчен пулӑшу илнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... ln-3220551

Кӗрешӗве хатӗрленекен арӑслан пек тӑрать патька-патша…

Помоги переводом

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней