Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗтӗмрен (тĕпĕ: тӗтӗм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1899 ҫулта кунта Кениг аппаратне, пушарнӑйсене газпа тӗтӗмрен хӳтӗлемелли пӗрремӗш механикӑллӑ хатӗре шутласа кӑларнӑ.

В 1899 г. здесь был изобретён аппарат Кенига, первый механический прибор газодымозащиты пожарных.

Альтона // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BB%D ... 0%BD%D0%B0

Ирхи тӗтӗмрен юлакан пылакрах шӑршӑ, пӗчӗк чӳрече ҫутипе сӗмленсе курӑнакан сӗтелпе пукан, йывӑҫ путмар, пысӑк кӑмака — ҫак тахҫан хӑнӑхнӑ япаласем хӗр ачан ҫуйханнӑ чӗрине часах тӑванла йӑпатса пусарчӗҫ.

Сладковатый запах утреннего дымка, свет, льющийся сквозь маленькое оконце на привычные с детства предметы: стол, стулья, деревянные нары, большую белую печь — быстро успокоили взволнованное сердце девушки.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Часах пур ҫӗре те саланса икӗ ҫарне те йӗри-тавраллах хупланӑ тӗтӗм витӗр нимӗн те курӑнми пулчӗ, ретсенче ҫын хыҫҫӑн ҫын ӳкни ӗнтӗ курӑнмасть; анчах туяҫҫӗ ляхсем: пульӑсем йышлӑн вӗреҫҫӗ, ӗҫ хӗрӳленнӗҫемӗн хӗрӳленсе пырать; тӗтӗмрен тухса йӗри-тавра пӑхса илес тесе каялла чакрӗҫ те вӗсем, хӑйсен речӗсенче нумайӗшӗсем ҫуккине курчӗҫ.

Уже не видно было за великим дымом, обнявшим то и другое воинство, не видно было, как то одного, то другого не ставало в рядах; но чувствовали ляхи, что густо летели пули и жарко становилось дело; и когда попятились назад, чтобы посторониться от дыма и оглядеться, то многих недосчитались в рядах своих.

IX // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Аякри сӑрт ҫамки ҫӗр хӗрринче мӑкӑрланакан тӗссӗр тӗтӗмрен пулнӑ пӗлӗте аса илтерет.

Дальний южный хребет казался облаком серого дыма, клубящимся над краем земли.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӗр чул патӗнче тӑратчӗ, куҫне кӗрекен тӗтӗмрен аллисемпе сулкалатчӗ, хӑйӗн типсе ҫитмен куҫӗсемпе пур еннелле ҫаврӑнкаласа пӑхса халӑх хушшинчен такама шыратчӗ.

Девушка стояла ближе к скале, отмахиваясь от дыма костра, и своими влажными, черными и чуть скошенными глазами жадно выискивала кого-то в толпе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тӗтӗмрен хӑранипе ҫыртмаҫҫӗ хӑйсем.

Но не кусаются, боятся дыма.

Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Саша хӑй патӗнче ашшӗн хура сухаллӑ, шухӑша кайнӑ питне курчӗ; куҫӗсенче унӑн — тӗтӗмрен пулмалла ӗнтӗ — куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ.

Близко над собой Саша видит озабоченное, заросшее, черной бородой лицо отца; в глазах у него, наверно от дыма, мерцают слезинки.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Тӗтӗмрен куҫне хупласа, Корф шурлӑх хӗррине чупса тухрӗ, тарӑхнипе вӑл ним тӑва пӗлмесӗр урипе тапа-тапа кӑшкӑрса ячӗ:

Прикрывая глаза от дыма, Корф подбежал к краю болота, топнул ногой и, не помня себя от ярости, закричал:

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӗсем вутпа ҫулӑмран та, тӗтӗмрен те хӑраҫҫӗ.

Они боялись огня и дыма.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗр руководителӗ туртаканни, тепри тӗтӗмрен те хӑраканни пулсан, ай-ай начар-ҫке…

Если один из руководителей курит, а другой боится дыма, значит очень плохо…

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пароход хыҫне тӗтӗмрен чалӑш мӗлке ӳкрӗ.

Косая тень легла на кормовой тент парохода.

VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Атӑл хӗрринчи крепость ҫийӗнчи пӗлӗт пушарсемпе ҫурӑлакан снарядсенчен тухакан тӗтӗмрен пӗртте тасалман, ялан хура-хӑмӑр тӗслӗ пулнӑ, ҫак пӗлӗтре пӗрмай сывлӑшри ҫапӑҫусем пулса пынӑ.

Небо над волжской крепостью, вечно бурое, никогда не прояснявшееся от дыма пожарищ и разрывов, было ареной непрерывных воздушных схваток, боев, перераставших в целые битвы.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Вӗсем чавсаланса ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртрӗҫ те тӗтӗмрен хӑракаласарах, ӑна ытлашши шанмасӑртарах, хӑйсем ӑшнелле туртса вӗрнме пуҫларӑҫ.

Они развалились на земле, опираясь на локти, и начали попыхивать трубками, очень осторожно и не без опаски.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

50. Вара вӑл мана каларӗ: шухӑшла пуҫупа: ҫумӑр тумламран пысӑкрах пулнӑ пек, ҫулӑм тӗтӗмрен пысӑкрах пулнӑ пек, иртнин виҫи те пысӑкрах, ӗнтӗ тумлампа тӗтӗм анчах юлчӗ, терӗ.

50. Тогда он сказал мне: размышляй себе: как дождь более капель, а огонь больше дыма, так мера прошедшего превысила, а остались капли и дым.

3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней