Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Тӳсекене — тӳш какай», — тенине аса илчӗ Ҫӗпритун ӑшӑ мунчара тӗнӗрен пӑхса ларнӑ чух.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Курӑр-ха: «Асап тӳсекене тата ҫӑлӑнӑҫ кӳрекене!» — тенӗ унта.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫапла мӑкӑртаткаласа вӑл инкек тӳсекене ҫурине сӗтӗрекен упӑте йӑрӑлӑхӗпе тата асӑрханулӑхӗпе хул пуҫҫи ҫине хучӗ, ӑна хӑйӗн мӑйӗнчен ҫавӑрса тыттарчӗ, хевтесӗрскерӗн чӗр куҫҫи айне аллисене чикрӗ, унтан — михӗ тейӗн — лӑстӑр-лӑстӑр силлерӗ.
Мӗн пулнӑ пулнах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 109–113 с.
«Халӗ тин хурланнипе нимӗн те тӑваймӑн. Хӑвна упра. Эс йӗнипе нимӗн те улшӑнмасть. Пӗлетӗп: вӗрентме ҫӑмӑл, инкек тӳсекене чӑтма йывӑр, ҫапах та ӗнен мана, иртнине каялла тавӑраймӑн», — тенӗччӗ вӑл Маринӑна пытарса килсен.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Акӑ ӗнтӗ халӗ, таврӑнсан, эпӗ каллех хам вырӑнта суя асап тӳсекене, хӗрес ҫумне пурӗ те ултӑ сехетлӗхе ҫеҫ пӑталаса хунӑ, унтан вилӗмрен чӗрӗлнӗ Иисуса куратӑп.
VI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Леҫсе параҫҫӗ-и вӗсене ӗҫмелли е ҫук-и, пур-пӗрех инкек тӳсекене хӳтӗлеҫҫӗ.
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Хумсем ман евӗр мӗскӗн ҫулҫӳрекене, тинӗсре инкек тӳсекене, ҫак утрав ҫине кӑларса пӑрахма пултараҫҫех, ҫав мӗскӗн кирек кам пулсан та, эпӗ ӑна чи ҫывӑх тус вырӑнне хурӑп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
27. Ҫамрӑклах йывӑрлӑх тӳсекене ырӑлӑх пулӗ; 28. вӑл чӗнмесӗр улаххӑн ларать: ҫав йывӑрлӑха ун ҫине Турӑ тиенӗ; 29. «тен, шанчӑк пӗтмен-ха» тесе, вӑл тути-ҫӑварӗпе тӑпрана сӗртӗнет; 30. хӑйне хӗнекен енне пичӗпе ҫаврӑнса тӑрать, ытлашшипех мӑшкӑл тӳсет.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӑвӑнӑр, тасалӑр; усал ӗҫӗрсене Манӑн куҫӑм умӗнчен шӑлса ывӑтӑр; усал тума чарӑнӑр; 17. ырӑ тума вӗренӗр, тӳрӗлӗхе шырӑр, пусмӑр тӳсекене хӑтарӑр, тӑлӑха хӳтӗлӗр, тӑлӑх арӑма кӳрентерме ан парӑр.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! кӗлмӗҫ ҫӑкӑр ыйтнӑ чухне памасӑр ан тӑр, ӗмӗтленсе пӑхакан куҫа тилмӗрттерсе ан ӗшентер; 2. выҫӑпа касӑлакан чуна ан хурлантар, ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана ан кулянтар; 3. хурланнӑ чуна ан кӳрентер, ҫук ҫынна парассине вӑраха ан яр; 4. пусмӑр тӳсекене, тархасласа пулӑшу ыйтаканскере, пулӑшмасӑр ан хӑвар; кӗллекен кӗлмӗҫрен ан йӗрӗн; 5. ыйтаканран куҫна аяккалла ан тарт, хӑвна ылхантарма сӑлтав туса ан пар ҫынна; 6. ҫапла вӑл чунӗ хурланнипе сана ылханӗ те, ӑна Пултаракан унӑн кӗллине илтӗ.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1