Поиск
Шырав ĕçĕ:
Совет Союзӗнчи Коммунистсен партин XXII съезчӗ отчетлӑ доклад тӑрӑх йышӑннӑ резолюцире ҫакӑн пек каланӑ: «Юлашки ҫулсенче литературӑпа искусствӑра пирӗн пурнӑҫа тӗрӗс ҫутатса паракан, ҫӗнӗ ҫынсен — коммунизм тӑвакан ҫынсен характерӗнчи уйрӑмлӑхсене кӑтартса паракан паллӑ произведенисем чылай пулчӗҫ», тенӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Тепӗр чухне, ҫак сӑмахсене каласа, Олег чӗререн хӗпӗртетчӗ, юлташӗсен характерӗнчи чи лайӑх енӗсене аса илме тытӑнатчӗ, вара эпир унпа пӗрле хавасланма пуҫличченех лӑпланаймастчӗ.
Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Пашка Фесенко характерӗнчи кӑлтӑксене чӑннипе тавҫӑрса илсе, ӑна вӑхӑтра пулӑшу парас тӗлӗшпе пиртен никам та тӑрӑшса пӑхман.Никто из нас не пытался серьезно разобраться в Пашкиных недостатках, никто не взялся ему помочь.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Исидора характерӗнчи хӑш-пӗр енсем урӑх ҫӗршывсенче хӗрарӑма килӗшӳсӗр пек туйӑнса кайма пултарӗччӗҫ ӗнтӗ, анчах ҫак ҫӗршывра вара, хула тулашӗнчи ҫурт час-часах крепость пула-пула тӑнӑ ҫӗрте тата унта пурӑнакан ҫынсен юнӗ тӑкӑнкаланӑ ҫӗрте, ҫавӑ вырӑнлӑ пулнӑ.
LV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑрушлӑх иртсе кайнине сиссенех, Кольхаунӑн характерӗнчи пӗтӗм тискер чарусӑрлӑхӗ каллех чӗрӗлсе кайнӑ, ҫавна тата хӑй аяла пулнипе намӑс курни вӑйлатса янӑ.
XXIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑш чухне боецсем вӗсене ырӑ сӑмахпа та асӑнма пултараймаҫҫӗ — паллашу ытла та кӗске пулнӑ пирки, ҫыннӑн характерӗнчи тӗрлӗ енсем палӑраймасӑрах юлаҫҫӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Унӑн вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнӑ туртӑм-кӑмӑлӗ манӑн яланлӑхах пулса юлнӑ туртӑм-кӑмӑлпа килӗшнӗ — эпӗ унӑн ҫак вӑхӑтлӑха пулнӑ япалине ун характерӗнчи яланхи паллӑ вырӑнне хурса йышӑннинчен тӗлӗнмелле-и вара?
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тӳррипех калатӑп, эпӗ хам та ҫав Печорин килессине кӑшт тӳсеймесӗртерех кӗтсе тӑтӑм; штабс-капитан каласа панӑ хыҫҫӑн эпӗ ӑна кӑмӑлласах каймарӑм, ҫапах та унӑн характерӗнчи хӑш-пӗр енӗсем мана калама ҫук лайӑх пек туйӑнчӗҫ.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1