Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уйӑрӑлчӗҫ (тĕпĕ: уйӑрӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир учительсем хатӗрлекен институтра вӗренекен Миловский хваттерӗнче пухӑнаттӑмӑр, — кайран вӑл Елеонский текен псевдонимпа калавсем ҫыратчӗ, пӗр пилӗк том ҫырсан, ҫак ҫын хӑйне хӑй вӗлерчӗ, — эпӗ тӗл пулнӑ ҫынсенчен мӗн чухлӗ ҫын пурӑнӑҫран хӑйсен ирӗкӗпе уйӑрӑлчӗҫ пулӗ!

Мы собирались в квартире ученика учительского института Миловского, — впоследствии он писал рассказы под псевдонимом Елеонский и, написав томов пять, кончил самоубийством, — как много людей, встреченных мною, ушло самовольно из жизни!

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Штрейкбрехерсем — тата тепӗр вӑтӑрӑн — ушкӑнран уйӑрӑлчӗҫ.

Штрейкбрехеры — человек тридцать — отделились от толпы.

Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.

— Кил-ҫурчӗ пит лайӑхчӗ, уйӑрӑлчӗҫ те, нихӑшин те нимӗн те ҫук.

— Был дом настоящий, а разделили — ни у кого ничего нет.

IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

Хула хӗрне ҫывхараспа икӗ пая уйӑрӑлчӗҫ, пралука тӗрлӗ енчен кӗчӗҫ.

Близко к окраине разбились на две группы, с разных сторон вошли в маленький проулочек.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Вӗсем Литейнӑй кӗпер патне ҫитрӗҫ те, ҫав тӗлте уйӑрӑлчӗҫ.

Они дошли до Литейного моста и здесь расстались.

6. Ҫӗнӗ кун // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Вӗсем ҫурҫӗр ҫитсен тин уйӑрӑлчӗҫ.

Расстались они в полночь.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Уйӑрӑлчӗҫ.

Расстались.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Сасӑсем икке уйӑрӑлчӗҫ.

Голоса разделились.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Тепӗр ирхине шурӑмпуҫӗ килсен, вӗсем ҫамрӑк скваттерсемпе пӗтӗм чун-чӗререн калаҫса уйӑрӑлчӗҫ.

На заре следующего дня они самым сердечным образом попрощались с двумя молодыми скваттерами.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Гленарван, хӗрарӑмсем, мӗнпур отрячӗпех туземецсенчен уйӑрӑлчӗҫ.

Гленарван, путешественницы и весь маленький отряд расстались с туземцами.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Каҫ пулнӑ май Ирландин ҫыннисем Шотландин ҫыннисемпе алӑ тытса уйӑрӑлчӗҫ, Айртонпа Падди О'Мур ҫемьи килне тавӑрӑнчӗ.

С наступлением вечера ирландцы попрощались с шотландцами, Айртон и семья О’Мур вернулись восвояси.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Местечкӑри коммунисткӑсем, аппӑшӗпе йӑмӑкӗ, пӗр-пӗрне ыталаса, сывпуллашса уйӑрӑлчӗҫ, чӑтайманнипе йӗрсе ячӗҫ.

А коммунистки из местечка, родные сестры, обнявшись, прощались и, не выдержав, зарыдали.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ыталаннипех ҫывӑрса каяс мар тесе, тата амӑшӗ курса ырӑ мар ан шухӑшлатӑр тесе, вӗсем уйӑрӑлчӗҫ.

И, боясь заснуть обнявшись, чтобы не увидела мать и не подумала нехорошее, разошлись.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗр-пӗринчен уйӑрӑлчӗҫ, ҫавӑнтах вӗсен мӗлкисем тӗттӗмре ирӗлсе ҫухалчӗҫ.

Ушли, сразу растаяв в темноте.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗсем ют ҫынсем пек сиввӗн уйӑрӑлчӗҫ.

И они расстались сухо, как чужие.

XXXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Виҫҫӗшӗ те хӑйсене ӑсатма хапха умне тухнӑ хуҫисемпе чӗререн ырӑ сунса уйӑрӑлчӗҫ те, дилижанс ҫине ларса, тапранса кайрӗҫ.

Все трое сердечно простились с хозяевами, вышедшими их проводить к воротам, уселись в дилижанс и поехали.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней