Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пиччӗшӗ мухтанчӑк, ҫӑмӑлчак, чӑрсӑр пулнӑ пулсан, Иван вара йӑвашчӗ, ҫынна хисеплетчӗ, хаклатчӗ, уҫӑ кӑмӑллӑччӗ.
Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.
Кашни приказах вӑл историшӗн чи кирлӗ документ вырӑнне шутласа хаклатчӗ.Каждый приказ он считал самым важным для истории документом.
Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ывӑл пӗрмаях шӳт тӑватчӗ, пирӗн умра вӑл хӑйне тусӗсем умӗнче тыткаланӑ пек тыткалатчӗ, уншӑн тӑрӑшнине, ӑна ачашланине сума-суса хисеплетчӗ, хаклатчӗ.
«Ан кулян, анне» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Олег яланах хаваслӑ та уҫӑ кӑмӑллӑччӗ, вӑл илемлӗ калаҫма пӗлетчӗ, халӑхӑн ҫивчӗ сӑмахӗсене питӗ хаклатчӗ, пурне те ҫӗклентерсе чунтан, шавлӑн кулатчӗ.
«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Эпӗ хамӑн искусствӑна пӗр вӗҫӗм вӗренсе пытӑм, хамӑн ӑшӑмра тупнӑ вӑйлах мар пултарулӑха ӳстерме тӑрӑшрӑм та пӗр йывӑрлӑх хыҫҫӑн тепӗр йывӑрлӑх пӗтсе пынине курса савӑнтӑм, Помещикӗ пирӗн ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, тӳрӗ ҫынччӗ; вӑл мана хисеплетчӗ, манӑн талантсене тивӗҫлипе хаклатчӗ, мана французла вӗренме укҫа пачӗ, хӑйӗнпе пӗрле Италие, Парижа илсе кайрӗ, эпӗ Тальмапа Марса куртӑм, эпӗ ҫур ҫул Парижра пурӑнтӑм, унтан вара — мӗн тӑвас тетӗн! — эпӗ ун чух питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха, ҫул енчен мар пулсан та, опыт енчен ҫамрӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та провинцири пӗчӗк театра таврӑнтӑм; мана хама вӗрентсе ӳстернӗ ҫынпа уйрӑм тивӗҫсем ҫыхӑнтарса тӑнӑ пек туйӑннӑ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Брянский хӑйӗн старшинине хаклатчӗ, унпа мухтанатчӗ.Брянский дорожил своим старшиной и гордился им перед другими командирами рот.
IV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Валерий Павлович ҫакна пысӑка хурса хаклатчӗ, вӑл ҫемьере хӑйне пулӑшнӑшӑн пите савӑнатчӗ.Валерий Павлович это очень ценил, был рад тому, что его в семье поддерживают.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Пӗр минутлӑха ҫеҫ кӗнӗ Ермолай: «Вӑл ухмах» (куратна, мӗнле сӑмаха юратать! — тесе илчӗ Филофей ҫур сасӑпа) — «вӑл ухмахскер укҫан шутне пачах та пӗлмест», тесе ӗнентерме тытӑнчӗ, — сӑмах май вара, вӑл мана акӑ мӗне асаилтерчӗ: пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗк халӑх нумай иртсе ҫӳрекен вырӑнта, икӗ пысӑк ҫул тӑваткалӗнче, манӑн аннеҫӗм тунӑ постоялӑй двор, — унта хуҫа пулса тӑма лартнӑ дворовӑй чӑнахах та укҫасен шутне пӗлмен пирки, — пӗтӗмпех саланса кайрӗ, ҫав дворовӑй укҫасене вӗсем миҫе пулни тӑрӑх хаклатчӗ, урӑхла каласан, сӑмахран, четвертак кӗмӗл укҫана ултӑ пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫалла паратчӗ, хӑй ҫапах та хытӑ ятлаҫатчӗ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
- 1