Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫсанах (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ваҫук алӑка уҫсанах пӳртре хӗрсем шавлӑн калаҫни илтӗнчӗ, тулти пӳртре милӗк шӑрши килет.

Помоги переводом

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Алӑка уҫсанах Варукӗ ҫинчен ыйтрӗ, тет.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫне уҫсанах хӑй ӑҫтине астурӗ Иван, умӗнчи хӗрарӑма палласа илчӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫатмана уҫсанах пӳрте ӑшаланӑ ҫӗрулмипе сухан шӑрши сарӑлчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яш ҫын ҫӑварне шыв сыпнӑн пӗр сӑмах чӗнмесӗр, хӑйма «вӑрланӑшӑн» ятланӑ кушак алӑк уҫсанах сак айӗнчен тулалла вирхӗннӗн хӑвӑрт тухса кайрӗ.

Помоги переводом

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӑна кӑшт уҫсанах сӑмсана, куҫа йӳҫӗ тӗтӗм тӑрӑнчӗ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Алӑк уҫсанах куҫ умне ӳкерчӗкри кӑпӑк кӑларса ыткӑнакан лашасем сиксе тухрӗҫ, хӑлхара тачанка сасси, пулемет тӑкӑртатни илтӗннӗ пекех туйӑнчӗ.

Помоги переводом

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мунча алӑкне уҫсанах ӑна шӑмшака ҫемҫетсе яракан, канлӗх сунакан ӑшӑ пырса ҫапрӗ.

Помоги переводом

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑвара уҫсанах хӑйӑр шӑл ҫинче качӑртатма тытӑнать.

Нельзя было открыть рта, чтобы песок не скрипел на зубах.

Пушӑ хирпе // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Унччен малтан, манӑн, куҫ хупса: «Раз!..» — темеллеччӗ те, куҫсене уҫсанах хампа юнашар кам та пулин пиҫсе ҫитсе, юнашар тӑнине курмаллаччӗ кӑна.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Испуханов хапха алӑкне уҫсанах йытӑ хаяррӑн хӑрлатрӗ, ҫенӗк умне Ульяна тухса тӑчӗ:

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Вӗсем арпалӑхӑн ҫатан алӑкӗ патне пычӗҫ, ӑна кӑшт уҫсанах, тӑп-тулли чыхса тултарнӑ арпа ишӗлсе анчӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑна ҫав сӑрлӑ алӑка уҫсанах хӑйне хирӗҫ вун икӗ пуҫлӑ ҫӗлен курӑнса каяссӑн туйӑнчӗ.

Помоги переводом

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Алӑка уҫсанах княҫсен сӑмсине тутлӑ шашлык шӑрши пырса ҫапрӗ.

Помоги переводом

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лупас айне лартса йӑвин шӑтӑкне уҫсанах Квикка пӗр чӗппине ҫӗклесе вӑрмана тарма хӑтланчӗ; юрать-ха, пирӗнпе пӗрле Палюк мучи пычӗ те, Квиккана хӑй патне астарса илсе тытрӗ, вара уринчен, ыраттармалла мар ҫыхса ҫинҫе кантӑрапа йӑви патне кӑкартӑмӑр.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Каллех ҫавнашкалах, ҫенӗк алӑкне уҫсанах Твикка кӑшкӑрчӗ ячӗ.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Настаҫ кинеми ҫенӗк алӑкне уҫсанах халь ялан карлӑк ҫинче ларакан Твикка твик!, тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Помоги переводом

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

— О-о-о! — кӑшкӑрчӗ вӑл алӑк уҫсанах.

Помоги переводом

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

Куҫа уҫсанах каятпӑр, — килӗшрӗм эпӗ.

Помоги переводом

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Алӑк уҫсанах вӑл шӑлтӑртатса шалалла хӑмпӑлчӑланса туртӑнать, хупсан — каялла тӳрленсе ларать.

Когда открывается дверь, пузырь с шумом втягивается внутрь, закроешь дверь — он выправляется снова.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней