Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗрен сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗрен (тĕпĕ: тӗрлӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн чухлӗ доклад туман пуль вӑл тӗрлӗрен хуласенчи рабочисемпе парти членӗсем умӗнче.

Десятки раз приходилось Владимиру Ильичу делать доклады в самых различных городах перед рабочими и членами партии.

Стокгольмри тӗлпулу // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Вӗсенчен нихӑшӗ те пӗлмен-ҫке-ха ҫак ҫынсем партин II съездне Российӑри тӗрлӗрен вырӑнсенчен пуҫтарӑннӑ делегатсем пулнине.

Никто, конечно, не знал, что это из разных местностей России съезжались делегаты на II съезд партии.

Большевиксем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӗрлӗрен вырӑнсенче чикӗсем урлӑ вӑрттӑн каҫараҫҫӗ.

Тайно переправляли в разных местах через границу.

Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ак мӗскер илсе ҫитернӗ иккен тӗрлӗрен ҫынсем асаплана-асаплана Мюнхенран!

Так вот что с таким трудом, в такой тайне везли из Мюнхена разные люди!

Ленин // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Унпа ҫапаҫҫӗ те ӗнтӗ рабочисен спортхаҫачӗпе тӗрлӗрен пӗлтерӳсемпе брошюрӑсене.

На этом большущем допотопном станке печаталась спортивная рабочая газета, разные объявления и брошюрки.

Хӗмрен — ҫулӑм // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

…Нимӗҫсен тӑвӑр урамсемлӗ, шӗвӗр тӑрӑллӑ ҫурт-йӗрсемпе чиркӳсемлӗ Лейпциг текен хулинче фабрикӑсем, типографисемпе тӗрлӗрен кӗнеке лавккисем темӗн чухлех.

В немецком городе Лейпциге, с узкими улицами, островерхими домами и кирками, было много фабрик и ещё больше типографий и всевозможных книжных лавочек.

Хӗмрен — ҫулӑм // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӗрлӗрен хуласене кайса ҫӳрет.

Выезжал в разные города.

Хӗмрен — ҫулӑм // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ав, еплерех пуҫтарать вӑл урайӗнче выртакан тетрадьсемпе кӑранташсене, тӗрлӗрен курупкасене тата ыттисене те.

азартно подбирал брошенные в суматохе тетрадку, карандаш, коробку из-под монпансье и тому подобные ценности:

Ирӗке! // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Сҫылкӑрисем тӗрлӗрен вырӑнсенчен пуҫтарӑнаҫҫӗ.

Политические ссыльные собрались из разных мест.

Ванеев вырӑнӗ умӗнче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Юлташӗсем ҫинчен пуплеҫҫӗ, тӗрлӗрен ыйтусем хускатаҫҫӗ.

О товарищах.

Пирӗн ӗҫе путлантараймӗҫ // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ун чухне, Владимир Ильич Нева заставин леш енче пурӑнакан Иван Васильевич Бабушкин слесарь кружокӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра, Петербургри тӗрлӗрен вырӑнсенче сахал мар ытти марксистла кружоксем те час-час пуҫтарӑннӑ.

В то время, когда Владимир Ильич занимался в кружке слесаря Ивана Васильевича Бабушкина за Невской заставой, немало рабочих марксистских кружков собиралось в разных концах Петербурга.

Пӗрремӗш кӗнеке // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ирхине ирех вӗсем тӗрлӗрен сасӑпа гудок параҫҫӗ.

Утром, ещё темно, на разные голоса начинали гудеть заводские гудки.

Нева заставин леш енче // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Чӑштӑртатать-кӑштӑртатать, авкаланать-явкаланать тӗрлӗрен тӗслӗ хут кӑшӑлсенчен тунӑ сӑнчӑр.

Шумит, извивается в руках детей длинная цепь из розовых, синих, золотых и жёлтых колечек.

Хӗллехи каҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Сӗтел тулли тӗрлӗрен тӗслӗ хут!

Стол завален разноцветной бумагой.

Хӗллехи каҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Тӗрлӗрен интереслӗ историсем нумай-нумай пӗлет вӑл: шӑрӑх ҫӗршывсемпе сивӗ ҫӗршывсем ҫинчен те, Альп кӗрчӗсем хушшинче ҫухалса кайнӑ ҫул-ҫӳревҫӗ вилӗмрен ҫӑлнӑ ӑслӑ йытӑ ҫинчен те, Раҫҫей ҫине вӑрҫӑпа килсе кӗнӗ Наполеонпа Бородинори ҫапӑҫу ҫинчен те…

Об умном псе сенбернаре, который спас путника, заблудившегося в альпийских снегах, о нашествии на Россию Наполеона и Бородинском сражении.

Хӗллехи каҫсем // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Чӑн, кун пирки эпир, ученӑйсем, тӗрлӗрен калатпӑр-ха.

Хотя единого мнения на этот счет среди нас ученых нет.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Кунсӑр пуҫне, хӑйне евӗр танлаштаруллӑ калаҫӑва хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ ҫакӑ чыслӑ сӗтел хушшинче, тӗслӗхрен, акӑ: епле ӑнланмалла-ха — ресторанта, чаплӑ ресторансенчех, тӗрлӗрен кафесемпе столовӑйсене асӑнмӑпӑр та, ак ҫакӑн евӗр аш таткинченех мунчалапа пушмак тӗпӗ хутӑшӗ хатӗрлесе параҫҫӗ, кунта вара сан умӑнта — шухӑшлӑр-ха, ҫав аш таткиех! — ҫисе тӑранма ҫук тутлӑ ҫимӗҫ ырӑ шӑршӑпа пӑсланса ларать…

Всячески поощрялось также проведение параллелей такого примерно характера: ну что бы значило — в ресторане, даже в приличном ресторане, не говоря уже о каких-то там кафе и столовых, из такого же, казалось бы, куска мяса готовят что-то среднее между мочалкой и подметкой из микропорки, здесь же у тебя на тарелке — подумать только, из того же куска мяса! — благоухает нечто нежное на вкус и ароматное на запах…

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Машинӑна кӗрсе ларсан, шофера кирлӗ мар тӗрлӗрен туйӑм-сисӗме чӗринчен пӗтӗмпех кӑларса ывӑтнӑн, Маринка сӑнран йӑлт улшӑнса тӳрленет.

Садясь за руль, Маринка всегда делала ужасно серьезное лицо, словно бы отрешалась от всяких побочных, неводительских эмоций.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Эпир геометрие — кубсемпе тӗрлӗрен параллелограммсене тата темӗн тепӗр ҫавӑн пеккине питӗ витӗр пӗлни ҫинчен калӗ.

Скажет, что мы были зело наборзевшими в геометрии, в тонкостях знали возможности куба, параллелограмма и тому подобное.

9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Йывӑҫран касса кӑларнӑ тӗрлӗрен автансемпе лаша пуҫӗсем, эрешлӗ чӳрече хашакӗсемпе чӗнтӗрлӗ пӳртҫи хысакӗсем вара — мӗне кирлӗ, мӗн тума?!

А всякие там резные коньки, наличники да кружевные деревянные полотенца — зачем они и к чему?!

9 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней