Поиск
Шырав ĕçĕ:
улпутӗнчен (тĕпĕ: улпут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара пӗтӗмпех урӑхла май пулса тухрӗ: кӳршӗ йытти теплерен картишне пырса кӗрсен, ӑна мӗн лекнӗ, ҫавӑнпа пенӗ, ача-пӑчасем хӳме урлӑ каҫса кӗрсен, кӑшкӑрса та макӑрса, килне ҫитсен кӗписене тавӑрса, ҫурӑмӗ ҫинчи хулӑ йӗрӗсене кӑтартнӑ; леш кинемейӗ те, пӗрре Иван Иванович унтан тем ҫинчен ыйтса пӗлес тенӗ чух, ҫав тери киревсӗр хӑтланнӑ, вара Иван Иванович, хӑй питех те йӗркелӗскер, сура-сура: «Ах, путсӗр карчӑк! хӑй улпутӗнчен те путсӗртерех!» тесе ҫеҫ юлнӑ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Вӑл мӗнле те пулин ытти улпутсене хӑйӗн улпутӗнчен ҫӳле хума мар, унпа танлаштарас пулсан та, турӑ сыхлатӑр!Боже сохрани, чтоб он поставил другого какого-нибудь барина не только выше, даже наравне с своим!
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
7. Вара Аман патшана ҫапла каланӑ: патша хисеп-чыс тума шутланӑ ҫын валли 8. патша тӑхӑнакан тум илсе килччӗр, патша утланса ҫӳрекен урхамах ҫавӑтса килччӗр, ун пуҫне патша пуҫкӑшӑльне тӑхӑнтартчӑр, 9. ҫав тума, ҫав урхамаха патшанӑн чи ҫывӑх улпутӗнчен пӗрне паччӑр — вара патша чыслама шутланӑ этеме ҫав тума тӑхӑнтартчӑр та, урхамах ҫине лартса, хула варрине илсе тухчӑр, унтан ун умӗнчен кӑшкӑрса пыччӑр: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тетчӗр.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Артаксеркс патша Амана — Амадаф ывӑлне, Агаг ҫыннине — ҫӗкленӗ, ӑна хӑйӗн пур улпутӗнчен те ҫӳле хурса чапа кӑларнӑ; 2. патша таврашӗнчи ҫынсем, патша хапхи умӗнче тӑракансем пурте Аман умӗнче тайӑлнӑ, ун умне ӳксе пуҫҫапнӑ, мӗншӗн тесессӗн патша ҫапла тума хушнӑ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1