Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫынсем тӗрлӗрен тумланаҫҫӗ те тӗрлӗрен калаҫаҫҫӗ, анчах эсир пуян французсем, нимӗҫсем, акӑлчансем рабочи халӑха мӗнле тыткаланине пӑхӑр та, вӗсем пурте рабочисемшӗн пуҫ касакансем пулнине курӑр, — пырӗсене шӑмӑ лартӑр вӗсенне!
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пуринчен малтан вӑл ҫӗвӗҫ патне кӗрсе пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити ҫӗнӗ тум тумланчӗ, вара пӗчӗк ача пекех ҫи-пуҫӗ ҫине пӑхкаласа пычӗ; тӗрлӗрен духисем, помадӑсем илсе тултарчӗ, Невски проспектра малтан тӗл пулнӑ чаплӑ хваттерех, тӗкӗрсем лартса тултарнӑскерне, пӗр хаклашса тӑмасӑр хӑйне валли йышӑнчӗ; магазинра ӑнсӑртран тӗл пулса хаклӑ лорнет илчӗ, тӗрлӗрен галстуксем ытлашшипех туянчӗ, парикмахер патне кӗрсе ҫӳҫне кӑтралатса ячӗ, карета ҫине ларса ним сӑлтавсӑрах икӗ хут хула тӑрӑх чуптарса иртрӗ, кондитерскине кӗрсе пӗр виҫесӗр конфетсем ҫисе тултарчӗ, Китай патшалӑхӗ ҫинчен пӗлнӗ чухлӗ ҫеҫ пӗлекен пӗр француз патне ресторана кӗчӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ҫак тӗрлӗрен тумлӑ та тӗрлӗрен питлӗ-куҫлӑ халӑх хушшинче Сергей пӗр карчӑка асӑрхарӗ, калпакӗ айӗнчен ун кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисем тухса тӑраҫҫӗ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Куратӑн-и, государьӑм, витӗр курса вулаканӑм, епле чее ҫынсем вӗсем, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, епле вылять вӗсен эгоизмӗ: санӑнни пек мар, государьӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, государьӑм, эсӗ киленекен япалапа мар, урӑххипе киленеҫҫӗ; вӗсем хисеплекен ҫынсем вӗсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ха тесе шутласан, ҫакӑ вара вӗсемшӗн чи пысӑк киленӳ пулать, ҫавна тӑвас тесе вӗсем, государьӑм, эсӗ хӑвӑншӑн тӑрӑшнинчен каях мар тӑрӑша-тӑрӑша, темӗн тӗрлӗ япала шутла-шутла кӑлараҫҫӗ, анчах та сирӗн тӗллевсем тӗрлӗрен, ҫавӑнпа та санпа вӗсем шутласа кӑларакан япаласем те тӗрлӗрен: эсӗ ыттисемшӗн сиенлӗ, киревсӗр япаласем шутласа кӑларатӑн, вӗсем ыттисемшӗн усӑллӑ, лайӑх япаласем шутласа кӑлараҫҫӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ хӗрхенетӗп сире, — терӗ Верочка, — эпӗ эсир таса туйӑмпа юратнине куратӑп (Верочка, ку вӑл пӗртте юрату мар-ха, ку вӑл тӗрлӗрен ирсӗрлӗх, тӗрлӗрен йӗрӗнчӗклӗхпе хутӑшса кайни кӑна; хӗрарӑма ӑна хирӗҫле ответ илекенсенчен пурте тенӗ пекех юратса каймасть, — юрату вӑл пӗртте кун пек япала мар, — анчах халлӗхе Верочка кӑна нимӗн те пӗлмест, ҫавӑнпа ун кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнӑ) — эсир мана ответ партарасшӑн мар — юрать, эпӗ памастӑп.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кашни босякӑн тенӗ пекех хӑйсен иртнӗ кунӗсенче пӗр-пӗр «купца майри» е «таса йӑхран тухнӑ улпут майри» пур, кашни босякӑнах ҫав купца арӑмӗ е улпут майри, ун ҫинчен темиҫе тӗрлӗ каласа панипе, тӗрлӗрен пӳ-силлӗ, тӗрлӗрен туйӑм-кӑмӑллӑ туса кӑтартнипе, юмахри сӑн-сӑпат пек пулса тухать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем тӗрлӗрен ҫынсем, ӑраскалӗсем те вӗсен тӗрлӗрен.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫакӑнта, ҫав хула патне пымалли аякри ҫулсем ҫинче, Калинин облаҫӗнчи халӑх — хула ҫыннисем, хресченсем, хӗрарӑмсемпе ватӑ-вӗтӗ, тӗрлӗрен ӗҫ ҫыннисемпе тӗрлӗрен ҫулхи ҫынсем — пурте, ҫуллахи уйӑхсемпе кӗрхи вӑхӑтсенче, шӑрӑхра та, ҫумӑр айӗнче те, кунӗн-ҫӗрӗн чакаланнӑ; вӗсем вӑрӑмтунасенчен, лачакаллӑ шыв-шурлӑхран, ӗҫме юрӑхсӑр шӑршлӑ шывран тертленнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ, блиндажсемпе дотсем тунӑ, траншейӑсемпе окопсем чавнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Район администрацийӗн структура подразделенийӗсен, организаци, предприяти, тӗрлӗрен харпӑрлӑх формиллӗ учреждени ертӳҫисемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ анлӑ ларура хускатнӑ ыйтусем тӗрлӗрен пулчӗҫ: сывлӑх сыхлавӗнче «Чувашия — Мед» страхлакан компанин пӗлтерӗшӗ, витӗмӗ; ҫурхи призыв; шыв ҫинчи хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнасси; районта иртекен 68-мӗш Акатуй-Сабантуй.
Ыйтӑвӗсем тӗрлӗрен, тӗллевӗ — пӗрре // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.04
13. Ун ванчӑкӗсем ҫине тӗрлӗрен вӗҫен кайӑк килсе ларчӗ, турачӗсем хушшине тӗрлӗрен хир кайӑкӗ вырӑнаҫрӗ, терӗ.13. На обломках его поместились всякие птицы небесные, и в сучьях были всякие полевые звери.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун хунавӗсем хушшинче тӗрлӗ вӗҫен кайӑк йӑва ҫавӑратчӗ, ун турачӗсем айӗнче тӗрлӗрен хир кайӑкӗ ҫура ҫурататчӗ, унӑн хӳттинче тӗрлӗрен йышлӑ халӑх пурӑнатчӗ.
Иез 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ чухӑн пулнӑ, эпӗ княҫ валли тӗрлӗрен пейзажсем, сӑнӳкерчӗксем тӑваттӑм…
Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.
Фюрерӑн вара ун чухне нимӗн те пулман, унӑн влаҫа алла илес тесе, миллионерсен аттисене ҫуламалла, тӗрлӗрен преступниксене, ҫапкаланчӑксене, ҫӑмӑлттайсемпе айвансене сӑра ӗҫтермелле, нимӗҫ халӑхӗ ҫӗр ҫинче чи аслӑ раса текен юмаха питӗ ӑста каласа пама пӗлмелле пулнӑ.
Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.
— Тӗрлӗрен тӗшмӗше ӗненместӗп, анчах моряксем хӑйсен вилӗмне пӗр эрне малтан сисеҫҫӗ.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Вилнӗ кунне те, ирхине, колхоз правленине кӗрсе тухрӗ, пулӑ кӳллине каҫсерен тӗрлӗрен браконьерсем пыркалани ҫинчен асӑрхаттарчӗ.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Вара тӗрлӗрен ҫапкаланчӑксем валли ҫӗр ҫинче пӗр кӗтес те юлмӗ…
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Почта начальникӗ унран каҫару ыйтрӗ те тӗрлӗрен хаҫат-журналсем суйлама тытӑнчӗ…
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Тӗрлӗрен тӗшмӗше ӗненместӗп, анчах ҫав ялав хӑватне, вӑл сурансене тӳрленме пулӑшнине, вӑл ҫынна вилӗмрӗн сыхласа хӑварнине темшӗн ӗненес килет…
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫырӑва вуласа тухсанах эпӗ сестраран манӑн документсемпе тӗрлӗрен хутсем, ну, салтак япалисем ӑҫтине ыйтрӑм.
IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Хӑш чухне эпӗ ӑна хампа пӗрле уҫӑлса ҫӳреме илсе тухаттӑм, тӗрлӗрен теттесем илсе параттӑм.
III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.