Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уйӑхне (тĕпĕ: уйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Джонпа Йоко Гибралтарта мӑшӑрланнӑ, хӑйсен чап-чап уйӑхне Амстердамра ирттернӗ.

20 марта 1969 года Джон и Йоко поженились на Гибралтаре, свой медовый месяц провели в Амстердаме.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

— Закон тӑрӑх мана уйӑхне пин ҫурӑ параҫҫӗ, — лӑпкӑн, ним пулман пекех тавӑрчӗ Сергей Тихонович.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Уйӑхне миҫе пин тенкӗ парӗҫ-ши сире?

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эсӗ вара такамсемпе ҫапкаланса ҫӳресе, уйӑхне виҫӗ ача ҫуратсан та, вӗсен ашшӗ пӗрех эпӗ пулӑп, мӗншӗн тесен эпир ҫырӑннӑ, санӑн ӗнентермелли пур!..

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Микуласене баржа ҫинче уйӑхне вунвиҫӗ тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр уйӑхне вӑл ҫуркунне канма шутларӗ.

Помоги переводом

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ытти чухне эпӗ унран уйӑхне икӗ ҫыруран кая мар илсе тӑнӑ.

Помоги переводом

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Сисмерӗмӗр те, август уйӑхне кӗтӗмӗр.

Помоги переводом

Вӗрентӳ министрӗ – пирӗн округра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d0%b2%d3%9 ... %80%d0%b0/

Уйӑхне тӑватӑ-пилӗк пин тухать.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Уйӑхне пилӗк пус кӑна-ҫке… — терӗ Раиса.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Лайӑх пурӑнтӑмӑр савӑш уйӑхне.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Чап-чап уйӑхне вӗсем Санкт-Петербургра ирттересшӗн.

Помоги переводом

Кинофильмри пекех… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m0BX5MNWJBE

Николай Захаров виҫ уйӑхне пӗрре яланах кунта пулӑ илме ҫӳрет.

Помоги переводом

Витаминпа пуян пулӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=BSWn0Gjxug8

Ҫуркуннен пӗрремӗш уйӑхне ярса кӑна пуснӑччӗ, тем самантра ӑна «хӗл куҫҫулӗпе» пӗрле ӑсатса та ятӑмӑр.

Помоги переводом

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Уйӑхне, кунне пӗлместӗп.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫак страницӑсене уйӑхне пӗрре ҫӗнетсен те вӗсен актуаллӑхӗ хӑвӑрт чакмӗ тесе шутларӑм та кэшламашкӑн ятарлӑ скрипт хатӗрлерӗм.

Помоги переводом

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Ҫӳллӗ карта тытса ҫаврӑннӑ ватӑ ҫӑка сивӗ илсе килнӗ ҫу уйӑхне хуҫӑк тураттисемпе юна-юна ятлать, ӑшӑ куна йыхӑрманшӑн вӑрҫать.

Помоги переводом

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйӑхне ҫӗр тенке ҫитерейместпӗр, мӗнле ӗҫ вара вӑл? — халь кӑна савӑнӑҫлӑ хӗр ҫавӑнтах салхуланчӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Март уйӑхне кӗтсе илтӗмӗр-ха, ҫӑва епле тухасчӗ тетпӗр.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Январь уйӑхне кӗнӗренпе вунӑ ҫын ҫӗре кӗнӗ.

Помоги переводом

Ҫуралакансем сахал, вилекен йышлӑ // О.ФЕДОТОВА. http://kasalen.ru/2023/01/17/c%d1%83%d1% ... 88%d0%bba/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней