Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

утмасть (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӗ вӑл утмасть, хӑнӑхнӑ мельпе урисемпе пӗр евӗрлӗ хускаткалать, вӗсем ӑна хӑйсемех малалла куҫараҫҫӗ.

Помоги переводом

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуран утмасть Изамбаев, кӑвак урхамах кӳлнӗ симӗс тӑрантас ҫинче ларса пырать.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗр туртӑм пур унӑн: шахматсӑр утас та утмасть.

Помоги переводом

Шухӑшлама вӑхӑт пур // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 49–52 с.

Вӑл ман алла сивӗ сӑмсипе тӗкӗнет, хӳрине пӑтратать, ҫуланать — малалла утмасть.

Помоги переводом

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Унта мӗнле тавлашу пынине те ӑнланса илчӗҫ каччӑсем: мӑрса хӗр ачана йӑмра кутне ҫывӑхарах пыма ӳкӗтлет, лешӗ, инкеке сиснӗ пекех, пӗр утӑм та утмасть.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам малалла утмасть – ҫавӑ каялла каять.

Кто не двигается вперед, тот катится назад.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Саадет-Гирей юлашки вӑхӑтра пӗтӗм ӗҫе Сулейман хушнӑ пек тӑвать, вӑл ирӗк памасӑр хӑй тӗллӗн пӗр утӑм та утмасть.

Помоги переводом

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Утмасть — чупать, калаҫмасть — юрлать, йӗс шӑнкӑрав пек чӑнкӑртатать.

Помоги переводом

12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи ку вырӑнтан яланах сывламасӑр тенӗ пек иртет, пӳлӗхҫӗсене кӗл тумасӑр пӗр утӑм та утмасть.

Помоги переводом

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах ҫапах та вӑл сехет ӑстинчен пӑрӑнса утмасть.

Но от часовщика он все же не отошел.

Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Лашана уттарса ҫеҫ пыратӑп, часах чарӑнмалла та пулчӗ: лаша мӗнле хӑваласан та малалла пӗр утӑм та утмасть.

Я поехал шагом и скоро принужден был остановиться: лошадь моя вязла.

Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.

Утмасть, вӗҫнӗ пек ҫӳрет амӑшӗ.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халь ӗнтӗ Кэукай, паҫӑрхи пек, унталла-кунталла пӑрӑнкаласа утмасть, пӗр иккӗленмесӗр, юр ярӑмӗсене урлӑ утать.

Теперь Кэукай шел уверенно, не бросаясь из стороны в сторону, следя за тем, чтобы снежные заструги были пересечены поперек.

Йӗрлевҫӗсем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ҫапах та кунта вӑл ҫыран хӗрринчи пекех ирӗклӗн утмасть.

Однако здесь она шагает не так вольно, как по бережку.

VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Халӗ ӗнтӗ ӑмӑрткайӑк утмасть, вӑл чупать, кайнӑ ҫемӗн хӑвартрах каять, ҫуначӗсемпе авӑсма тытӑнать, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫӗр ҫинче шуса кайнӑ пекех курӑнать.

Орел уже не идет, а бежит; он набирает скорость, медленно маша крыльями, и временами совсем скользит над землей.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Ҫарапакарталлӑ ача урамра кулленех утмасть, ҫавӑнпа та пурте ҫарамас ачана курма васкаҫҫӗ.

Голый мальчик не каждый день ходит по улицам, и все спешили посмотреть на голого мальчика.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫар юхӑмӗн чи вӗҫӗнче вӑраххӑн тусан кӑларса пыракан сурӑхсен, сыснасен тата ӗнесен пысӑк кӗтӗвӗсене хӑвалакан кӗтӳҫӗсемсӗр пуҫне, никам та ҫуран утмасть.

Все ехало, никто не шел пешком, кроме пастухов, погоняющих огромные стада овец, свиней и коров, медленно пылящих в самом конце армейского потока.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Самӑр тилӗ утма та ырханни пек утмасть, вӑл ҫӑмӑллӑн утать, йӗрӗ те тарӑн мар.

А сытая она и ступает не так, как голодная: легко себя носит.

Йӗр тӑрӑх // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 73–85 с.

Утмасть, йӗксӗк!

— Не идет, сволочь!

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Утнӑ чухне вӑл лакӑм-тӗкӗмсене тӳрех кӗрсе каять, вӗсем урлӑ сиксе каҫайман пирки, тӑрӑнса ӳкет, унтан тӑрлатса чӗтрекен малти урисем ҫине тӗренкелесе тӑрать те йывӑррӑн хашка-хашка малалла утать, ҫитменни ҫине тата утасса та тӑрлавлӑ утмасть, темле кукӑр-макӑр ункӑсем туса утать.

Она шла, направляясь прямо на ярки и канавки, и не перепрыгивала их, а падала, потом, опираясь на дрожащие передние ноги, вставала, трудно вздыхая, снова шла, причем и шла-то не обычно, а все время описывая круги…

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней