Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

усрас (тĕпĕ: усра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утӑ сахал турӗҫ кӑҫал, выльӑха ахаль ҫитерсе усрас килмест.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тепӗр вунӑ ҫул та пулин усрас тенӗччӗ ку тӑрӑха, ку хурӑнлӑха.

Помоги переводом

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак заповедника Кавказ ҫутҫанталӑкне ӳсентӑранпа чӗрчун тӗнчипе пӗрлех сыхласа усрас тесе тунӑ.

Назначение этого заповедника — охранять кавказскую природу со всем ее растительным и животным миром.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Укҫа ҫитмесен, усрас ӗнине те сутма пултарать.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кирек мӗн усрас пулсан та вӗтӗннӗ йӑха пӗтерсе пымалла.

Помоги переводом

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫав укҫана вӑрламан пулсан, ҫуркуннечченех пӳртре усрас шут пурччӗ.

Помоги переводом

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Сире хӑвӑра ҫавнашкал клеткӑра усрас пулсан, мӗнле, аван пулӗ-и е питех мар-и?.. — тесе, профессора мӗнле те пулин парӑнтарма хӑтланнисем те тупӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Шавлӑ пуху // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 19–21 с.

— Ӑҫта усрас тетӗр вӗсене?

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Вилӗсене асӑнса пир хутласа хутӑмӑр, киремете те укҫа тухса пӑрахрӑмӑр, тӳркӗллине асӑнса усрас путеке пусса чӳклерӗмӗр — ним усси те пулаймарӗ.

Помоги переводом

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ача-пӑчана тивӗҫлӗ шайра пӑхса усрас тесен мӗн чухлӗ тӑкак тӳсмеллине пӗлмеҫҫӗ-шим вӗсем?

Помоги переводом

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Ӑна пытарса усрас тесен чӑваш ҫынни ухмаха персе ҫӳреме те, патак ҫиме те хатӗр.

и, чтобы скрыть его, чуваш готов и дураком прикинуться, и палки отведать…

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Выльӑх ытларах усрас пулать пирӗн, ӑратла выльӑх илсе тултарас пулать.

Помоги переводом

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Олангаев, сыхласа усрас вырӑнне, сире панӑ, вӑрҫатӑп-ха эпӗ ӑна…

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чуна усрас тесе кун пек эрне, уйӑх, виҫ уйӑх пурӑнма пулать, анчах ӗмӗр пурӑнма ҫук.

Помоги переводом

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗрулми лартас тетӗп, сысна усрас тетӗп — ӑратлӑраххине, улмуҫҫи-ҫырла тавраш ӳстерес шыв хӗрринче — хамӑр анкарти хыҫӗнче.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Евлен — батрак, хуҫасем патӗнче темӗн чул ӗҫлесе пурӑнсан та, вӑл лаша-ӗне туянас ҫук, хӑйӗн пӗр ятлӑ ҫӗрӗпе пулас ҫемйине тӑрантарса усрас ҫук.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аслӑ ывӑлӗ, Михала, таҫтан тупса килнӗ те ҫавна — сехре хӑпартса усрас пулать.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫак условисенче пуян ҫынсене усрас тӗлӗшпе сирӗн ҫӗршыври ҫынсен иртен пуҫласа каҫчен тар юхтарса ӗҫлеме тивет, — тесе асӑрхаттарчӗ мана хуҫам.

«Но при этих условиях, — заметил хозяин, — обитатели вашей страны должны с утра и до поздней ночи трудиться, чтобы снабдить богачей».

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Нимле нӳхрепре те пытарса усрас ҫук.

Ни в каких погребах не спрячешь.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Вӑл тата сӗр ҫул пурӑнас пулсан та ҫавӑн пекех тӑрса юлас пек, тӗлӗнмелле тӗрексӗр ҫынсем хушшинче хӑйне ниҫталла пӑрӑнтармасӑр сыхласа усрас пек туйӑнать.

Казалось, что проживи он еще сто лет, а всё останется таким же, непоколебимо сохранит себя среди поразительно неустойчивых людей.

XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней