Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

усратӑп (тĕпĕ: усра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ӑна сунтӑх тӗпӗнчех упраса усратӑп.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ак ҫакӑнта, чӗре варринче, усратӑп эпӗ ӑна, — кӗрӗкне уҫса, кӑкӑрне шаккарӗ Ҫӗпритун.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тем чухлӗ выльӑх, чӑх-чӗп, хур-кӑвакал, сысна усратӑп.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗншӗн эп ӑна нӳрӗ шӑтӑка чиксе усратӑп?

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паян сире, Илья Ильич тӗттӗмччен вӑрманта усратӑп, унтан пӗр-пӗр чӑтлӑхра тӑрантас ҫинчен антарса хӑваратӑп.

Помоги переводом

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ ӑна чи чаплӑ документ пек сыхласа усратӑп.

Помоги переводом

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Хаҫатне халь те усратӑп.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хула варринчех пурӑнатӑп, ҫав вӑхӑтрах чӑх-чӗп усратӑп, пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ ӳстеретӗп.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Выльӑх-чӗрлӗх те усратӑп, пахчара тӗрлӗ ҫимӗҫ туса илетӗп.

Помоги переводом

Пурнӑҫ тулӑх // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 45–46 с.

«Мӗскӗн, мӗн пур санӑн? Сана ҫулталӑк тӑрантарса усратӑп!» — терӗ ӑна пӗрре хытӑ тарӑхнӑ самантра арӑмӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗлле уйрӑм траншейӑсенче усратӑп.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ сана качча илсен ҫупа пыл ҫинче усратӑп тесе суйма шутламастӑп.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ сана, чи ҫывӑх тус-йыш шутласа, тӑрантаратӑп, тӳре-шарасенчен упраса усратӑп.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Куратӑн-и, эпӗ ӑна, тӑхӑр вуннӑран иртнӗ аннене, уйрӑм пӳлӗмре усратӑп.

Помоги переводом

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хӑнана чӗнместӗп, вӗри икерчӗпе усратӑп тесе те шантармастӑп, анчах ырӑ сунса чӗнетӗп, — хуравларӗ тимӗрҫӗ.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ҫапла, усратӑп.

Помоги переводом

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Пӗр-пӗр, пырсан, кӑтартӑп-ха эп сана, пӗр мӑшӑрне ҫаплах пытарса усратӑп.

Как-нибудь покажу тебе —

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эрни-эрнипе, уйӑхӗ-уйӑхӗпе ӑна вӑрттӑн ҫӗрте пытарса усратӑп, мӗншӗн тесен чунсӑр пурӑнма ҫӑмӑлтарах.

Неделями, месяцами прячу ее подальше, потому как без души жить легче.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫуракине тухиччен ҫав вӑрлӑха типтерлӗ усратӑп тесе ал пустармалла та — ӗҫӗ пӗтрӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Эсир мӗн, эпӗ ӑна пытарса усратӑп тесе мана шанмастӑр-и?

Что же вы подозреваете, что я ее прячу?

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней