Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрса хӑватлӑ каларӗ: пӗтрӗ аслӑ Вавилон, пӗтрӗ! вӑл, аскӑнчӑк, шуйттансен килӗ, тӗрлӗ таса мар сывлӑшсен йӑви, тӗрлӗ таса мар, йӗрӗнчӗк кайӑксенӗн йӑви пулса тӑчӗ, 3. мӗншӗн тесессӗн пур халӑхсене те аскӑнлӑхӗн хаяр эрехне ӗҫтерсе ӳсӗрӗлтерчӗ; ҫӗр ҫинчи патшасем те унпа аскӑнчӗҫ; унӑн чаплӑ пурӑнӑҫӗпе ҫӗр ҫинчи купсасем пуянланчӗҫ, терӗ.
Ӳлӗм 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ангел мана каларӗ: санӑн малалла та халӑхсем ҫинчен, йӑхсем ҫинчен, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсем ҫинчен, тӗрлӗ патшасем ҫинчен пророкла каламалла, терӗ.
Ӳлӗм 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ, 16. ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр: 17. Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫав йӗркесӗр ҫын шуйттан ирӗкӗпе килӗ те тӗрлӗ паллӑсем, суя кӗтретсем кӑтартӗ; 10. пӗтессисене тӗрлӗ майпа илӗртсе улталӗ — лешӗсем ӗнтӗ хӑйсене ҫӑлма пултаракан чӑнлӑха юратманран пӗтӗҫ.
2 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫав вӑйне Вӑл Христос урлӑ кӑтартнӑ: Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, тӳпере Ӑна Хӑйӗн сылтӑм енне лартнӑ, 21. тӳпери пур тӗрлӗ пуҫлӑхран, хӑватран, аслӑлӑхран, тӗрлӗ ятран — ҫак ӗмӗрте пӗлекен ятсенчен те, пулас ӗмӗрте пӗлес ятсенчен те — пуринчен те Ӑна асла кӑларнӑ; 22. пурне те Унӑн ури айне туса, Ӑна пуринчен те асли, пӗтӗм ӗненекенӗн (Чиркӗвӗн) Пуҫӗ тунӑ; 23. Чиркӳ — Христос тӑл-пӗвӗ, пур ҫӗрте те пурне те тултарса тӑракан Христосӑн туллӑхӗ вӑл.
Эф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пур тӗлӗшпе те ҫителӗклӗ пулмашкӑн, пур тӗрлӗ ырӑ ӗҫ тумалӑх та пуян пулмашкӑн Турӑ сире пур тӗрлӗ ырӑлӑхран та пуйтарма пултарать, 9. Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «салатса пӗтернӗ, кӗлмӗҫсене валеҫсе панӑ, унӑн тӳрӗлӗхӗ ӗмӗре пырать» тенӗ.
2 Кор 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑй хамӑра лӑплантарнӑ пек, тӗрлӗ хурлӑх куракансене лӑплантарма пултарччӑр тесе, Вӑл пире пур тӗрлӗ хурлӑхра та лӑплантарать.
2 Кор 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вара вӗҫӗ ҫитӗ; Вӑл ун чухне пур тӗрлӗ пуҫлӑха та, тӗрлӗ ирӗке те, хӑвата та пӗтерӗ те Патшалӑха Атте Турра парӗ.
1 Кор 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пӗрне Сывлӑш ӑслӑ сӑмах парать, ҫав Сывлӑшах тепӗрне ыттисем валли пӗлӳ парать; 9. ҫав Сывлӑшах хӑшне ҫирӗп ӗнентермелле тӑвакан хастар парать; ҫав Сывлӑшах хӑшне чиртен сыватма хастар парать; 10. хӑшне — хӑватсем тума, хӑшне — пророк пулма, хӑшне — сывлӑшсене чухласа илме, хӑшне — тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма, хӑшне тата тӗрлӗ чӗлхепе каланине ӑнлантарса пама хастар парать.
1 Кор 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Манӑн пур ҫынна та хам пек тӑвас килет; анчах пурте Турӑран хӑйне кура хастар илнӗ: пӗри — пӗр тӗрлӗ, тепӗри — тепӗр тӗрлӗ.
1 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Халӑх хушшинче пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрнӑ.
Ап ӗҫс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Пухура нимӗн йӗрки те пулман: пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрашнӑ, пухӑннӑ ҫынсем хушшинче хӑйсем мӗншӗн пуҫтарӑннине пӗлменнисем те нумай пулнӑ.
Ап ӗҫс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫав кунсенче ҫийӗнче пур арӑмсене, ача ӗмӗртекеннисене хуйхӑ пулӗ; ҫӗр ҫинче темӗн тӗрлӗ асаплӑх пулӗ, ҫак халӑх ҫине ҫилӗ ҫитӗ: 24. хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе тӑкӑнӗҫ, вӗсене тӗрлӗ халӑх хушшине тыткӑна иле-иле кайӗҫ; Иерусалима суя тӗнлӗ халӑхсем хӑйсен вӑхӑчӗ иртичченех таптӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Иисус пӗтӗм хулапа ял тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, ҫынсем хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Иисус пӗтӗм Галилея тӑрӑх вӗсен синагогисенче вӗрентсе, Патшалӑх ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, халӑх хушшинчи тӗрлӗ чир-чӗре, тӗрлӗ нишлӗхе сыватса ҫӳренӗ.
Мф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӗр ӗҫлекен ҫын ҫӗр ҫине нумай тӗрлӗ вӑрлӑх акать те, анчах мӗн акнийӗ кайран пӗтӗмпех сыхланса юлаймасть, нумай тӗрлӗ ӳсентӑран лартсан та, мӗн лартни пӗтӗмпех тымарланаймасть, ҫавӑн пек ку тӗнчене ҫуралнисем те пуртех ҫӑлӑнаймӗҫ, терӗ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
90. Ҫавӑнпа вӗсем тӗлӗшпе ҫапла пулать: 91. чи малтанах вӗсем тем тӗрлӗ савӑнса хӑйсене Хӑй патне Илекене курӗҫ; вӗсем ҫичӗ тӗрлӗ канӑҫлӑхпа киленӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Палӑртса хунӑ вӑхӑт иртсессӗн, ҫыруҫӑсем патшана: шутсӑр йышлӑ пулнӑран иудейсене эпир ҫырса тухма пултараймастпӑр, тесе пӗлтернӗ; ҫитменнине тата вӗсем ытларахӑшӗ ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнаҫҫӗ: пӗрисем килӗнчех пурӑнаҫҫӗ, тепӗрисем тӗрлӗ вырӑна саланса пӗтнӗ, ҫавӑнпа ку ӗҫе Египетӑн пӗтӗм пуҫлӑхӗ те туса пӗтереймӗ, тенӗ.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ хам умӗнхи патшасем сана мӗн тӗрлӗ хырҫӑран хӑтарнине, мӗн тӗрлӗ парнесем парассинчен хӑтарнине пурне те ҫаплипех, хӑтарнӑ халлӗнех, хӑваратӑп; 6. сана хӑвӑн ҫӗрӳнте хӑвӑн укҫуна ҫапма ирӗк паратӑп.
1 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мур чирӗ ярса, юн тӑкса сут тӑвӑп ӑна, ун ҫине, унӑн ҫарӗсем ҫине, унпа пӗрле килнӗ нумай тӗрлӗ халӑх ҫине пӗтӗмпе путаракан ҫумӑрпа шултӑра чул, кӑварпа кӳкӗрт ҫутарӑп; 23. Хамӑн аслӑлӑхӑмпа Хамӑн сӑваплӑхӑма кӑтартӑп, Хама нумай тӗрлӗ халӑх куҫӗ умӗнче кӑтартӑп та, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тесе калать те.
Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.