Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

усранӑ (тĕпĕ: усра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капӑр пуҫ хатӗрӗсем питӗ хаклӑ пулнӑ, вӗсене тирпейлӗ усранӑ, пӗр ҫӗнетмесӗр тенӗ пек ӑруран ӑрӑва халалласа пынӑ.

Помоги переводом

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫавӑнти улах вырӑнсенче ⎼ ҫӳллех мар сӑрт-ту хушшипе юхса выртакан таса шывсен хӗрринче ⎼ чӑвашсем хӑйсен авалхи вӑрттӑн йӑли-йӗркине тимлӗн упраса усранӑ.

Помоги переводом

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Хӗр туприне пӗтӗмпе тенӗ пекех ҫӑка ҫӳпҫесенче усранӑ: «куллен тӑхӑнмалли кӗпесем, пирсем ⎼ ҫӳпҫе-шупашка тулли, кӗрӗкӗ-сӑхманне каштасем ҫине ҫакнӑ.

Помоги переводом

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Судра палӑртнӑ тӑрӑх, 2022 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче айӑпланакан ҫын вӑрттӑн заклад урлӑ малалла пурнӑҫлама наркотиксем илнӗ те вӗсене хӑй килӗнче усранӑ.

В суде установлено, что в октябре 2022 года обвиняемая купила наркотики для дальнейшей реализации через тайники-закладки и хранила их у себя дома.

Пушкӑртстанра хӗрарӑма наркотиксем сутнӑшӑн 11 ҫула тӗрмене хупнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... pn-3644678

Виҫшер йытӑ усранӑ вӑхӑтсем пулнӑ, пӗри те сасартӑк ӳксе вилмен.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче ытлашши тӑрӑшнипе ытти пӑрусемпе пӗрле хӑйсен ула пӑрӑвне те витере яра кун выҫӑ усранӑ.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара Юхинӑн темиҫе ҫултанпа усранӑ ӗмӗт-шухӑшӗ ахалех пӑчланӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук тӳсеймерӗ, нумай ҫул хушши чӗринче упраса усранӑ туйӑмне ирӗке ячӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ку мӑйӑра эпӗ чи хаклӑ хӑна килсен парнелеме усранӑ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Миккуль тетене патшалӑх икӗ хутчен айӑпласа тӗрмере усранӑ.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Чун-чӗререн сыхласа усранӑ пӗрремӗш тата пӗртен-пӗр юратӑва, мана Турӑ хӑй парнеленӗскере.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ Шӗмертен ятлӑ атӑ-пушмак ӑсти Янтула хӑй патне илсе кайнӑ пулнӑ, хӑйӗн ӗҫне вӗрентнӗ, ҫитерсе-тумлантарса усранӑ, ҫын тунӑ.

Помоги переводом

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Кайӑк-кӗшӗке пуҫтарса илнӗ хыҫҫӑн чӑх-чӗп, хур-кӑвакал усранӑ хуралтӑсене, вырӑнсене дезинфекциленӗ.

Помоги переводом

Туктамӑшри килти кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1849- ... ke-t-p-tun

Килти выльӑх-чӗрлӗх нумай усранӑ — ӗнесем, пӑрусем, сурӑхсем, хурсем т. ыт. те.

Содержали полный двор домашнего скота — коров, телят, овец, гусей и т. д.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

— Эпӗ хама ҫак ҫуртран манӑн чӗррӗн юлнӑ салтаксемпе офицерсене тытса усранӑ ҫӗре куҫарма ыйтатӑп.

Помоги переводом

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗлӗк эпир ҫӗрулми тӗпсакайӗнче усранӑ.

Помоги переводом

Чемее пырса кӗрсен // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 1№ — 2-3 с.

Хуҫалӑх ӗҫне ҫӳренисӗр пуҫне ӳркевсӗр мӑшӑр килте те выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усранӑ, пахчинче тем тӗрлӗ ҫимӗҫ ӳстернӗ.

Помоги переводом

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Кашни йӑхӑн ҫак шӗвеке хатӗрлемелли рецепт пулнӑ, рецептне вӑрттӑн усранӑ, никама та каламан.

У каждого племени был свой рецепт приготовления этого напитка, рецепт которого держали в тайне.

Кӑмӑс энеолит тапхӑрӗнче пулса кайнӑ. Вӑл 5500 ҫулта ӗнтӗ! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/kultura/2023-08- ... nt-3380294

Мария Маркова пӗччен хӗрарӑма, сӑмахран, вӗсем 98 ҫула ҫитиччен пӑхса усранӑ.

Помоги переводом

Ашшӗ юнлӑ ҫапӑҫу хирӗнчен тухайман // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-yunla-capa ... ajman.html

Пире ҫеҫ те мар, выльӑхне те усранӑ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней