Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Вара тӑна кӗретӗп, — ӑшшӑн пӑхса илчӗ Петр Семенович Мария Петровна ҫине, — умӑма пӗр хӗрача кукленсе ларнӑ та мана йӑпатать.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Эпӗ хӗрарӑм-тус пирки, арӑм е юратнӑ ҫын пирки мар, тус пирки — ҫак сӑмахӑн сивӗ пӗлтерӗшӗпе — шухӑшлама тытӑнсан умӑма яланах Джиоконда сӑнӗ тухса тӑрать.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Мӗнле иртсе кайрӗ вӑл ман ҫумран — ҫакна умӑма халӗ те кӑларса тӑратаймастӑп; тен, пӑравус витӗр ӑнтӑлса сиксе тухрӑм.Как он проскочил мимо меня — не могу даже представить; может быть, я проскочила сквозь паровоз.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӗненсем: сана тата санӑн тертленӗвне умӑма кӑларса тӑратсанах тӑтӑшах йӗретӗп!Поверь, я часто плачу, когда вспоминаю о тебе и твоих страданиях!
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Мӗскер санпа? — терӗм эпӗ — хам та хумханса ӳкнӗскер, мӗншӗн тесен Филатр курнине умӑма кӗретӗн кӑларса тӑратрӑм.— Что с тобой? — сказал я, сам взволнованный, так как ясно представил все, что видел Филатр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ун чухне умӑма пӗр курӑну питех те уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ.
XXX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Татӑклӑ йышӑну тумасӑр, урӑхла каласан — икӗ ҫак ҫынна умӑма кӑларса тӑратса, анчах иккӗленӗве сирмесӗр — Биче Сениэль ҫинчен хамӑн шухӑшӑмсем ӳстерсе хакланӑн, канӑҫсӑррӑн курӑннине асӑрхатӑп.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ Фильс шӑпи пирки, пире тӗрлӗ инкек-синкек, синкер-телейсӗрлӗх ан ҫулӑхтӑр тесе вут умӗнче ҫулӑмла, хӗрӳллӗн кӗлӗ туни ҫинчен шухӑшлатӑп, ҫав авӑкрах ҫарран ҫӳрекен икӗ арҫын ачана умӑма уҫӑмлӑн кӑларса тӑрататӑп: лӑпкӑ вӑрманти ӗҫлӗ-шухӑшлӑ ачасем — малашлӑха туйса-сиссе пурнӑҫ шартламинчен вут-кӑвайтӑн вӗри ҫавра ҫилӗ патне лекме хӑтланаканскерсем…
II. Зурбаган // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Хама ыррӑн аса илсе киленӳсене, савӑклӑхсене, рехетлӗхсене умӑма кӑларса хутӑм та…Снисходительно я вспоминал свои удовольствия, наслаждения и увлечения.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Эпӗ вӗсен кӑмӑл вылявӗсене, ӗмӗтленӗвӗсене, ӑнтӑлӑвӗсене, туйӑмӗсене виҫсе хакларӑм та — хамра ӗмӗрхи ҫак пружинӑсем евӗрлине нимӗн те тупаймастӑп, ҫапла вара умӑма пӗрре пӑхсан тискер те уҫӑмсӑр кӗске ыйту уҫӑмлӑн-кӗретӗн тухса тӑчӗ:
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Анчах сирӗн пурнӑҫӑрӑн ӗҫне умӑма кӑларса тӑратрӑм та ӑнлантӑм: Руфут ханкӑрӗн пуянлӑхне ҫул ҫӳревӗсемпе ҫыхӑннӑ уҫӑмлӑхсен-ҫӗнӗ пулӑмсен юхӑмӗпе ярса эпӗ ҫӗрӗн пӗтӗм пурнӑҫне тӗкӗнетӗн-перӗнетӗп; унта: промышленноҫ, медицина, куллен усӑ кӳрекен тата пӗтӗмӗшле, абстрактлӑ наукӑсем, географи, этнографи, филологи, ботаника, музыка, поэзи, ҫут ҫанталӑк, тем те пӗр курса ҫӳрени, сӑнарлӑх ӳнерӗ, театр, литературӑн мӗн пур тӗсӗ, пӗр сӑмахпа — этемлӗхӗн мӗн пур куҫӑмӗ-аталанӑвӗ.
XVI. Аслӑ ӗмӗт // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унтан эпӗ умӑма иккӗмӗш тӗнчене, стена леш енчине, кӗретлӗхри вӑрттӑннине, кӑларса тӑрататӑп; никӗслесе капашлатнӑ капмарлӑхсен иккӗленӳсӗр тӗреклӗхӗ, — унпа, ҫак тӗреклӗхпе, пӳрнепе пусса выляятӑп.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Гаваньрен лайӑх ҫилпе тухрӑмӑр; карапа тӗпӗнченех аванах силлет; сӑмсахран пӑрӑнсан руль умне Эстамп тӑчӗ, Дюрокпа иксӗмӗр каютӑна иртрӗмӗр, вара эпӗ ҫак ҫынна тӗплӗн тишкертӗм, ҫав самантрах хупахран шӑллӗпе таврӑннӑ Гро хӑйне еплерех туйнине умӑма кӑларса тӑратрӑм.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Ботредж, — пуҫларӗ Стомадор, — эпӗ тӗрме стени леш енче шӑпах хамӑн лавккана хирӗҫ кайса лекес тӗк ман умӑма мӗн тухса тӑрать?
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шаккасанах шӑнкӑрав сасси янӑраса кайрӗ, чупни илтӗнет, умӑма темиҫе лакей тухса тӑчӗ.На стук раздались звонки, послышалась беготня, и несколько лакеев выросли передо мной.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Ҫапла каларӗ те Маринка умӑма пырса пӗшкӗнчӗ, чечеклентерсе ҫыхнӑ хӑйӑвӑн вӗҫӗ пите перӗнсе кӑтӑклантарчӗ.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
30. Корнилий каланӑ: тӑватӑмкун эпӗ ҫак сехетчен типӗ тытрӑм, тӑххӑрмӗш сехетре хам пӳртӗмре кӗлтурӑм; акӑ ман умӑма ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ар пырса тӑчӗ те 31. каларӗ: «Корнилий! санӑн кӗллӳ илтӗнчӗ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ. 32. Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; вӑл тинӗс хӗрринче, сӑран тӑвакан Симон ҫуртӗнче, хӑна пулса пурӑнать; вӑл килсе сана каласа парӗ» терӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫакна курсассӑн, эпӗ, Даниил, унӑн пӗлтерӗшне ӑнкарма тӑрӑшрӑм — акӑ ман умӑма ар евӗрлӗскер тухса тӑчӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ вӗсем хушшинче хӳме лартакана, хӳмери хушӑка хупӑрласа, ҫак ҫӗре пӗтересрен хӳтӗлеме Манӑн умӑма тӑракан ҫынна шырарӑм, анчах тупаймарӑм.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫиччӗмӗш ҫулта, пиллӗкӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисем Ҫӳлхуҫаран ыйтма килчӗҫ те ман умӑма ларчӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2