Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

упрассишӗн (тĕпĕ: упра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кунта рабочисен сывлӑхне упрассишӗн ҫителӗклӗ тӑрӑшмаҫҫӗ пулмалла.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Унӑн халӗ пӗр тӗллев: вӑй пур таран ӗҫлемелле, вӗренмелле, халӑхпа пӗрле пулмалла, вӑрман пуянлӑхне упрассишӗн кӗрешмелле.

Помоги переводом

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ялти халӑх вучахра кӑвар упрассишӗн сӗм-сӗм авал тискер кайӑкла пурӑнакан ҫынсем пекех тимлӗн тӑрӑшнӑ, кӑмакаран вучаха кӑларнӑ кӑвара кӗлпе хулӑммӑн вите-вите хунӑ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Раҫҫей ҫарӗ Донбасри мирлӗ халӑха упрассишӗн, вӗсене хӳтӗлес тесе тӑшмана хирӗҫ хар тӑма ялан хатӗр.

Помоги переводом

Олег Николаев Чӑваш Ен кадет корпусӗнче "Чи кирли пирки уҫӑ калаҫу" урокӗ ирттернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/14/oleg ... he-chi-kir

Эсир пурсӑмӑра та тӑрантаракан ҫӗр-аннемӗре тивӗҫлипе пӑхса тӗрӗс-тӗкел упрассишӗн пӗтӗм вӑйӑра тата чун хавалне шеллемесӗр тӑрӑшатӑр, ырми-канми ӗҫӗрпе экономикӑна аталантарма ҫирӗп никӗс хыватӑр, халӑха лайӑх пахалӑхлӑ тата экологи тӗлӗшӗнчен таса шутланакан продукципе тивӗҫтеретӗр.

Все свои силы и душу вы отдаете заботе о земле-кормилице, неустанным кропотливым трудом создаете прочную базу для развития экономики, обеспечиваете потребителей натуральной, экологически чистой продукцией.

Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/07/news-3679647

Анчах ҫак короле вӑл питех те ыр кӑмӑллӑ пулнишӗн тата вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсен пурнӑҫне упрассишӗн хытӑ тӑрӑшнӑшӑн тивӗҫлӗ хак парса хисеплемелле (ҫак тӗлӗшпе Европӑри монархсен ун пек пулма тӑрӑшмалла).

Но следует отдать должное великому милосердию этого монарха и его заботливости о своих подданных (в этом отношении европейским монархам не мешало бы подражать ему):

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ҫав илеме упрассишӗн эпир, аслисем, яваплӑ.

Помоги переводом

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Халӑх пуянлӑхне упрассишӗн, ӑна аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшӑканскер хӑех ахах пек…

Помоги переводом

«Кашни кун эп тӗрлӗрен» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ҫакӑ вара юлашкинчен пирӗн ҫынсен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗшӗн, регионти тата пӗтӗм ҫӗршыври обществӑпа политика лару-тӑрӑвӗн ҫирӗплӗхне сыхласа упрассишӗн питех те пӗлтерӗшлӗ.

А это в конечном счете имеет огромное значение для социального самочувствия наших людей, сохранения стабильной общественно-политической обстановки в регионе и стране в целом.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=66 ... cc00d977d9

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней