Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та эпӗ пур формӑсене те тытса пырса тунӑ следстви вырӑнне — ахаль, этемле калаҫнине юратарах паратӑп.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Хыҫҫӑн ҫӑрса нимӗрлетнӗ тӑма йывӑҫран тунӑ формӑсене тултарса икӗ мӑн сарайра пӗр вӑхӑт типӗтнӗ.
Ҫӑлтӑрлӑ кирпӗч // Николай Адёр. https://ru.chuvash.org/content/6051-%D2% ... D1%87.html
Эпӗ наукӑсене ҫав тери йывӑррӑн ҫӗнтерсе пыраттӑм, пуринчен ытла мана грамматика хӑйӗн киревсӗр, ансӑр, хытса ларнӑ формисемпе тӑна яратчӗ, эпӗ вӑл формӑсене чӗрӗ те йывӑр, ачаш та авкаланчӑк вырӑс чӗлхине ниепле те кӗртсе лартма пӗлместӗмччӗ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Вӗсем Совет Союзӗпе официальнӑй йӗркепе ҫыхӑну тытмалли формӑсене пурне те сивленӗ.Они протестовали против любой формы официальных отношений с СССР.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Ткаченко Ҫемен хыҫне систермесӗр пырса тӑнӑ та унӑн ҫак тимӗр шӑратакан пӗчӗк заводне, кунтах тӑпраран тунӑ формӑсене пӑхнӑ, шӑратса тунӑ шурӑ татӑксем те ҫакӑнтах пулнӑ, вӗсем хӑйӑр ҫинче сивӗннӗ.
VIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Ӗнерхи кӗлеткесен паллисемпе танлаштарса пӑхсан, паян пӑртак урӑхланса, илемлӗрех курӑнать; чи авалтарах хурт-кӑпшанкӑсем вырӑнне эпӗ паян пысӑкрах чӗрчунсен юлашкийӗсене куртӑм, палеонтолог куҫӗ вӗсем хушшинче хырӑмпа шуса ҫӳрекен ҫӗлен-калта евӗрлӗ малтанхи формӑсене те уйӑрса илме пултарать.
XX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫухавасем айне шурӑ пусма татӑкӗсем ҫӗлерӗмӗр, май килнӗ таран формӑсене тирпейлерӗмӗр.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Кисть хӑй тӗллӗнех хӑнӑхнӑ формӑсене ӳкерчӗ, ҫынсен аллисем унччен тунӑ пекех тухрӗҫ, пуҫӗсем нимле ҫӗнӗ хускану туман пек курӑнчӗҫ, вӑл ҫеҫ мар, платье хутламӗсем те ҫӗнӗлле ӳкерӗнмерӗҫ, вӗсем кӗлеткене кӑшт урӑхла тусанах художнике пӑхӑнмасӑр тепӗр тӗрлӗ вырнаҫрӗҫ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— Ҫапла, движени ҫукки вӑл ӗҫ ҫуккине пӗлтерет, — тет Алексей Петрович, — мӗншӗн тесен антропологилле анализ тӑвас пулсан, ӗҫ вӑл движенин тӗп форми пулса тӑрать, вӑл мӗнпур ытти формӑсене: вӑхӑта савӑнса ирттерессине, канассине, ашкӑнасси-выляссине, хаваслӑха — пурне те содержани парать, вӗсен никӗсӗ пулса тӑрать; малтанхи ӗҫсемсӗр ҫаксем вӗсем пурнӑҫра пулма та пултараймаҫҫӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1