Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрексӗрленнӗ (тĕпĕ: тӗрексӗрлен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтаппан мучи, икӗ хут инфаркт ҫапнӑкер, пӑрахнӑ ҫӗр ҫинчи типнӗ таллӑ пиҫен мамӑкӗ пек чалланнӑ, яшӑрка, кӑптӑк ҫӳҫ-сухаллӑскер, тӗп сакайӗнче кирлӗ вӑхӑтра уҫӑлтараймасӑр пахалӑхне ҫухатнӑ паранкӑ пек ҫухӑнчӑк питлӗскер, тутӑх тивнӗ тимӗр тӗслӗ, тӗрексӗрленнӗ, саланчӑк куҫӗпе маччаналла тирӗнсе, вырӑнӗ ҫинче хевтесӗррӗн ахлаткаласа, анрашса выртать, хушшӑн-хушшӑн ун ӑшчиккинчен хавшак, анчах хаяр ҫилӗ те хытнӑ, пӑвӑнчӑк сасӑпа паклата-паклата хӑпарать:

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тӗрексӗрленнӗ нервсем лӑпланма пуҫларӗҫ.

Расшатанные нервы успокаивались.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Тӗрексӗрленнӗ аллипе фельдшера аяккалла сирчӗ.

Отстранил слабой рукою фельдшера.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пӑсӑлса пӗтнипе тӗрексӗрленнӗ карап хӳрене те тек пӑхӑнмасть ӗнтӗ, вӑл, хӑй валли ҫул-йӗр суйласа тӑмасӑр, ҫилпе хумсем ӑҫталла илсе каяҫҫӗ, ҫавӑнталла ишет.

Судно, полуразбитое и сильно поврежденное, почти уже не слушалось руля, оно скорее катилось на волнах, чем само шло, беспомощно отдаваясь на произвол волн.

VII. Кам парӑс карать, ҫав шӑпа ярать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Лӑканса тӗрексӗрленнӗ корвет хумсене хыттӑн пыра-пыра ҫапнине нумайччен чӑтаймӗ, кашни пысӑк хум ӑна шыв тӗпне путарма пултарать.

А корвет, с полученными им повреждениями, не в состоянии был перенести сильную качку, и каждый новый вал мог стать для него последним.

VII. Кам парӑс карать, ҫав шӑпа ярать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Чӑнах та-ҫке, куратӑн пулӗ, мӗнле тӗрексӗрленнӗ, — тенӗ вӑл, крыльцана сӑпка пек енчен енне силлесе.

— В самом деле, видишь ведь как, совсем расшаталось, — говорил он, качая ногами крыльцо, как колыбель.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах тӗрексӗрленнӗ алли ӑна лайӑххӑн итлемерӗ, класра вара хулленех ӗхӗлтетсе кулнисем илтӗнсе кайрӗҫ.

Но рука у него дрожала, с делом он справлялся плохо, и по зале волной прокатился сдавленный смешок.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней