Поиск
Шырав ĕçĕ:
Содержанипе формӑ пӗр-пӗринпе тачӑран та тачӑ ҫыхӑнса, пӗрлешсе, витӗр витсе тӑнине асра тытса, вырӑссен аслӑ критикӗ В. Г. Белинский ҫакӑн пек каланӑ: «Формӑ содержанине палӑртаканни пулсан, вӑл содержанипе ҫав тери тачӑ ҫыхӑнса тӑрать, содержанине формӑран уйӑрас тени содержанине пӗтернине пӗлтерет; тата ҫапла та; формӑна содержанирен уйӑрас тени формӑна пӗтернине пӗлтерет» (В. Г. Белинский. Собр. соч. в трех томах, т. 3, стр. 138).
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Ытти ҫӑлтӑрсем ҫинче элементсем ҫирӗп мар формӑран ҫирӗппине куҫса пыраҫҫӗ, атомӑн сӑнчӑравлӑ реакцийӗсем калама ҫук хӑватлӑ энерги — ӑшӑ, ҫутӑ тата вӗсенчен пӗрре те вӑйсӑр май ытти пайӑркасене кӑларса тӑраҫҫӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Татӑкӑн-татӑкӑн тураса сапалантарнӑ ӳт-пӳрен чӗрӗ ашӑн тӑкӑс шӑрши кӳ-ӳ те кӳ-ӳ киле-киле ҫапрӗ, унашкал шӑрша вӑл кирек хӑҫан та аш лавккисем умне ҫакнӑ тушкасенчен йӑсӑрланса сарӑлать, Ромашов унӑн сӑрӑ та кӑвак тӗслӗ шалти йӑлмакланса ҫуталакан яка пайӗсене курчӗ, курчӗ хырӑмӗнче мӗн-мӗн пуррине, курчӗ ун пуҫӗн мимине — сӑрӑ-сарӑскерне, йӑлт кукӑр-макӑр йӗрсемпе витӗннӗкере, утнипелен сӗтел ҫинче формӑран кӑларнӑ желе пеклӗн чӗтӗресе выртаканскере.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Страницы:
- 1