Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл япала Нина Ивановна урисен йӗрри те мар, одеколон шӑрши те мар, анчах мӗн вӑл — ӑна Лидия Алексеевна ниепле те тавҫӑрса илме те, курма та, алӑпа тытса пӑхма та пултарайман.
3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Мадейра ҫинче эндемиксен тӗсӗсем питӗ нумай, ытларах ҫурӑм шӑммисӗр, ҫав шутра питӗ сайра тӗл пулакан мадейра купӑста лӗпӗшӗсем те, Европӑн чи пысӑк эрешменӗ те (унӑн урисен тӑршшӗ 12 см ҫитет) пур.
Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0
Сиккипе пыракан лаша урисен сасси илтӗнчӗ.
Негр ялне аркатни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ак ӗнтӗ анчӑк, ӑсатакансен урисен хушшипе хӗсӗнкелесе, шӑвӑнкаласа, вӑшт! кӑна дебаркадер хӗррине ҫитсе тӑчӗ, мана куҫранах витӗрлесе вӗрмест — татӑлсах йӗрет, тейӗн, хӑй — ах, тур, тур! — виҫ ури ҫинче ҫеҫ тӑрать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Сыснасем уксахлаҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне урисен чӗрнисем ӳкме пултараҫҫӗ.
Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/
Сыснасем малтан вӗриленеҫҫӗ, апат ҫимеҫҫӗ, урисен ӳчӗ ҫинче хӗрлӗ тӗслӗ ыратакан шыҫӑсем, кайран шывпа тулнӑ хӑмпӑсем пулаҫҫӗ, унтан эрози пуҫланать.
Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/
Апла пулин те куҫа ачашлакан кӑмӑллӑ пит-куҫӗпе хӑва пек пиҫӗ кӗлетки, тӳрӗ те кӗрнеклӗ урисен ярӑнуллӑ утти ӑна ҫав-ҫавах ытарайми хитре кӑтартаҫҫӗ.
«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Лаши тенӗрен, вӑл хӑла, хушка пуҫлӑ, малти урисен пакӑлчакӗ шурӑ, сарлака ҫурӑмлӑ, усӑк купарчаллӑ, кӗскен каласан, хуҫи пекех ватӑскер.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
— Ҫара илме юрӑхлӑ! — терӗ ветфельдшер, лаша урисен ҫӑмламас пакӑлчакӗсене сире-сире пӑхса.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Эли хунарне ҫӗрелле уссан кӑшкӑрмасӑр тӳсеймерӗ: урисен тӗлӗнче вилмеллех аманнӑ хӗр хевтесӗррӗн тапкалашать.Он опустил на землю фонарь и вскрикнул: смертельно раненная девушка билась у его ног.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Стар кулма-и унта е ырлавлӑн чӗлхипе шаклаттарма-и — ҫӑварне уҫнӑччӗ кӑна — пач кӗтмен ҫӗртен тӑсӑлчӑк, кӗре алӑсем ун урисен тӗлне пӗчӗк кӳлепепе пӗрле лаплатрӗҫ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Ҫак самантра урисен тӗлӗнче Гобсонӑн хура йытти кускалама пикенчӗ.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Эсир наркӑмӑшланнӑ» сӑмахсем Джессирен хӑпмаҫҫӗ; вӗсем сӑртсен хушшинче ӑнтӑлса чупаҫҫӗ, унӑн сывлавӗнче чӗтренеҫҫӗ; ҫак сӑмахсем — ҫилпе тата тӗттӗмлӗхпе хутӑшса кайнӑскерсем — таҫта кӗтесре, унӑн урисен тӗлӗнче, алхасаҫҫӗ те васкаҫҫӗ; питӗнчен шарф пек сӗртӗнеҫҫӗ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Авӑклӑн ҫӗкленсе тӑма хӑтланни ӑна вӑйсӑрлатать; ҫӗрӗк вут-шанкӑран урисене йывӑррӑн, асӑрханса кӑларчӗ, вӗсене курсан хутланса ларчӗ: урисен ӳчӗ чӗркеленнӗ-татӑлнӑ, юнпа исленсе хуралнӑ.
XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Детрей унӑн вӑйне хапхаран кӗнӗ чухнех урисен йывӑрлӑхӗнчен тата ирӗклӗн сывлама кансӗрлекен канӑҫсӑр хумхануран туйрӗ.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Урисен айӗнче вӗсен таптанса лапчӑннӑ шлепкисем кускалаҫҫӗ.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Акӑ тинех ҫывӑхах пырса тӑтӑм, чарӑнтӑм, урисен айӗнче касса ҫырнӑ сӑмахсене куртӑм та вулатӑп.Наконец, я подошел близко, так, что увидел высеченную ниже ее ног надпись и прочитал ее.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ шлюпкӑра пӗччен, кӑнтӑралла ишетӗп, тата — шухӑшлӑн кулкаласа — шывалла тинкеретӗп, унта Фрези Грантӑн пӗчӗк урисен йӗрӗ чӑнласах курӑнасса кӗтетӗп тейӗн.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫаранран тухсан малалли ҫула пысӑках мар юхан шыв хӗррипе тӑсрӑмӑр, ӑна темиҫе тӗлтен каҫа-каҫа иртрӗмӗр; лаша урисен тӗлӗнче шӑмпӑртатса шыв пире сирпӗнчӗксемпе ислетет.
V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Курӑнманскер — вӑл аякри пӗчӗк юлан утҫа сӑнать; хайхискер юртӑпа хыпалансах ҫывхарать, ҫав хушӑрах пысӑках мар йӗрлевҫӗ анчӑк пӗрре лаша урисен айӗпе чупать, тепре курӑк хушшинче кукӑр-макӑррӑн сиккелет.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.