Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫӑлни (тĕпĕ: уҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ культура вучахӗ уҫӑлни ял ҫыннисемшӗн чӑннипех те Ҫӗнӗ ҫул парни пулса тӑрать.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

— Ҫакӑн пек библиотека уҫӑлни пирӗн ялшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе шутлатӑп.

Помоги переводом

Библиотека хӑй патне туртать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d0%b1%d0%b ... %82%d1%8c/

Хыҫалти пӗчӗк калинкке уҫӑлни ун шухӑшне татрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Самолет вӗсене пӗр ҫухрӑм ҫӳллӗшне хӑпартрӗ, унтан сенкер тӳпере шурӑ куполсем уҫӑлни курӑнма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Уява тӳперен парашютпа сиксе кӗтсе илчӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... b%d1%87ec/

Таврӑнтӑм кӑна — редакцири юлташсенчен художество галерейинче выставка уҫӑлни ҫинчен пӗлтӗм.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тырӑ хумханни, калинкке уҫӑлни, ҫыран хӗрринче шыв шӑмпӑлтатни, вӑрманта кайӑксем юрлани, аслӑк ҫинче чӑхсем кӑтиклени, арман ҫунаттисем вашлатса ҫаврӑнни — ҫаксем йӑлтах-йӑлтах илтӗннӗн туйӑнаҫҫӗ Анатолий Семенович пейзажӗсенче.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫамрӑк хӗрарӑм, кӑштах ӗҫкеленӗскер, кӗтмен ҫӗртен мӑйӗнчен уртӑнчӗ: «Эс мана питӗ килӗшетӗн, анчах Маринэрен хӑратӑп», — терӗ те чуптума тытӑнчӗ, туалет алӑкӗ уҫӑлни илтӗнсен тин айккинелле вӗлт! турӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакна асӑннӑ сферӑра ҫӗнӗ производствӑсем уҫӑлни те ҫирӗплетет.

Помоги переводом

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60696

Ку тӑрӑхра пурӑнакансем врач офисӗ уҫӑлни вӗсемшӗн чаплӑ уяв пулнине каларӗҫ.

Помоги переводом

Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c

Чи савӑнӑҫлӑ пулӑмсенчен тепри – Олимп резервӗсене хатӗрлеме витӗм кӳрекен Спорт шкулӗ уҫӑлни.

Помоги переводом

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Республика кунне йӗркелесе ирттерес енӗпе ӗҫлекен комитетӑн канашлӑвне ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/05/chva ... respublika

«Юмансар ялӗнче ҫакӑн пек Культура керменӗ уҫӑлни пирӗншӗн пӗрлехи уяв.

«Открытие такого дома культуры в селе Юманзары для нас общий праздник.

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/24/yuma ... a-urch-uln

Утиял айӗнчи брошюра листисем хуллен кӑштӑртатса уҫӑлни кӑна илтӗнчӗ.

Из-под одеяла слышался только тихий шелест перелистываемых страниц —

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗпе иккӗшӗ ҫапла тӗркӗшнӗ самантра вырӑсла хапха чӗриклетсе уҫӑлни илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Казаков маларах тухса тӑчӗ, карттусне хывса, алла тытрӗ, унтан Михаил Степановичпа Тевлеш тӗнчери пролетари ҫулпуҫне Ленина курса килнӗ ятпа пухӑннӑ митинг уҫӑлни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Алкум алӑкӗ уҫӑлни, йытӑ вӗрсе яни, «Шарик, шӑп!» тени, ӑна тем пӑрахса пани илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хапха халтӑртатса уҫӑлни илтӗнчӗ, пӳрте Касак Ваҫҫи, Иванюк тата хура тутӑр пӗркеннӗ Манехва кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Картишӗнче ҫил хапхи лачӑртатса уҫӑлни илтӗнет.

Со двора донесся скрип калитки.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Барон туять, Чечек халь уншӑн — Тӗнче сасартӑк уҫӑлни.

Помоги переводом

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Спортпа туслашни усӑллӑ, уйрӑмах -урама тухса уҫӑлни.

Пойдут на пользу занятия спортом, особенно на свежем воздухе.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Аспара ҫакӑн пек вӑрттӑнлӑхсем уҫӑлни питӗ савӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней