Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хуть те темле ирӗк пултӑр кунта, хуть пылпа та кулачпа тӑрантарса усраччӑр, Чӑвашра хура ҫӑкӑр та кулленех ан лектӗр, вӗренме те ан илччӗр (кӗнекесем тӑрӑх вӗренме пурпӗр никам та чараймасть мана), урамра та ман еннелле тиркесе пӑхчӑр («кулак ачи!») пурпӗрех Чӑваша таврӑнмалла ман.
«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html
Турӑсем нумайччен усраччӑр сана, ӳлӗмрен те ҫавӑн пек инкексенчен сыхласа тӑччӑр».
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Картинӑллӑ кӗнекесем илсе пама юрать, вӗсене тыткаланӑ чухне ҫурма юраманни ҫинчен каласа ӑнлантармалла: типтерлӗ усраччӑр.
Кама мӗн парнелемелле? // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Ҫав Тамани-Холл шуйттанне, хам сасса мӗнле сутмаллине вӗрент-ха вӑт мана, анчах укҫасӑр-мӗнсӗрех ӗҫтерсе-ҫитерсе усраччӑр вара.
VII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
— Шуйттансем тӑрантарса усраччӑр вӗсене ҫапла! — ҫӑвар тулли апата мӗтӗрнӗ май, кушак пек мӑрӑлтатса хуравларӗ Пантелей Прокофьевич.— Черти бы их так кормили! — мурлыча по-кошачьи, с набитым ртом, отвечал Пантелей Прокофьевич.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 6. Левий йӑхне илсе кил те ӑна Аарон священник умне тӑрат, вӗсем ӑна пӑхӑнса ӗҫлесе тӑччӑр; 7. вӗсем вара уншӑн та, пӗтӗм халӑхшӑн та пуху чатӑрӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн яланах кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 8. пуху чатӑрӗн мӗнпур япалине вӗсем сыхласа усраччӑр, Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑмашкӑн кӗлӗ чатӑрӗ патӗнче пулччӑр; 9. левитсене Аарона [хӑвӑн пиччӳне] тата унӑн [священникра тӑракан] ывӑлӗсен аллине пар: Израиль ывӑлӗсенчен вӗсем Аарон аллинче пулччӑр; 10. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене [Турӑ ирӗкне пӗлтерекен кӗлӗ чатӑрне] пар: вӗсем хӑйсен священника тивӗҫ ӗҫне туса тӑччӑр [тата парне вырӑнӗпе чаршавӑн шал енче мӗн пуррине пурне те пӑхса тӑччӑр]; унта кам та пулин урӑх ҫын пырса ҫулӑхсассӑн, ӑна вӗлерме тытса памалла, тенӗ.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Фараон ҫӗре пӑхса тӑракан ҫынсем суйласа лартма хуштӑр, ытлӑ-ҫитлӗ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — Египет ҫӗрӗнчи [пӗтӗм ҫимӗҫӗн] пиллӗкӗмӗш пайне пуҫтарса пыма хуштӑр; 35. вӗсем ҫитес ӑнӑҫлӑ ҫулсенче пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ пухчӑр, ӑна фараон аллине парса, кайран ҫимешкӗн хуласенче упраса усраччӑр; 36. ҫӗр выҫлӑхпа ан пӗттӗр тесессӗн, ҫак тырӑ-пулӑ Египет ҫӗрӗ ҫинче пулас ҫичӗ выҫлӑх ҫул валли сыхлӑха пултӑр, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1