Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пасарта тӗрлӗ тӗслӗн ҫуталса выртакан купи-купи пахча-ҫимӗҫ хушшинче тӑнӑ чухне те вӑл, шурӑ чиркӳ стени ҫине аслӑ ӑстаҫӑ ӳкернӗ пекех, илемлӗччӗ, — унӑн вырӑнӗ Святой Яков чиркӗвӗ ҫумӗнчехчӗ, вилессе те вӑл ҫав вырӑнтан виҫӗ утӑмрах вилчӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ырӑ шухӑшсем, тӗрлӗрен тӗрлӗ ӗҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аса килсе, пуҫ тавра вӑйӑ карти евӗр ҫаврӑнаҫҫӗ; ман чунӑмра ҫак вӑйӑ карти — тинӗс ҫинчи шурӑ кӑпӑклӑ хумсем пекех, вӗсем ҫиелте кӑна ҫапла, анчах лере, шаларах — лӑпкӑ, унта ман ҫамрӑклӑхӑн ҫутӑ та чечен ӗмӗчӗсем, тинӗс тӗпӗнче кӗмӗл пулӑсем ишсе ҫӳренӗ евӗр, лӑпкӑн ишеҫҫӗ.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
… Эпӗ куратӑп: вӑрӑм сухаллӑ ватӑ улӑпсем, хаваслӑ ачасенни пек пысӑк куҫлӑскерсем, тусем ҫинчен анса ҫӗре илемлетеҫҫӗ, пур ҫӗре те тӗрлӗрен тӗслӗ пурлӑх-ырлӑха хӗрхенмесӗр акаҫҫӗ, ту тӑррисене хулӑн кӗмӗл сийпе витеҫҫӗ, ту сакӑлтакӗсене темӗн тӗрлӗ йывӑҫсен чӗрӗ кавирӗпе витеҫҫӗ; вара — тулӑх ҫӗрӗн ҫакӑ пӗр кӗтесӗ пушшех хӑтсӑр илемлӗ курӑнать.
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Хӗлле вӗсем темле лайӑх ҫӗлӗксемпе, кӗрӗксемпе ҫӳретчӗҫ; ҫулла — чечеклӗ шлепкесемпе, аллисене тӗрлӗ тӗслӗ сулхӑш тытса иртетчӗҫ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Сушкӑсӑр пуҫне эпир Таньӑна тӗрлӗ канаш та параттӑмӑр: ӑшӑрах тӑхӑн, пусма ҫинче хытӑ ан чуп, вутӑ ҫӗклемӗсене пысӑккӑн ан йӑт, — теттӗмӗр.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Инҫетрен бухтӑри ӗҫ шавӗ илтӗнет, анчах бухтӑна эпир курмастпӑр: пиртен сылтӑмра тинӗс хӗррине пысӑк та йывӑр шурӑ ҫуртсем купаласа тултарнӑ хула ларать, сулахайра — тинӗс, пирен ҫире те — вӑлах; вӑл темле тӗлӗнмелле те ҫепӗҫ, куҫпа чуна ачашлакан, тӗрлӗ тӗссемпе илемленнӗ пирки ниепле курса-пӗлсе ӑнланмалла мар сӑрсем ҫепӗҫҫӗн пӗрлешсе юмахри сӑнсем пулса тӑнӑ ҫӗрелле инҫете-инҫете тӑсӑлса каять…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Копёр патӗнче кӗпӗрленсе тӗрлӗ халӑх тӑрать, пӗри ҫинҫе сассипе, тӑстарса, юрӑ пуҫласа ярать:У копра стояла густая пестрая толпа народа, и в ней кто-то протяжно тенором выпевал:
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пӑчӑ сывлӑшра кӗрлени, шавлани илтӗнсе тӑрать, чул тӗпретекен кирка сасси янӑраса каять, тачкӑ ураписем хӑйӑлтатса юрлаҫҫӗ, йывӑҫ свай пуҫӗ ҫине ухлатса чугун тукмак ӳкет, йӗнӗ пек «дубинушка» илтӗнет, пӗрене чутлакан пуртӑ сасси чалтлатать, хӗвӗшсе ҫӳрекен тӗксӗм те сӑрӑ пӗчӗк кӗлеткесем темиҫе тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрашаҫҫӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ҫакӑ ӗнтӗ пуҫ мимипе чӗре ҫине ӳкетчӗ те, ӑна та, кӑна та хӑйӗн тӗрлӗ тӗсӗпе хытӑ хӗсетчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кашни босякӑн тенӗ пекех хӑйсен иртнӗ кунӗсенче пӗр-пӗр «купца майри» е «таса йӑхран тухнӑ улпут майри» пур, кашни босякӑнах ҫав купца арӑмӗ е улпут майри, ун ҫинчен темиҫе тӗрлӗ каласа панипе, тӗрлӗрен пӳ-силлӗ, тӗрлӗрен туйӑм-кӑмӑллӑ туса кӑтартнипе, юмахри сӑн-сӑпат пек пулса тухать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Хуҫа, тачка та шыҫмак ҫын, тӗрлӗ тӗслӗ куҫлӑскер, хӗрарӑм сӑн-питлӗскер, хырӑмне силлентерсе, мӑнтӑр та кӗске урисемпе урайне кисрентерсе, сассине йынӑштарса ҫухӑратчӗ:
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Пуҫ тӑрринче халӗ те-ха кӑпӑшка та тӗрлӗ тӗслӗ катрам-катрам пӗлӗт татӑкӗсем йӑсӑрланаҫҫӗ; пӗр ҫӗрте вӗсем тӗтӗм пек ҫепӗҫ те кӗл пек кӑвак, тепӗр ҫӗрте — ту татӑкӗ пек хытӑ, шупкарах хура е хура-хӗрлӗн курӑнаҫҫӗ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Кимӗ майӗпе ярӑнса ҫаврӑнать те гавань патнелле, фонарь ҫутисем тӗрлӗ тӗслӗ ушкӑн пулса кӗперленнӗ ҫӗрелле, мачта вуллисем курӑнакан еннелле каять.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Тинӗс ҫинчи тӳпене шӑтарса кӗрекен шӗвӗр мачтисем ҫине тӗрлӗ фонарь ҫакнӑ карапсен тӗттӗм кӳлеписем ҫырантан таҫта ҫитичченех курӑнса тӑнӑ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хупахри шӑв-шав, пӗр яртӑна пӗтӗҫсе, темӗнле капмар пысӑк выльӑх мӗкӗрнӗ пек янӑраса тӑчӗ; ҫӗр тӗрлӗ сасӑ кӑларма пултаракан выльӑх, шӑртланса, суккӑр пек асапланса, ҫак чул шӑтӑкран тухма тӑрӑшать пек, анчах ирӗке тухма ҫулне тупаймасть пек туйӑнать…
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Гранит ҫыранпа хуптӗрленнӗ тинӗс хумӗсем хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫийӗпе шӑвакан темӗн йывӑрӑш кимӗсемпе пусӑрӑннӑ, вӗсем кимӗсен аяккисене, ҫырана пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ-ҫапӑнаҫҫӗ те, кӑпӑкланса, тӗрлӗ ҫӳп-ҫаппа вараланса, ӳпкелешнӗ пек шавлаҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Хӗрӗ тем тӗрлӗ хитрескер пулсан та, чунӗ унӑн пӗчӗк те ӑшӑх йышшискер, унӑн мӑйӗнчен пӗр пӑт ылтӑн ҫакса яр хӑть, вӑл ҫавах та унтан ытла лайӑхланас ҫук!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
Ун хыҫҫӑн И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра шкул ҫурчӗ тӑвассипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтусене татса пама, шкул проектне тӑвас, укҫа-тенкӗ пуҫтарас, стройматериалсем хатӗрлеме тата шкул ҫуртне епле туса пынине тӗрӗслес шухӑшсемпе темиҫе хутчен те килсе кайнӑ.
И.Я.Яковлев Енӗш Нӑрвашра темиҫе те пулнӑ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Тирпей-илем кӗртессине пысӑк тимлӗхе хурать, ял ҫыннисен вӑхӑтне усӑллӑ ирттерме май паракан тӗрлӗ мероприяти йӗркелет.
Хӑтлӑ ҫул — ял илемӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Фестиваль программинче — видеороликсен конкурсӗ, эстафетӑсемпе тӗрлӗ чӑрмавсене парӑнтарасси, ишессипе ӑмӑртасси.
Ҫамрӑксем сывӑ пурнӑҫ йӗркине суйлаччӑр // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18